Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 29.11.2024, 20:26
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Раштав » 9 » Михаил Игнатьевăн инаугураци хыççăнхи 100 кунĕ ("Хыпар")
    Михаил Игнатьевăн инаугураци хыççăнхи 100 кунĕ ("Хыпар")
    18:30
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Республика мĕнпе пурăнать? Михаил Игнатьев Президент Чăваш Ен пуçлăхĕн должноçне йышăннăранпа 100 кун иртнĕ май ĕнер йĕркеленĕ пресс-конференцири калаçу шăнăрĕ çак ыйту тавра пулчĕ. Михаил Васильевичăн пирвайхи пресс-конференцийĕ малтан палăртнинчен самай вăраха кайрĕ: сехет çурă вырăнне 2 сехет ытла пычĕ. 14 сехетре Министрсен Кабинечĕн ларăвне палăртман тăк калаçу татах та тăсăлатчĕ пуль - ыйтусем пурччĕ. Апла пулин те Президент журналистсен кăмăлне туллин тивĕçтерчĕ - нумай-нумай ыйтăва уççăн та тĕплĕн хуравларĕ. 
    Малтанах Михаил Васильевич массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене тав турĕ - хăйĕнпе курнăçма кăмăл тунăшăн. Журналистсем йышлă пухăннă: çакнашкал пирвайхи тĕл пулу вĕт - интерес пысăк. Хайхи «100 кун» пирки калас тăк вара, Президент шухăшĕпе, ку вăхăт тĕплĕ отчет тумашкăн çителĕксĕр. Апла пулин те пирвайхи утăмсене хаклама пулать. Çав шутра - бизнес ĕç-хĕлне, общество юхăмĕсене. Тата - граждансен нушисемпе ыйтăвĕсене илтме.
    Тилхепе тытнăранпа пурнăçланă пысăк ĕçсен шутĕнче Президент вырăнти хăй тытăмлăха суйланине, сити-менеджерсене çирĕплетнине палăртрĕ. Халĕ суйлав комиссийĕсем тĕлĕшпе пысăк ĕç тумалла. Çитес çул пирки вара вăл пушшех «ансат мар, хĕрÿ çулталăк» терĕ. Дума, çĕр-шыв Президенчĕн суйлавĕсем патне çывхаратпăр-çке.
    Хăйĕн çĕнĕ ĕçне М.Игнатьев интереслĕ тесе хаклать. Хирĕçлерех юхăмсемпе кĕрешме тивнине те пытармасть. Ку ăна шиклентермест пулас, ĕçре хăй чăкăлтăш пулнине палăртнă май объективлă мар цифрăсене асăрхасан та уçăмлăх кÿрессишĕн çине тăрать иккен. Çав вăхăтрах тĕрлĕ шухăша итлеме тăрăшать. Кадрсене илес тĕк - «аппарат йĕркеленнĕ, влаç вакуумĕ пулман тата пулмĕ». Çапах ĕçе кирлĕ пек пурнăçламаннисенчен пĕр шелсĕр уйрăлма хатĕр. Кадрсенче вăл чи малтанах компетентлăха, тÿрĕ кăмăллăха пысăка хурса хаклать. Халăхшăн пурнăçлакан ĕçре Николай Федоров тытса пынă çулпах малалла утассине палăртрĕ.
    Республикăра пурăнакансем Чăваш Ен влаçĕн ĕçĕ-хĕлне сивлемеççĕ тесе шухăшлать. Çакна район-хуласенче, предприятисенче пулнă май та туйнă. Паллах, критикăсăр мар. Çавăнпа çынсен сĕнÿ-асăрхаттарăвĕсене шута илни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Нумаях пулмасть Президентăн интерактив кун кĕнеки ĕçлеме пуçлани те шăпах çакăнпа çыхăннă. Ку енĕпе çĕнĕ тепĕр инструмент та пулать: Общество палати туса хурассипе çыхăннă ĕç пуçланнă ĕнтĕ.
    Умри тĕллевсем пирки сăмах пуçарнă май Михаил Васильевич мĕн пур сферăра малалла талпăнмаллине палăртса çитĕнÿсене инновацисем, ĕç тухăçлăхне ÿстерни çинче никĕслемелли пирки пайăррăн каларĕ.
    М.Игнатьев ытлари кун хăй Раççей Правительствин ларăвне хутшăнни пирки те каласа пачĕ. Унта Раççей 2018 çулхи футбол чемпионатне йышăнмалли правăна çĕнсе илнĕ май пурнăçламалли ĕçсем пирки анлă калаçу пулнă. Чемпионат вăхăтĕнче стадионсенче кăна 3,5 млн çын пулать иккен. Çак йышăн 40 проценчĕ ют çĕр-шывсенчен килет. Пĕрлехи телеаудитори йышĕ вара 8 млрд çынпа танлашмалла - Раççее çавăн чухлĕ çын курĕ. Чемпионата пула федерацин тĕллевлĕ чылай программине улшăнусем кĕртеççĕ. Михаил Васильевич çакăнпа пирĕн те усă курса юлмаллине палăртрĕ. 
    Сăмах май, пирĕн çапла ĕçлес опыт пур та ĕнтĕ. Раççейĕн монохуласене пулăшмалли программине хутшăнма пултарнине хакласа Президент «тапраннă пуйăса сиксе кĕме пултартăмăр» терĕ. Сăмах Çĕнĕ Шупашкар пирки. Малтан вăл хайхи программăна кĕмен. «Çÿлте» кирлĕ пек программăсем хатĕрлейменнине кура хăш-пĕр хулана списокран кăларнă май Чăваш Ен химиксен хулине пулăшу илекенсен шутне кĕртме мехел çитернĕ. Çапла вара раштавра кăна Çĕнĕ Шупашкар 788 млн тенке яхăн укçа илет. «Кĕмĕл» хула инфратытăмне аталантарма, тасатакан сооруженисене çĕнетме, пĕчĕк бизнеса тĕревлеме, нумай хваттерлĕ çуртсене юсама, ĕçсĕррисен шучĕпе республикăн вăтам кăтартăвĕсенчен икĕ хут ирттерекен хулара çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме кайĕ. Çак укçан пĕр пайĕ килнĕ те.
    Халĕ ĕнтĕ журналистсен ыйтăвĕсене те хуравлама вăхăт çитрĕ. Калаçу тарифсен ыйтăвĕнчен пуçланчĕ. Влаçсене ÿпкелени вырăнлах мар пулас: çакна Михаил Васильевич хваттерсенче пурăнакансен 1/3 пайĕ хваттер тÿлевĕшĕн бюджетран субсиди илнипе сăлтавларĕ. «Хаксем малашне те ÿсĕç, - терĕ вăл. - Çавăнпа та энерги перекетлес енĕпе пирĕн çине тăрсах ĕçлемелле. Ку темăна эпир сÿтсе явнă, ĕçе çирĕп сăнаса тăрăпăр». Ку УКсемпе ТСЖсене те пырса тивет. Управляющи компанисем тенĕрен вĕсенчен 141-шĕн устав капиталĕ пĕтĕмпе те 10 пин тенкĕ кăна иккен. «Апла тăк яваплăх та - 10 пин тенкĕлĕх çеç. 2-3 млн тенкĕрен кая мар пулмалла. Вĕсем хăйсен пурлăхĕпе явап тытчăр. Унсăрăн асăннă сферăра нихăçан та йĕрке пулмĕ», - асăрхаттару евĕр янăрарĕç Президент сăмахĕсем.
    Çуллахи шăрăх çанталăка пула республикăри нумай хуçалăх сиен тÿсрĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене патшалăх пулăшать, уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсем вара катăк-им? Ыйтăва хуравланă май Михаил Васильевич хушма хуçалăхсен пĕлтерĕшĕ Чăваш Еншĕн пысăккине палăртрĕ. Типĕ çанталăк вĕсене кÿнĕ сиене саплаштарма патшалăх пулăшманнине те йышăнчĕ. Анчах Чăваш Ен влаçĕсен пулăшас кăмăл пур. Эппин, пĕтĕмпех шанчăксăр тееймĕн.
    Президент авăн-чÿк уйăхĕсенче пысăк мĕн пур предприятире пулса курнă май вĕсенче мĕн курасса кĕтни тÿрре тухнă-ши? Михаил Васильевич çав çул çÿревсемпе, предприятисемпе паллашнипе кăмăллă пулнине пытармарĕ. Ун шучĕпе, кризис манăçса пырать: «Чăн та, промышленноç производстви кăçал кризисченхи 8-мĕш çулхипе танлашаймасть-ха, 2011 çулта вара çав шая тухатпăр кăна мар, иртетпĕр те». Çапла çирĕплетмешкĕн Шупашкарти агрегат завочĕ, «Промтрактор», «Элара», «Промтрактор-Вакун», «Акконд», ыттисем ăнăçлă ĕçлени пулăшать. Вĕсене асăннă май республика ертÿçи ниепле те вăй илсе каяйман предприятисем пуррине те каларĕ.
    Промышленноç производстви пирки сăмахланă май журналистсем Етĕрнери спирт завочĕпе çыхăннă çивĕч ыйтăва та çĕклерĕç. Президент каланă тăрăх халĕ пурлăха Росспиртпрома парассипе çыхăннă ĕç пырать. Унăн ертÿçисемпе пĕрре кăна мар калаçнă. Чăваш Енре хамăрăн шурă эрех калăпăшĕ чаксах пырать. Мускавсен позици çапларах: пурлăха хайхи тытăм харпăрлăхне куçармасăр кунта эрехе савăтсене тултармалла мар.
    Михаил Васильевич Етĕрнесем кăмăлсăррине пĕлет: «Ĕç-пуç М-7 автотрассăна пÿлес тени патнех çитнĕ вĕт. Анчах унашкал мелсем ыйтăва татса пама пулăшмĕç». Етĕрнепе Шупашкарта хаяр шĕвек производстви сыхланса юлмаллах, Сĕнтĕрвăррисен бренчĕ те çак хуласене куçмалла. Апла пулин те унчченхи «ырлăх» та пулмĕ. Производствăна виçеллĕ тума тиветех: Мускавсем пирĕн заводсенчи ĕç-пуçа ыттисеннипе танлаштараççĕ те - сахал йышпах ытларах продукци кăларма май пурри çинчен калаççĕ. Çакăнта тĕрĕссин тĕшши пурах.
    Ĕç укçи пирки те ыйту пулмаллахчĕ ĕнтĕ: вăл Чăваш Енре мĕншĕн пĕчĕк? Михаил Васильевич хÿтĕленсе е тÿрре тухса тава кĕмерĕ: республика шалăвăн вăтам виçипе Атăлçи округĕнчи субъектсен хушшинче 12-мĕш вырăнта. Паллах, мухтанмалăх çук. Çапах асăннă кăтартăва потребитель хакĕсемпе пĕр çыхăра тишкерме тăрăшни вырăнлă. «Потребитель хакĕсене те 11-12-мĕш вырăнта тытмалла - акă мĕнлерех тĕллев. Çакă тĕрĕс пулать», - терĕ Президент. Чăн та, çынсен пысăкрах ĕç укçи илес кăмăлне ăнланнине те палăртрĕ. Çапла тумашкăн ĕç тухăçлăхне ÿстермелле - урăхла çул çук.
    Пайăр хушаматсем тавра та калаçу пулчĕ. Сăмахран, Çĕнĕ Шупашкар хулин экс-мэрĕ В.Андреев пирки. Ăна çак кунсенче суд 6 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăнни пирки пирĕн вулакан пĕлет. Çав вăхăтрах Д.Медведев Президент коррупционерсене хупма васкамалла марри, штрафлани вырăнлăраххи çинчен каларĕ... М.Игнатьев экс-мэра хÿтĕлесе е сивлесе хăйĕн çине яваплăх илмерĕ: «Унăн хăтланăвне присяжнăйсен сучĕ хакланă». Пĕтĕмĕшле илсен вара вăл тÿрĕ кăмăллăх çине алă сулакансем тĕлĕшпе хаяр мерăсем йышăнма хатĕр, «йĕрке пулатех».
    Журналистсене тем те интереслентерет - табак туртнине Президент мĕнле хаклани таранах. Вăл вара республика Правительствинче табак туртакансем пачах çуккине тепĕр хут аса илтерчĕ, коопераци институтĕнче студентсемпе тĕл пулни çинчен каласа пачĕ. Пухăннă çамрăксенчен ятарласа ыйтнă-мĕн: кам туртмасть? «Залăн пĕр 90 проценчĕ алă çĕклерĕ, - терĕ Михаил Васильевич. - Кайран институтран тухатпăр та - илĕртÿллĕ те çамрăк студенткăсем ушкăнпах пирус мăкăрлантарса тăраççĕ. Мана улталарĕç иккен!»
    Шупашкар шыв управне проектпа пăхнă шая çĕклесси пирки каланă май Михаил Васильевич халĕ çак ĕçе хирĕççисем сахалланнине çирĕплетрĕ. Япăххин ырă енĕ те пур иккен: «Типĕ çанталăк пулăшрĕ, - терĕ вăл. - Шыв çитменнине пурте туйса илчĕç. Халĕ ГЭС ыйтăвне татса парас ыйту та çăмăлланчĕ. Шыв çитмест, Атăла çĕклемеллех, кун пирки иккĕленÿ çук».
    Çамрăксен ипотеки пирки пуçарнă калаçу ерипен демографи çине куçрĕ. Ипотека тенĕрен вăл упранса юлать, чăн та, ĕлĕкхи виçепе мар - сахалрах. Анчах ку демографие тÿрремĕнех пырса тивет те - ун çине алă сулма юрамасть. Михаил Васильевич иккĕленмест: ача ытларах кирлĕ. Ун шучĕпе, çемьере 3 ачаран кая мар пулмалла. Журналистсенчен тахăшĕ «пирвайхи пулатăр-и?» тесе пăшăлтатрĕ те - икĕ ачаллă Президент çакна илтмерĕ. Шăпах демографишĕн тăрăшса республика садик тивĕçмен ачасен килте ларакан амăшĕсене пособи тÿлеме йышăннă. Хальлĕхе ку пурне те пырса тивмест-ха, çапах пуçламăшĕ пурри те лайăх.
    Çийĕнчен авă Д.Медведев 3-мĕш ачашăн çĕр памалла тет. М.Игнатьев çывăх çулсенче миçе çемьере 3-мĕш пепке çут тĕнчене килме пултарассине тĕпчеме хушнă ĕнтĕ. Çакна шута илсе çынсене 10 соткăран кая мар çĕр памашкăн лаптăксем уйăрмалла. Вĕсем тĕрлĕ харпăрлăхра пулнине кура çĕр туянма бюджетра укçа пухса хумалла. Паллах, çав лаптăксемпе тирпейлĕ усă курма хистекен условисем те кирлĕ. Сăмахран, ачашăн панă çĕре 10-15 çул сутма юраманнине çирĕплетмелле. Çĕр ахалех выртать тĕк ăна каялла илмелли йĕрке те кирлех. Хайхи лаптăксем тĕлĕшпе хуласенче чăрмавсем пулаççех, ялсенче вара ыйту çуралмалла мар. Президент ял çыннисене тав тума та манмарĕ: пурăнма ăнтăлнăшăн - ниме йăлисене манмасăр çурт-йĕр çĕкленĕшĕн. Пурăнмалли çурт-йĕрĕн 50 процентне Чăваш Енре паян ял çыннисем тăваççĕ.
    Ял тенĕрен Президент пĕлет: çамрăксен яла таврăнас кăмăл пур. Анчах çемье фермисем йĕркеленипех вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтереймĕн. Тĕрĕссипе, ун шучĕпе, 100-200 ĕне усракан фермăсен тухăçлăхĕ пысăк мар. Пирĕн условисенче 400 ĕнерен кая мар усрамалла. Ытларах - тупăшлăрах. Мĕншĕн тесен пысăк фермăсенче ал ĕçĕ сахал. «Механизацие мала кăлармалла. Кĕреçе, сенĕк, çава - музей валли, ачасене кăтартма, - терĕ Михаил Васильевич. - Ĕç-пуç улшăнни сисĕнет: «унта навус, резина атă, шăршă-маршă» тесе мăкăртатасси пĕтсе пырать».
    Шыв ыйтăвĕ те тĕпрен илсен ялсенех пырса тивет. Телекурав корреспонденчĕсенчен пĕри кăçалхи çулла ялти тăван килĕнчи пусăра шыв пĕтнине пĕлтерсе республикăра халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли программа еплерех пурнăçланнипе кăсăкланчĕ. «Шывĕ халĕ те çук-и?» - шелленĕн интересленчĕ Президент. «Тасатрăмăр та - халь пухăнать». Михаил Васильевич палăртнă тăрăх Чăваш Ен ялсене шывпа тивĕçтерес енĕпе халĕччен те пысăк ĕç тунă. Кăçалхи шăрăх çанталăк Мускава та ку енĕпе ĕçлеме пуçламашкăн хистени куç кĕрет. Федераци çак ĕç валли çитес 3 çул хушшинче 9 млрд тенкĕ уйăрать. Республикăн çак кукăлĕн пĕр пайне илме тăрăшмаллах. Пĕтĕмĕшле каласан вара патшалăхăн пурин валли те укçа çитеймĕ. В.Путин авă футбол чемпионачĕ тĕлне Р.Абрамовича стадион тума шанасси пирки каларĕ. М.Игнатьев шучĕпе, ялсене шывпа тивĕçтерес ĕçе те пуянсене явăçтарма тăрăшмалла, вĕсенчен укçа ыйтмалла.
    Сăмах май, пресс-конференцире чăвашла ыйтусем те янăрарĕç. Вĕсене Президент чăвашлах хуравларĕ. Пухăннисенчен хуравсене вырăсла куçарни кирлех-и тесе ыйтрĕ те - куçарма хистекен тупăнмарĕ. Эппин, журналистсен çарĕн тĕп йышĕ чăвашла пĕлет - ку аван. Чăваш чĕлхи тенĕрен, хаçатçăсенчен пĕри нумаях пулмасть Шупашкара Тутарстанри чăваш диаспорин ушкăнĕ килнĕ май хăнасене культура министрĕн чăвашла пĕлмен çумĕ кĕтсе илни пирки ÿпкелерĕ. Михаил Васильевич пĕтĕм тÿре-шарана чăвашла пĕлнĕ тăрăх кăна хаклама юраманнине палăртнă май культура, ял хуçалăх министрĕсен чăвашла пĕлмеллех терĕ: «Вĕсен ял çыннисемпе хутшăнмалла. Пирĕн Лизакова та, Павлов та чăвашла лайăх пĕлеççĕ».
    Уйрăм каналпа эфира тухакан Чăваш наци телекуравĕ хăçан пуласси пирки те ыйту пулчĕ. Çак ĕç кун йĕркинче-мĕн. Анчах телекурав - радио кăна мар, нумай укçа кирлĕ. Бюджет вăй çитересси иккĕленÿллĕ, çавна май Президент ку ĕçе уйрăм çынсене, организацисене явăçтарас шухăша тишкерме сĕнет.
    Темăна наци литературин лару-тăрăвĕ йывăрри пирки панă ыйту тăсрĕ. Президент ку шухăшпа килĕшесшĕн пулмарĕ. Хăй çамрăк чух тĕп хулари транспортра чăвашла калаçма именес туртăм пулнине аса илтерчĕ - халĕ апла мар. Электрон мелĕпе чăвашла хутшăнасси те тĕлĕнтермĕш пулмĕ: ыйтăва татса парасси ансат мар пулин те Президент тивĕçлĕ тытăмсене ку енĕпе ĕçлеме хушнă иккен. Çамрăксен театрĕн хăйĕн çурчĕ çукки те çак темăпах çыхăннă теме юрать. Ку ыйтăва хуравлама Президента культура министрĕ Роза Лизакова пулăшрĕ. Вăл каланă тăрăх çĕнĕ çурт строительстви ытла та хаклă - планпа пăхман. Трактор тăвакансен культура керменĕн пĕчĕк залне театр валли кирлĕ пек реконструкцилени ыйтăва татса пама пулăшмалла.
    Журналистсем вĕт: политика саманчĕсенчен пăрăнса иртĕç-и? Партисен вырăнти уйрăмĕсен ертÿçисемпе Президент çыхăну тытать-и? «Шурчановпа курнăçнă. Кулагин мана час-часах тытса чарса калаçать...» - пулчĕ хурав. Ыйту параканни çак списокра А.Аксакова та асăннăччĕ те - ун пирки Михаил Васильевич шарламарĕ. «Федоров сенаторпа сирĕн хутшăнусем мĕнлерех? Вăл илтĕнсех каймасть, çавна май эсир унпа туслах мар текен туйăм та çуралать...» - çакăн пек ыйту та пулчĕ. «Илтĕнсех кайманнине» Президент хирĕçлерĕ: «Республика пуçлăхĕн сайтĕнче Николай Васильевичăн уйрăмĕ пур». Пĕрремĕшпе иккĕмĕш Президентсен хутшăнăвĕсем «йĕркеллĕ, ĕçлĕ» иккен. 
    Нумаях пулмасть вырăнти хăй тытăмлăха çĕнĕлле йĕркеленĕ май МИХсен представителĕсем иккĕленни вырăнсăр мар пуль: пуçлăхсемпе сити-менеджерсем хирĕçсе пĕтмĕç-и? М.Игнатьев шучĕпе ĕç-пуç йĕркеллех пулмалла. Вĕсен пĕр чĕлхе тупмаллах, администраци пуçлăхĕ тивĕçтермест тĕк халăх суйлакан депутатсен пухăвĕ ăна вырăна лартма пултарать.
    Хăй мĕнлерех еткер йышăнса юлнине хакланă май Михаил Васильевич хавшак нумай вырăна пĕлни çинчен каларĕ - Çĕнĕ хулапа çыхăннă çивĕч ыйтусем таранах. Вĕсене татса пама май çук темест. Çĕнĕ хулана илес тĕк унти çĕр республика харпăрлăхĕнче пулни паха. Эппин, строительство ĕçĕсене ытти организацие, шанчăклисене, явăçтарма пулать.
    М.Игнатьевăн хăйĕн çĕрĕпе кăсăкланакансем те тупăнчĕç - вĕсене те хуравларĕ. Тăван ялĕнче вăл çурт лартнă иккен. Ăна чылай çул тунă - лайăх çурт пулса тухнă. Вăл Михаил Васильевичăн харпăрлăхĕнче. Пĕрлех - 26 сотка çĕр. Тата - ашшĕ-амăшĕн çурчĕпе /амăшĕ пÿрте шăпах ăна халалланă/ унти 50 сотка. Çав çуртра Михаил Васильевичăн аппăшĕ пурăнать, ăна Игнатьевсем пулăшаççĕ, час-часах кайса çÿреççĕ. Кунсăр пуçне хăй вырăнти хуçалăха ертсе пынă чух çĕре халăха валеçсе панă май пулас Президент та çĕр пайĕ илнĕ. Мăшăрĕн пайĕ пур, амăшĕ хăйĕн пайне халалланă - пĕтĕмпе 7,5 га ытларах. «Анчах çав çĕре эпĕ хуçалăха арендăна панă, - ăнлантарчĕ «çĕр хуçи». - Эпĕ кунта çуралса çитĕннĕ, усă курăр, куншăн мана нимĕн те кирлĕ мар терĕм». 
    100 кунра тума ĕлкĕрнĕ чи пысăк çитĕнÿсем пирки ыйтсан Михаил Васильевич ăнăçусене пĕччен туманнине пайăррăн палăртрĕ. Пĕрлехи çитĕнÿсен шутĕнче вара - промышленноç производствин ÿсĕмĕ 114,7 процентпа танлашни. Ял хуçалăх министерстви урлă республика валли хушма çĕр-çĕр млн тенкĕ укçа илме пултарнипе те мăнаçланма юрать. Кунашкал тĕслĕх татах пур.
    Çемье пирки те ыйтусем пулчĕç. Михаил Васильевич каланă тăрăх çывăх çыннисем çемье пуçĕн çĕнĕ статусне хăнăхса пыраççĕ. Малтан, сăмахран, хурал пулнине ниепле те хăнăхайман - протокол çапла хистет. «Пĕрремĕш леди» курăнсах каймасть те - Михаил Васильевич журналистсем вăл , сăмахран, ыр кăмăллăх енĕпе ĕçлеме пултарасси пирки каланине сÿтсе явма шантарчĕ. Тепĕр тесен пресс-конференци хыççăн çемьере сÿтсе явмалли тепĕр ыйту та пулать-тĕр. Хĕр журналистсенчен пĕри М.Игнатьева ÿпкелерĕ: «Çемьере виçĕ ача пулмалла тетĕр. Хăвăрăн вара иккĕ кăна...» Михаил Васильевич кулса ячĕ: «Мăшăрăмпа сÿтсе явăпăр. Журналистсем хушрĕç тейĕп».

    Николай КОНОВАЛОВ

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 692 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.7/13 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)