Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 18.05.2024, 07:57
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Çывхарса килекен 2011 çул Хĕвел тухăç гороскопĕпе Шурă Кушак е Кролик çулĕ. Мĕншĕн тӳрех икĕ чĕр чуна асăнаççĕ-ха? Китайпа Японин астрологи системисем кăштах уйрăлса тăнипе иккен. Пирĕншĕн, анăç культурине çывăх çынсемшĕн, кушакпа кролик хушшинче пысăк уйрăмлăх пек туйăнать. Анчах та тухăçра пурăнакансем урăхларах шутлаççĕ курăнать. Вĕсемшĕн чи кирли – çак икĕ чĕр чун та тăватшар ураллă, иккĕшĕ те «шывран тип-типĕ тухма» пултараççĕ. Çывхарса килекен çул чи кирли шăпах çакă пулса тăрать те. Каларăмăр ĕнтĕ, çитес çула Кушак çулĕ тесен те, Кролик çулĕ тесен те йăнăш мар. Эпир Кушак çинче чарăнар-ха.
    Шурă Кушак пĕр вăхăтрах харсăр тата асăрхануллă, чыса юратать тата сăпайлă, хутшăнма кăмăллать тата виçеллĕ, нумай пĕлме юратать тата хăйне тытма пĕлет, сӳрĕк тата çине тăракан, вичкĕн тата ансат… Çапах та Шурă Кушак ытларах дипломат, кĕрешӳçĕ мар. Çавăнпа та çитес çул шăпа хирĕçекенсемпе çапăçакансен енче пулмĕ.
    Уяв сĕтелĕ çине мĕн лартмалла-ха Çĕнĕ çул хуçине юрас тесен? Кушакпа Кролик тĕрлĕ апат юратнине шута илсен, иккĕшĕ те килĕштерекен апат пулмалла сĕтел çинче. Кушак, тĕслĕхрен, пулă, сĕт, хăйма, сыр, йогурт юратать. Апат хатĕрленĕ чух çак компонентсем пул ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 697 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.12.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш чĕлхипе литературине Аслă шкулсенче вĕрентме пуçланăранпа 85 çул тата чăваш филологийĕпе культура факультетне йĕркеленĕренпе 20 çул çитрĕ. Çирĕм çул каялла ятарлă чăваш филологийĕпе культура факультечĕ пулман. Чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕ историпе филологи факультетĕнче çеç шутланса тăнă. Уйрăм çулсерен аталанса та вăй илсе пынă. Çакă вара 1990 çулта унăн никĕсĕ çинче чăваш филологийĕпе культура факультечĕ уçма майсем туса панă. Раштавăн 16-мĕшĕнче чăваш филологийĕпе культура факультечĕ хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Çак кун факультетшăн пысăк уяв пулса тăчĕ.
    Ир-ирех факультет хăйĕн хисеплĕ хăнисем валли алăкне уçрĕ. Республикăн кашни кĕтесĕнчен пуçтарăнчĕç уява хăнасем. Олимпиадăра хăйсен ăсĕсене виçме шкулта вĕренекенсем те килчĕç. Унсăр пуçне тата тĕрлĕ конкурcсем иртрĕç факультетра.
    Кантăрла иртсен пĕр сехетре университетăн культура керменĕнче концерт пуçланчĕ. Уяв чаршавĕ Çеçпĕл Мишшин «Катаран каç килсен» сăвă йĕркисемпе уçăлчĕ. Унтан факультет деканне — В.Г.Родионов профессора сăмах пачĕç. Вăл сцена çин ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 890 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 18.12.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Обратились к Путину и учителя.
    - Образование - острая проблема, - признал Владимир Путин. - В среднем уровень зарплат учителей ниже на треть, это плохо.
    По словам премьера, необходимо повышать реальный заработок работников образования. Кроме того, нужно, чтобы количество школ строилось под количество учеников.
    - Но делать этот процесс нужно аккуратно, - добавил Путин. - Следует также более рационально тратить деньги на содержание образовательных учреждений, чтобы высвободившиеся средства шли на плату учителю. Но главное - это повышать зарплаты.
    Миçе çын пăхнă: 674 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 16.12.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Телевизорпа усал сывлăш кĕрет тетчĕ пĕр ватă. Çак çыннăн шухăшĕнче, тен, кăштах тĕрĕсси те пур.
    Мĕн çинчен кăна кăтартмаççĕ пулĕ шеремет экранĕ çинче: юрă-ташă, тискер самантсем, савăшу сценисем… Çĕр çинче мĕн пулса иртнине те талăкĕпех курса лар тата.
    Нумай хыпар пĕлме пулать сенкер экран умне ларсан. Ку питĕ аван. Анчах та вĕтĕр-шакăрсем те пĕчĕклех телевизор умĕнче-çке. Мăнуксене те пĕчĕклех вылямалли "вăрçă” хатĕрĕсем илĕртеççĕ. Пĕчĕкки тытать те çак пăшала "Апай, стой! Стрелять буду!”, — тет.
    Шкул ачисем киле таврăнсан урок тума мансах экран умнелле "чăмаççĕ”. Йĕлтĕр-коньки те манăçа тухать. Пирĕн вăхăтра ача-пăча пăр çинчен кайма пĕлмен. Пальто аркисем юрпала йĕпенсе шăнса-хытса ларатчĕç, çапах та кулă питрен кайман. Киле вара çĕрле çеç таврăннă. Халĕ вара чăтăмсăррăн "Спокойной ночи, малыши” кĕтсе ывăнаççĕ.
    Çамрăксем те пĕрле пуçтарăнса хăйсен çепĕç сассипе юрламаççĕ, ташша тухмаççĕ. Пĕрмаях çав кăвак шăналăк-чаршав çине пăхса вăхăта ирттереççĕ.
    Ваттисем те çав "ĕçпех” ĕçлеççĕ. Хăшĕ ним тумасăрах ларать, ун çине тинкерет, тепри кура-кура чăлха-алсиш çыхать, çăматă тĕплет, çип пĕтĕрет.
    Темиçе çул каялла çеç ялти халăх клуба пуçтарăнса пĕ ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 508 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 14.12.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кĕçнерникун, раштавăн 9-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта комисси йышĕпе пĕрле Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн директорĕ Юрий Исаев, чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн ĕçтешĕ Александр Кузнецов тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕн кафедра пуçлăхĕ Пётр Метин хутшăнчĕç.
    Пухăннисем хальхинче чăваш шкулĕсенчи тăван чĕлхепе çыхăннă лару-тăрăва сӳтсе яврĕç, ку тĕлĕшпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе çыхăну йĕркелеме палăртрĕç. Яланхи пекех тĕп вырăнта çĕнĕ терминсене пăхса тухса çирĕплетесси пулчĕ. Чи малтанах 4-мĕш класра вĕренекен „Православи культури никĕсĕн" Геннадий Дегтярёв куçарса хатĕрленĕ тĕн терминĕсене (ачасене, тĕслĕхрен, „милосердие" ăнлава хаçат-журналти пек „ыркăмăллăх" тесе мар, „хĕрхенекен кăмăл" тесе вĕрентĕç; „православи" термина чăвашла чиркӳ кĕнекисенчи пек „чăн тĕн" тесе мар, „православи" тесех палăртĕç) усă курма йышăнчĕç. Унтан Пётр Метин профессор шкул кĕнекисенчи литература терминĕсемпе паллаштарчĕ. Комисси пайташĕсем палăртнă тăрăх пĕр ăнлавах 3-4 тĕрлĕ палăртни ачасене хăтлă пĕлӳ илме чăрмантарать. Малашне кĕнеке авторĕсем Комисси çирĕплетнĕ терминсемпе кăна усă курма пуçлĕç.
    Пухăннисем юлашкинчен Комис ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 656 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 12.12.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Республика мĕнпе пурăнать? Михаил Игнатьев Президент Чăваш Ен пуçлăхĕн должноçне йышăннăранпа 100 кун иртнĕ май ĕнер йĕркеленĕ пресс-конференцири калаçу шăнăрĕ çак ыйту тавра пулчĕ. Михаил Васильевичăн пирвайхи пресс-конференцийĕ малтан палăртнинчен самай вăраха кайрĕ: сехет çурă вырăнне 2 сехет ытла пычĕ. 14 сехетре Министрсен Кабинечĕн ларăвне палăртман тăк калаçу татах та тăсăлатчĕ пуль - ыйтусем пурччĕ. Апла пулин те Президент журналистсен кăмăлне туллин тивĕçтерчĕ - нумай-нумай ыйтăва уççăн та тĕплĕн хуравларĕ. 
    Малтанах Михаил Васильевич массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене тав турĕ - хăйĕнпе курнăçма кăмăл тунăшăн. Журналистсем йышлă пухăннă: çакнашкал пирвайхи тĕл пулу вĕт - интерес пысăк. Хайхи «100 кун» пирки калас тăк вара, Президент шухăшĕпе, ку вăхăт тĕплĕ отчет тумашкăн çителĕксĕр. Апла пулин те пирвайхи утăмсене хаклама пулать. Çав шутра - бизнес ĕç-хĕлне, общество юхăмĕсене. Тата - граждансен нушисемпе ыйтăвĕсене илтме.
    Тилхепе тытнăранпа пурнăçланă пысăк ĕçсен шутĕнче Президент вырăнти хăй тытăмлăха суйланине, сити-менеджерсене çирĕплетнине палăртрĕ. Халĕ суйлав комиссийĕсем тĕлĕшпе пысăк ĕç тумалла. Çитес çул пирки вара вăл пушшех «ан ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 657 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 09.12.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    "Чĕвĕлти чĕкеç" вăйă конкурс сайчĕ

    Район (хула) вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхне
    Район (хула) методика кабинечĕн ертÿçине
    Шкул директорне
    Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене

    Хисеплĕ ĕçтешсем!


    Математикăпа халăхсем хушшинче ирттерекен „КЕНГУРУ” тата вырăс чĕлхипе „Вырăс упа çури – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ” Раççейри шкул ачисем хушшинче чăннипех те юратакан, паллă, сумлă вăйă конкурссем пулса тăчĕç.
      «Хĕрарăмсем наукăра тата вĕрентÿре» Регионсем хушшинчи обществăлла организацин Чăваш регион уйрăмĕ (ЧРО МОО ЖНО), И.Н.Ульянов ячĕллĕ университет тата Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхипе Пĕтĕм Раççейри «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс йĕркелерĕ.
    Чĕлхе пĕлĕвĕ чылай шкул ачишĕн кичем те тунсăх йĕрке пек туйăнать. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, „кичем те йывăр” ăслăлăх умĕнхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăсл ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1168 | | Комментарисем (2)| Хăш кун хушнă: 07.12.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Раштавăн 18-мĕшĕнче, шăматкун, Шупашкарти вĕренӳ институтĕнче кăçал иртнĕ «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» литература ăмартăвĕн çĕнтерӳçисене чыслаççĕ! Пуçламăшĕ — 11 сехетре!
    Чыслава ăмăртура мала тухнă пур шкул ачине те, пур вĕрентекене те чĕнеççĕ! Сире, çак ăмăртура хăвăрăн пултарулăха кăтартма пултарнисене, хаклă парнесем кĕтĕç. Çĕнтерӳçĕсем хăйсен хайлавĕсемпе те паллаштарĕç.
    Программăра: ăмăрту йĕркелӳçисен сăмахĕ, пĕчĕк кăна концерт, пĕр-пĕр çыравçă (кама чĕнмеллине йĕркелÿçĕсем шыраççĕ) ачасемпе тĕл пулни.

    Çĕнтерÿçĕсен ятлăхĕ
    Миçе çын пăхнă: 653 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 06.12.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кăçалхи шăрăх çанталăк çынсене чăннипех хăратса пăрахрĕ. Сÿпĕлти чĕлхеллисем вара çанталăк çитес хĕл татах та сивĕрех пулмалла тесе сăмах сараççĕ. Православи тĕнне тытса пыракан сектăсенчи вĕрентÿçĕсем тата кĕçех тĕнче пĕтмелле тесе хăратаççĕ. Çĕр чăмăрĕ çинчи пурнăç пĕтсе ларас енĕпе нимĕнле хăрушлăх та çук, çут çанталăк хăйĕн саккунĕпе пулса пырать. 
    Халь пурăнакан ватă çынсем 1921 çулхи "выçлăх çулне" çеç ас тăваççĕ. Иртсе кайнă çĕр çул хушшинче вара ун пек çулсем пĕрре кăна мар пулнă.
    Çĕр-шыври паллă синоптик академик Дьяков хăй ĕçлесе пурăннă вăхăтра иртнĕ ĕмĕрти çĕр çул хушшинчи çанталăка сăнаса пырса ятарласа çĕр-шывăн Европа пайĕнчи облаçсемпе крайсенче çуллен çанталăк мĕнле пулассине палăртса ятарлă таблица туса хатĕрленĕ. Вăл кашни çĕр çул хушшинче çанталăк пĕр пек улшăнса пынине палăртса хунă. Халĕ вара 1901—1910 çулччен пулнă çанталăка 2001—2010 çулсенчипе танлаштарса пăхатăп та çулсерен вăл çавăн пекрех пулса пынине куратăп.
    Манăн атте — Петр Краснов — граждан вăрçине хутшăннă. Службăра тăнă чух вăл Самар çыннипе туслă пурăннă. Вăл ăна çанталăка сăнаса пыма вĕрентнĕ. Атте мĕн виличченех кашни кун çанталăк мĕнле пулнине дневник çине çырса п ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 750 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.12.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    В новом законе "Об образовании" может появиться отдельная глава о социальном статусе педагога, пишет "Российская газета". 
    В Совете Федерации прошли парламентские слушания "О нормативно-правовой поддержке педагогов".
    Участники слушаний были единодушны — престиж учительской профессии надо поднимать. Судя по последним опросам, 50% россиян считают, что профессия учителя не пользуется уважением в обществе. Как изменить ситуацию?
    Мнений прозвучало много. Но, наверное, одно из самых главных — внести в проект нового закона "Об образовании", который сейчас готовится в Минобрнауки, отдельную главу о социальном статусе педагога.
    Вот что предлагают участники слушаний: приравнять вузовских преподавателей к государственным служащим, освободить выпускников — будущих учителей от армии, ввести должности помощника или ассистента учителя, изменить требования к получению надбавки за классное руководство, прописать механизм предоставления учителям академического отпуска на год. По закону брать такой отпуск можно раз в десять лет, но из-за того, что детали в законодательстве не прописаны, учителя этой привилегией не пользуются.
    Кстати, до сих пор нет ясности с льгота ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 703 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 01.12.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» фантастикăлла хайлавсен инçет конкурс-ăмăртăвĕ вĕçленнĕ. Жюри хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Конкурса Чăваш халăх сайчĕ (админĕ Николай Плотников) тата Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ (ертÿçи - Владимир Андреев) йĕркелесе ирттернĕ. Ăмăртăва пурĕ 140 хайлав килнĕ. Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх çĕнтерÿçĕсем çаксем: 

    6-7 классенчи ачасен сăввисем

    ● 1 вырăн. Анна Данилова çырнă «Кӳршĕ лаши» сăвă. Елчĕк районĕ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул.
    ● 2 вырăн. Екатерина Майоровăн «Манăн ырă урхамах» сăвви. Элĕк районĕ, Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул.
    ● 2 вырăн. Любовь Мешкова çырнă «Сан пуласлăхна куратăп...» сăвă. Патăрьел районĕ, Пăлапуç-Пашьел шкулĕ.
    ● 3 вырăн. Анна Максимовăн «Пурнăç кустăрми» сăвви. Хĕрлĕ Чутай районĕ, Тури Çĕрпӳкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул.
    ● 3 вырăн. Даша Терентьева çырнă «Çывăх тусăм манăн пур...» сăвă. Сĕнтĕрвăрри районĕ, Урхас Кушкăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул.
    ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 823 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 01.12.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш чĕлхипе литературине Аслă шкулсенче вĕрентме пуçланăранпа 85 çул тата чăваш филологийĕпе культура факультетне йĕркеленĕренпе 20 çул иртнине халалланă, факультетран вĕренсе тухнисен тĕлпулу каçне килсе курма чун-чĕререн йыхравлатпăр.
    Уяв ЧПУн Культура керменĕнче раштавăн 16-мĕшĕнче иртет, 13:00 сехетре пуçланать. Килсемĕр, чăтăмсăррăн кĕтетпĕр!

    Хаклăран та хаклă факультет,
    Чăваша пиллетĕн çут тивлет,
    Ăс пухма хистетĕн кунсерен,
    Ырă çын пулма эс вĕрентен.

    Пирĕн адрес: Шупашкар хули, университет урамĕ, 38-мĕш çурт (4, 12, 21 троллейбуссем), 4 хут.
    Миçе çын пăхнă: 657 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 30.11.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чÿкĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Шупашкарти 5-мĕш гимназине тухса хăйсен ларăвне ирттерме палăртаççĕ. Унта вĕсем чăваш чĕлхи аталанăвĕн тата унăн пуласлăхĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явма пухăнаççĕ. Çавна май Чăваш халăх сайчĕ Чăваш Патшалăх Канашĕнче чăваш чĕлхин аталанăвĕн ыйтăвĕсене пăхса тухма шутланине, ăна сӳтсе явнине ырласа канашлăва чĕнет. 

    Чăваш чĕлхишĕн чи пĕлтерĕшлĕ утăмсем: 
    ● чăваш чĕлхине усă курассине ӳстересси — компьютера Windows вырнаçтарнă май унта тӳрех чăвашла çырмалли майсем пулмалла (шрифтсем, раскладка), пользователь вĕсене уйрăммăн лартмалла мар (пушкăртсен пек) /Microsoft ахаль çынсене итлесшĕн мар, патшалăх шайĕнче тухсан — ку ĕçе вĕсем тума тивĕç/; тавар упаковкинче чăвашла çырни пач та курăнмасть — çырмалла ман шутпа («Акконд» кăларакан канихвет курупки çине, тĕслĕхрен, вырăсла та, казахла та çырнă — чăвашла вара çук).
    ● чăваш наци радио ĕçне вăйлăлатасси. 50-60% мар, 100% пулмалла — мĕншĕн тесен ытти радиосемпе чăвашли çавах çук.
    ● чăвашла телевидени пуçарса ярасси.
    ● республикăн официаллă тĕп сайтне чăвашлатасси.
    ● чăваш чĕлхине популяризац ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 690 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 28.11.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чӳкĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ кил-йыш вулав центрĕнче «Асамлăх çулĕ» кĕнекен хăтлавĕ (презентацийĕ) пулчĕ. Кĕнекене 2008-2009 çулсенче Chuvash.Org сайт урлă ирттернĕ литература ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăннă шкул ачисемпе вĕрентекенсен хайлавĕсенчен калăпланă. 2008 çулта фантастика конкурсĕ, 2009 çулта — «Халап хапха тăрринче» юмахсен конкурсĕ иртнĕ. Çак конкурссене Николай Плотников Chuvash.Org сайтăн тĕп администраторĕпе Çĕрпӳ районĕнчи Михайловка шкулĕн директорĕ Владимир Андреев йĕркеленĕ.
    Николай Плотников конкурс ирттерме çăмăл марине, уйрăмах кĕнеке кăларма йывăр пулнине палăртрĕ. Анчах та çак ĕçе хăй кăмăлпа, юратса пурнăçланине пĕлтерчĕ. Конкурс вăхăтĕнче пухăннă ĕçсем хушшинче малти вырăнсене йышăннă хайлавсене кĕнекен халăх патне çитерме хутшăннă ытти çынсем те тухса сăмах каларĕç. «Асамлăх çулне» ӳкерчĕкĕсемпе илемлетме Çĕрпӳ районĕнчи Çырмапуç шкулĕнчи «Ăсталăх кĕперĕ» кружока çӳрекен ачасене явăçтарнă сăнарлă ăсталăх урокĕсене вĕрентекен, Çеçпĕл Мишши премийĕн л ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 655 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 28.11.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кăçалхи çул Аннесен кунне 12-мĕш хут уявларăмăр, пĕрремĕш хут 1998 çулхи ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тунăччĕ. 12 çул хушшинче аннесен кунĕ кĕтнĕ уявсенчен пĕри пулса тăчĕ. Кашни çул эпир ăна тĕрлĕрен уявлатпăр.
    Аннесен кунне Рим хулинче пирĕн ĕмĕр пуçланиччен 250 çул каялла Кибела турă амăшĕ ячĕпе ирттернĕ. Вăл виçĕ куна тăсăлнă. Паянхи анне кунне йĕркелекенĕ Анна Джервис американка пулнă. Амăшĕ вилнĕ хыççăн çулталăкри пĕр куна аннесене халаллама ыйтса тĕрлĕ организацисене çыру çырнă вăл. Анна Джервис ĕмĕчĕ 1910 çулта пурнăçа кĕнĕ. Çак уява чи малтан Вирджини штатенче уявлама пуçланă. Кун хыççăн тĕрлĕ çĕршывра тĕрлĕ вăхăтра Аннесен кунне ирттерме тытăннă. Çак уяв кашни çыннах савăнтарать, ачисем вара амăшне ырă та ăшă сăмахсем калама тăрăшаççĕ, парнесем хатĕрлеççĕ, çирĕп сывлăх сунаççĕ. 
    Сайт администрацийĕ мĕн пур чăваш амăшне - аннесене, асаннесемпе кукамайсене - Аннесен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлать. Пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунать. Чи кирли - ачисем хăйсен амăшĕсене ан манччăр, вĕсен ырă ятне çÿлте тытчăр, çемье чысне упраччăр. Вара амăшĕсем хăйсене чи телейлĕ çынсем тесе шутлĕç.  ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 1264 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 28.11.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    С победой из Москвы вернулась Ядрицова Алёна Андреевна, учитель чувашского языка и литературы Ибресинской СОШ № 2.
    С 22 по 25 ноября 2010 г. в Москве проходил «Всероссийский мастер-класс учителей родных, включая русский, языков – 2010», в котором приняли участие 35 участников из 29 регионов Российской Федерации. Инициатором проведения выступил ФГОУ «Федеральной институт развития образования» (г.Москва).
    В рамках «Мастер-класса» учителям были предложены различные испытания. В частности, обращение с приветствием к участникам на родном и русском языках, презентация своего региона, школы, профессиональной деятельности. Второй этап был посвящен просмотру видеоролика «Урок по родному языку» с презентацией методического комментария к уроку учителей к фрагменту своего урока, представленного на видеоролике. Завершился мастер-класс дефиле участников в национальных костюмах.
    Всероссийский мастер-класс учителей родных языков проводится четвертый год, и учителя Чувашской Республики во второй раз становятся победителями. В 2009 году учитель чувашского языка и литературы чебоксарской 59-й школы Абрамова Галина Васильевна заняла второе место по России, а в номинации « ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 984 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 26.11.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    До точки кипения учителей довело обещание премьера увеличить зарплаты на 200–300 рублей. Педагоги по всей стране грозятся выйти на улицы после новогодних праздников, и, если им это удастся, это станет ударом для действующей власти.
    Учителей настолько не устраивают реформы и социальное положение, что они готовы выйти на улицы. Подтолкнули их к этому слова премьера Владимира Путина. 10 ноября он посетил московскую школу, где сообщил: зарплата педагогов вырастет на 6%.
    «Вырастет только базовая ставка педагогов, сейчас она — 2,5–4 тысячи рублей, — объясняет редактор образовательного портала „Завуч. Инфо", один из инициаторов планируемой акции протеста Евгений Барановский.-То есть на деле повышение составит в регионах порядка 200–300 рублей, а в Москве и Петербурге — около 500».
    Акцию назначили на 9 января — последний день новогодних каникул, чтобы не мешать учебному процессу. Ожидается, что забастовку устроят не менее 25 тысяч педагогов по всей стране. Именно столько подписались под текстом резолюции, составленной на Всероссийском педагогическом форуме. Учителей не устраивает зависимость оплаты от количества учеников и школьная реформа в целом. В Минобрнау ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 706 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 25.11.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Тĕнчипе паллă Youtube сервисра «Сăвар» TV канал уçалнă. Ăна уçаканни — чăваш çамрăкĕсен «Сăвар» пĕрлешĕвĕ.
    Хальхи вăхăтра интернетри телеканалра Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 111 çул çитнине халалланă митингри (чӳкĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ) телекурмасем вырнаçнă. Малашне ку канал урлă ытти мероприятисене лартма палăртаççĕ — тĕслĕхрен, юпан 24-мĕшĕнче иртнĕ деклорацие йышăннăранпа 20 çул çитнине палăртнине, терлĕ çулсенче ӳкернĕ чунçӳреври материалсене. «Сăвар» видеостуди ӳкерме хутшăннă чылай мероприятипе çак канал урлă паллашма май пулĕ. Чӳкĕн 26-мĕшĕнче эпир ирттерекен «Асамлăх çулĕ» кĕнекен хăтлавне те çак канал урлă çутатма палăртаççĕ.
    Телеканал тĕллевĕ — май çитнĕ таран чăваш çамрăкĕсен пурнăçĕпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă «Чăваш Ен» ГТРК ӳкермен, çутатман мероприятисемпе паллаштарасси. Канал тӳлевсĕр, унăн материалĕсемпе тĕнчери пур çын та паллашма пултарать — çĕнĕ телекурмасем илсе тăма çырăнмалла çеç.
    «Сăвар» пĕрлешĕве 20 çул каяллах йĕркеленĕ. Унăн элтепĕрĕ — Арăслан Наумов (Хусан), Ĕç тăвакан комитет ертӳçи — Илтимер Ефр ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 765 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.11.2010 | Рейтинг:

    « 1 2 ... 26 27 28 29 30 ... 43 44 »

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)