Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 26.11.2024, 08:35
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Раштав » 14 » Телевизор сиенĕ пирки
    Телевизор сиенĕ пирки
    21:42
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Телевизорпа усал сывлăш кĕрет тетчĕ пĕр ватă. Çак çыннăн шухăшĕнче, тен, кăштах тĕрĕсси те пур.
    Мĕн çинчен кăна кăтартмаççĕ пулĕ шеремет экранĕ çинче: юрă-ташă, тискер самантсем, савăшу сценисем… Çĕр çинче мĕн пулса иртнине те талăкĕпех курса лар тата.
    Нумай хыпар пĕлме пулать сенкер экран умне ларсан. Ку питĕ аван. Анчах та вĕтĕр-шакăрсем те пĕчĕклех телевизор умĕнче-çке. Мăнуксене те пĕчĕклех вылямалли "вăрçă” хатĕрĕсем илĕртеççĕ. Пĕчĕкки тытать те çак пăшала "Апай, стой! Стрелять буду!”, — тет.
    Шкул ачисем киле таврăнсан урок тума мансах экран умнелле "чăмаççĕ”. Йĕлтĕр-коньки те манăçа тухать. Пирĕн вăхăтра ача-пăча пăр çинчен кайма пĕлмен. Пальто аркисем юрпала йĕпенсе шăнса-хытса ларатчĕç, çапах та кулă питрен кайман. Киле вара çĕрле çеç таврăннă. Халĕ вара чăтăмсăррăн "Спокойной ночи, малыши” кĕтсе ывăнаççĕ.
    Çамрăксем те пĕрле пуçтарăнса хăйсен çепĕç сассипе юрламаççĕ, ташша тухмаççĕ. Пĕрмаях çав кăвак шăналăк-чаршав çине пăхса вăхăта ирттереççĕ.
    Ваттисем те çав "ĕçпех” ĕçлеççĕ. Хăшĕ ним тумасăрах ларать, ун çине тинкерет, тепри кура-кура чăлха-алсиш çыхать, çăматă тĕплет, çип пĕтĕрет.
    Темиçе çул каялла çеç ялти халăх клуба пуçтарăнса пĕрле савăннă: юрланă, ташланă, сценкăсем хатĕрлесе лартса панă. Халĕ вара каç пулсанах урам алăкĕсене шăнкăрт питĕреççĕ. Çынпа çын ютшăнса пурăнать: мĕн тума кÿршĕ патне каймалла, килтех телевизор пăхса ларма май пур чухне.
    Кану çурчĕсенче кăтартакан спектакльсемпе концертсене те халăх çÿреме пăрахрĕ. Артистсен тепĕр чухне пушă залрах хăйсен пултарулăхне кăтартма тивет.
    Сенкер экран пăхса ларни ырри патнех илсе пымасть: унта çапăçнипе хĕненине, вĕлернипе çаратнине кăна сăнлаççĕ тейĕн. Киносенче вара шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекенсене çеç курма пулать.
    Çав вунă çул каялла каланă ватă кинеми сăмахĕсем халĕ те хăлхаран тухмаççĕ. Шутласа пăхăр-ха, вулакансем.

    А.Тимофеева

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 536 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.2/13 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)