Чÿкĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Шупашкарти 5-мĕш гимназине тухса хăйсен ларăвне ирттерме палăртаççĕ. Унта вĕсем чăваш чĕлхи аталанăвĕн тата унăн пуласлăхĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явма пухăнаççĕ. Çавна май
Чăваш халăх сайчĕ Чăваш Патшалăх Канашĕнче чăваш чĕлхин аталанăвĕн ыйтăвĕсене пăхса тухма шутланине, ăна сӳтсе явнине ырласа канашлăва чĕнет.
Чăваш чĕлхишĕн чи пĕлтерĕшлĕ утăмсем:
● чăваш чĕлхине усă курассине ӳстересси — компьютера Windows вырнаçтарнă май унта тӳрех чăвашла çырмалли майсем пулмалла (шрифтсем, раскладка), пользователь вĕсене уйрăммăн лартмалла мар (пушкăртсен пек) /Microsoft ахаль çынсене итлесшĕн мар, патшалăх шайĕнче тухсан — ку ĕçе вĕсем тума тивĕç/; тавар упаковкинче чăвашла çырни пач та курăнмасть — çырмалла ман шутпа («Акконд» кăларакан канихвет курупки çине, тĕслĕхрен, вырăсла та, казахла та çырнă — чăвашла вара çук).
● чăваш наци радио ĕçне вăйлăлатасси. 50-60% мар, 100% пулмалла — мĕншĕн тесен ытти радиосемпе чăвашли çавах çук.
● чăвашла телевидени пуçарса ярасси.
● республикăн официаллă тĕп сайтне чăвашлатасси.
● чăваш чĕлхине популяризацилесси.
● хăçан та пулин чăваш чĕлхи çулталăкне ирттересси.
Пăшăрхантарни: чăвашла реклама пач çукки (юлашки вăхăтра уявсемпе çыхăннă пĕлтерӳсене те чăвашла Шупашкарта сахалрах çакнă пек); вокзалсенче маршрутсене чăвашла сайра-хутра çеç пĕлтерни (20 çул каялла кашни рейса чăвашла та вырăсла та пĕлтеретчĕç); пульницасенче чăвашла çырни пи-и-и-тĕ сайра тĕл пулни (Шупашкар район пульницинче, сăмахран, эп курмарăм); ялсемпе ытти пурăну вырăнĕсен ячĕсене çул хĕрринче, чарăнусенче (районсенче) чăвашла çырманни; чăвашла картта çукки (ял халăхĕ хăйĕн тăван ялăн ятне манать!)
Çавăн пекех кӳршĕсен опытне усă курма вăтанса тăмалла мар.
Хăшĕсем калĕç — чăваш чĕлхи мĕн тума вăл кирлĕ? — тесе. Унашкал шухăшсене итлесе тăмалла мар. 100 çул каялла «Хыпар» хаçата кăларма пуçланă чухне те çапла каланисем пулнă — мĕн тума чăваша хаçат? — тенĕ. Анчах та хастарсем кăларнă-кăларнах. Вăл та кăна мар — чăваш халăхĕ СССР патшалăхĕнче чи нумай вулакан наци таран çĕкленме пултарнă. Хальхи вăхăтра та пирĕн тăван чĕлхе çĕнĕ технологисене кĕрсе каймаллах. Компьютерта, интернетра, сайтсенче чăваш чĕлхи кирлех.