Если помните, в прошлом году Денис
Сахарных в нашей рассылке описал состояние удмуртского Интернета. Был
обстоятельный разговор о Татнете и "кибертатарах", инициированный
Айнуром Сибгатулиным. Сегодня посмотрим состояние чувашского Интернета,
или как его называют в Чувашской республике - Чуваштета. Поводом к
разговору послужило международное внимание к чувашской Википедии - в
своей презентации "великий и ужасный" Джимми Уэлш на Викимании в
Латинской Америке несколько раз показал слайды касающиеся именно этого
раздела - как пример успешного проекта. Действительно, чувашская Вики в
этом году перешагнула психологически важный барьер - число статей
перевалило за 10 тысяч. Это второй показатель в России, после русской
Вики.
Итак, Вашему вниманию с огромным удовольствием представляю письмо пользователя под ником P-Code, оно написано специально для нашей рассылки:
Çулĕ унăн ытла та вăрăм пулчĕ çав. 1671 çулта, çутă Çавал аслă Атăл шывне юхса тухнă тĕлте тăван халăхпа сывпуллашса вилĕмсĕрлĕх çулĕ çине тухнăранпа виçĕ ĕмĕр ытла, тĕплĕнрех каласан, 340 çул, иртрĕ. Ăçта кăна çитсе, мĕскер кăна курмарĕ пулĕ çак хушăра пирĕн аслă та чаплă Пайтул!... Таçта пулсассăн та, тем тĕрлĕ асап-инкек курсассăн та, вăл тăван халăхне пĕр самантлăха манман, унăн телейĕшĕн кĕрешме пăрахман. Çав кĕрешÿ çулĕсенче вăл хăйĕн юнташĕсемпе тамăрĕсене пĕрре те манман. Çавăнпа ĕнтĕ Палтай Упи ялĕнче çуралса ÿснĕ Каляк Минккинчен те, Кив Упи ялĕнче çуралса ÿснĕ Ваçанкка Кирукĕнчен те, Самар таврашĕнче пурăннă Тилли Михайлинчен те темиçе хутчен те салам каласа янă. Пайтулăн юнташĕсем нумай пулнă: Патăрьел таврашĕнчи Сăкăт ялĕнчи учитель Федор Иванович та, Тракки таврашĕнчи Тусай ялĕнчи Миронов та, Ишек ялĕнчи Пархиле Федоров та, Марка ялĕнчи Кириле те, Шупашкарта пурăннă Иван Ильин та, Пăва районĕнчи Хĕрĕх Сутах ялĕнчи Суптеш-папай та... Вăл Валем Ахун, Юхма Мишши писательсемпе те туслă пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ 1973 çулта Валем Ахуна "Палнай” кĕнеке парнеленĕ. Юхма Мишшине хăйĕн пĕтĕм пурнăçĕ çинчен каласа панă. Çавăнпа ĕнтĕ Юхма Мишши, ялтан яла çÿресе, чăвашсене Пайтул çинчен каласа панă. Çав вăхăтрах ваттисем ун çинчен мĕскер каланине çыра-çыра илнĕ. Вулакан ăнланать пуль ĕнтĕ, ку сăмахсене эпĕ кăшт шахвăртсарах çыртăм. Çапах та ăнлантарса парам: çÿлерех асăннă çынсем вĕсем пурте чăнласах çав ялсенче пурăннă чăвашсем. Вĕсем пурте Пайтул ятне те, унăн юррисене те, паттăр ĕçĕсене те хăйсен асĕнче упранă, манăçма паман. Тĕлĕнмелле, вĕсем пурте Пайтул çуралса ÿснĕ ялтан аякра пурăннă. Истори тĕпчевĕсем тăрăх çакна куратăн: темшĕн аслă та чаплă çыннăн ĕçĕсем çинчен хăйĕн тавралăхĕнче мар, аяккарахри çĕрсенче ытларах астуса пурăнаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ авалхи ăсчахсемех каланă: пÿлевсем тăван çĕрте пулмаççĕ (пророков в своем отечестве не бывает). Пайтулăн юррисене 1916 çулта хальхи Патăрьел районĕнчи Кив Упи ялĕнче пурăнакан Кирук юрăçă Каляк Минккинчен çырса илнĕ. Каляк Минкки хальхи Шăмăршă районĕнчи Палтиел текен ялта пурăннă. Унăн авалхи ячĕ — Палтай-Упи. Ку ялсене пуçласа яракансен тĕп тымарĕ пурин те хальхи Красноармейски районне кĕрекен Аслă Упи. Ку яла XIII ĕмĕр вĕçĕнче пирĕн мăн ламттайсен маттур ертÿçи Упи-паттăр никĕсленĕ. Вун çиччĕмĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче çак Упи-паттăр йăхĕнчен тухнă Арансайпик ятлă чăваш мăрси (князĕ) Çĕрпÿ хулинче хĕсметре тăнă. 1621 çулта, унăн паттăрлăхне палăртса, Мускав патши ăна хальхи Патăрьел районне кĕрекен Юхмапа Упăрша шывĕсем хушшинчи çĕрсене парнелесе парать, вĕсене иртĕхсе çÿрекен ногайсенчен сыхлама хушать. Палтай — Арансайпик ывăлĕ. Вăл вара тата кăнтăрарах кайса, Хырла шывĕн сылтăм çыранĕнче тепĕр ял никĕслет. Ăна Палтай-Упи, каярахпа Палтиель, теме тытăнаççĕ. Шăп та лăп çак Палтай-Упирен инçе мар 1670 çулта Пайтул ертсе пыракан чăваш çарĕсем темиçе кун пынă çапăçура пуç касма тухнă патша çарĕсене çапса çĕмĕреççĕ. Çак çапăçу вырăнĕсем халĕ те питĕ паллă. Виçĕмçул унта эпĕ Мускаври чăвашран тухнă офицерсен пĕрлешĕвĕнче тăракансене ертсе кайрăм — полковниксем, генералсем, адмиралсем. Пайтул ертсе пынипе чăваш паттăрĕсем, çапăçăва хатĕрленсе, çĕр хăпартнă, тĕрлĕ пытанмалли шăтăксем тунă вырăнсем халĕ те упранаççĕ. Çавсене пăхса, пысăк пĕлÿллĕ аслă офицерсем ун чухне питĕ тĕлĕннĕччĕ. "Кун йышши çĕр чавса е çĕр хăпартса çапăçăва хатĕрленни пирĕн Пайтул чăнласах та питĕ талантлă çарпуçĕ пулнине кăтартать, — терĕç вĕсем. — Ахальтен мар çак çапăçу çинчен аслă çар шкулĕсенче вĕрентеççĕ иккен...”

Эпĕ ялта — Çырмапуç Карайра çуралса ÿснĕ. Ман куç умĕнче, çур ĕмĕрте, ял шкулĕ нумай енлĕ улшăнса пычĕ. Эпĕ шутлатăп та, мана вĕрентекенĕн профессине "парнелекенсем” хамăр хушăрах, вĕсене аякра шырама кирлĕ мар. Учитель çулталăкĕнче хама ача чухне вĕрентсе ăс панă ветеран-педагогсене аса илес кăмăлăм пысăк. Карай вăтам шкулĕнчи учительсем вĕсем, мана çын çине тухма пулăшнă маттурсем. Яланах ырăпа аса илетĕп вĕсене. Пуçламăш класра ăс-тăн парса аталантарнă Федосия Федоровнăпа Алексей Васильевич Сорокинсене, вырăс чĕлхипе вĕрентекен Ю. Ф. Васильева (унпа пĕрле мĕн тĕрлĕ конкурса хутшăнман пулĕ, çав шутра республика шайĕнчисене), шкул директорĕ пулнă П. В. Васильев военрук, историпе обществознанине вĕрентнĕ В. Е. Ефимов, нимĕç чĕлхипе пĕлÿ панă А. П. Прокопьева, класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ Е. М. Маркова, халĕ тĕп хулари пĕр шкулта директорта вăй хурать, Л. М. Павлова биологпа мăшăрĕ, директор пулнă В. А. Павлов, класс ертÿçисем — М. С. Семеновапа Р. Т. Железнова. Пурне те каласа пĕтерме çук пулĕ. Анчах та вĕсенчен мана чăваш чĕлхине юратма вĕрентнĕ Е. А. Маркова уйрăмах çывăх. Эпир унпа тăван чĕлхе кружокĕнче спектакльсем хатĕрлесе канмалли кунсенче ялсем тăрăх тухса каяттăмăр. Хамăр тăрăхра халăх сăмахлăхне пухаттăмăр. Сăвă-калав хайласа, историлле халапсем пуçтарса, алăпа çырса пĕчĕк журналсем кăлараттăмăр. Çак хăнăху вара мана ĕçре питĕ пулăшрĕ. Асăрхатăр-и, кăна тума пире университетра çеç вĕрентмен. Райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентнĕ май манăн архивра халĕ çакăн йышши ĕçсем çĕршер. Тата хамăн автор библиотекинче халĕ 18 кĕнеке-брошюра. Елена Антоновна вара чунĕпе халĕ те çамрăк. Иртнĕ кунсенче вăл, манпа тупăшмалла тейĕн, Шупашкарти "Перфектум” типографире "Манăçми çулсем” ятлă кĕнеке калăпласа кăларчĕ. Ăна ватă иртнĕ вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă. Эпир ача чухне кружокра тăрăшса хайланă, ял тăрăхĕнче пуçтарнă халăх сăмахлăхĕ çине таянса çырнă вăл вĕсене. "Сая ан кайччăр сирĕн ĕçсем”, — тет вăл умсăмахра. Паян кун та вĕрентекенсен ретĕнче 85 çулхи ветеран. Çĕр çултан кая мар пурăнмалла пултăрах ăна!
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăвашсен кăвар чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине чыслăн уявларĕç. Уяв шкул дирекцийĕ çирĕплетнĕ ятарлă план тăрăх пулса пычĕ. Чи малтанах чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентекенсем кашни класрах Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă мультимедиллĕ урок презентацисем ирттерчĕç. Уроксенче вĕрентекенсем çамрăк Мишшан пултаруллă енĕсене туллин çутатса пама тăрăшрĕç, чăваш поэзине çĕнĕ сĕм кĕртнĕ çыравçăн кун-çулне тишкерчĕç, ачасен кăмăл-сипетне поэтăн асап-нушаллă пурнăçĕн тĕслĕхĕпе хавхалантарма май тупрĕç.
Уйрамах класс тулашĕнче чылай ĕç туса ирттерчĕç вĕрентекенсемпе вĕренекенсем. Хамăр районта иртекен "Çеçпĕл - пирĕн чĕрере" сочиненисен конкурсне хутшăнса ачасем килте сочиненисем хайларĕç. Вĕсенчен чи лайăххисене суйласа илсе çак конкурс жюрине тăратрĕç. 9-мĕш "б" класра вĕренекен Алексей Михайловăн сочиненийĕ 2-мĕш вырăн, Николай Марковăн - 2-мĕш вырăн, 7-мĕш "а" класра вĕренекен Анастасия Ивановăн сочиненийĕ вара 3 - мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Кунсăр пуçне шкулта "Чăваш ачи, сассуна пар!" илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Унта 6-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем Çеçпĕл сăвввисене пăхмасăр каларĕç. Çивĕч тупăшура, сăмах тата сцена ăсталăхĕ кăтартса Аня Васильева (7а), Анастасия Иванова (7а) тата Елена Степанова (9а) пĕрремĕш, Максим Степанов (5б), Ксения Сергеева (6а), Александра Яковлева (6б) тата Снежана Феофанова (9а) иккĕмĕш, Оксана Журавлевăпа (7б) Олег Здрок (9а) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсенчен чи лайăххисене район конкурсне йыхравларĕç.
"Çеçпĕл Мишши - 110 çулта" кроссворд шĕкĕлчессипе те ăмăрту иртрĕ шкулта.
Чаплă поэтăн çуралнă кунне халалласа ачасем "Шкул меридианĕ" электронлă хаçат кăларнă. Унта Алексей Михайлов (9б) çырса хатĕрленĕ Çеçпĕл Мишши пурнăçне çутатакан материала районти конкурсра хаçатсенчи чи лайăх материал тесе йышăннă.
Уявăн пĕтĕмлетÿ каçне районти чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентекенсем, илемлĕ вулав конкурсне хутшăнакан ачасем пухăнчĕç. З.П.Михайлова вĕрентекен çитес Амăшĕсен кунне халалласа "Аннерен хакли çук" темăпа уçă урок пачĕ. В.А.Тихонова вĕрентекен вара "Çеçпĕл - пирĕн чĕрере" темăпа уçă урок ирттерчĕ. Вĕрентекенсен уçă урокĕсене пысăк хак пачĕç, инноваци технологийĕсемпе анлăн усă курнине палăртрĕç.
Шкулăн акт залĕнче В.М.Михайлов вĕрентекен мастер-класс йĕркелерĕ, Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне сăнлакан презентацисемпе паллаштарчĕ. Унтан ачасем поэтăн сăввисене илемлĕ вулассипе тупăшрĕç. Ку конкурса пирĕн шкултан Аня Васильева (7а) район шайĕнче иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Юлашкинчен литература каçне йĕркелесе пыракан В.М.Михайлов "Çеçпĕл Мишши поэтăн шăпи тавра" викторина ирттерчĕ. Хĕрÿ тупăшура Марина Якимова (Упи шкулĕ), Снежана Феофанова (Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ) тата Неля Филиппова (Алманч шкулĕ) çĕнтерчĕç, поэт пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне питĕ аван пĕлнине çирĕплетрĕç.
Уява Ăсан Уçăпĕ (О.А.Алексеев) çыравçăпа Георгий Тусли публицист килнĕ. Вĕсем ачасемпе тĕл пулу ирттерчĕç, ачасен пултарулăхне хакларĕç.
2009 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Республикăри чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен династийĕсен пĕрремĕш слечĕ Шупашкарти Педагогика колледжĕнче иртрĕ. Пысăк уяв, хамăрăн çутта кăлараканăмăр, И. Я. Яковлев çуралнă кун, чăваш чĕлхи кунĕнче, пулса иртрĕ.
Слетра тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен династийĕсем хушшинчи «Тăван чĕлхе сăпки - çемье» республикăри пĕрремĕш конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. çур çула майлă тăсăлнă тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен династийĕсем хушшинчи «Тăван чĕлхе сăпки - çемье» республикăри пĕрремĕш конкурсра çĕнтерÿçĕ ятне илессишĕн ăмăрту-конкурс финалĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекенĕсен 16 ушкăнĕ ăмăртрĕ. Тĕрлĕ районтан вĕсем% Вăрнар районĕнчен кăна 4 династи, Шупашкар хулипе Шупашкар районĕнчен икшер династи тата Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски, Муркаш, Тăвай, Канаш, Элĕк, Елчĕк районĕсенчи чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем. Династи йышне кĕрекенсем шутĕнче вара пĕтĕм республикăна курма пулать. Кунсăр пуçне тата конкурса Самара облаçĕнчи вĕрентекен те хутшăннăĕ
Конкурсăн «Вĕрентекенпе ун çулĕпе утакансем» номинацинче 1-мĕш вырăна çĕнсе илекенĕ Шупашкарти Димитриева Нина Ивановна пулчĕ. Вăл хăй çулĕпе вăтăра яхăн вĕренекене уттарать.
Трак тăрăхĕнче чăвашсен паллă поэчĕ Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă литературăпа пултарулăх фестивалĕн ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Акă, тин кăна республикăри районсем хушшинче иртекен уçă Интернет викторина вĕçленчĕ. Ăна Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ тата методикăпа информаци центрĕ йĕркеленĕ. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхĕпе культури вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Инçет викторина ыйтăвĕсем (вĕсене Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн сайтне вырнаçтарнă) Нестер Янкасăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне туллин тишкерме хистенĕ. Электрон почтипе пурĕ 249 хурав килнĕ. Пĕтĕмпе – 39 шкултан, 15 районтан. Республикăри районсене илес пулсан, ачасем ытларах Красноармейски районĕнчен – 84, Вăрмар районĕнчен – 22, Елчĕк районĕнчен – 20, Хĕрлĕ Чутай районĕнчен – 16, Вăрнар районĕнчен – 12, Канаш районĕнчен - 10 хутшăннă. Тулайри чăвашсем те хастар пулчĕç. Сăмахран, Пушкăрт Республикичен те ярса панă викторина хуравĕсене. Авăркас районĕнчи Семенкино шкулĕнчен иккĕн хутшăнма май тупнă. Вĕсем - 11 класра вĕренекен Петрова Юлия тата 9 класра вĕренекен Михайлов Максим. Вĕсен вĕрентекенĕ - Цветков Д.А. Маттур вĕсем! Анчах пур ĕçе те тĕрĕслесе хак пама май килмерĕ. Хăшĕ-пĕри класне, шкулне, районне палăртма манса кайнă. Теприсем электрон почтин адресне çырман. Çак сăлтавсене пула вĕсен ĕçĕсем конкурса лекеймерĕç. Çĕнтерÿçĕ паллă. Вăл Красноармейски районĕнчи Упи шкулĕнче 11 класра вĕренекен Никифоров Сергей Сергеевич (унăн учителĕ – Васильева В.В.). Ăна вĕрентÿ пайĕн I степеньлĕ Дипломĕпе, Михайлова З.П. тата Михайлов В.М. кăларнă чăвашла чи лайăх сочиненисен 5 томĕпе парне парса чыслаççĕ. Малти вырăнсене йышăннисене Дипломсемпе паллă тăваççĕ. Хастар хутшăннисене вара – сертификатсемпе. Вĕсене электрон почтин адресĕпе ярса параççĕ. Викторина пĕтĕмлетĕвĕпе çакăнта паллашма пулать: http://www.mixailov.21426s06.edusite.ru/p1aa1.html http://www.mixailov.21426s06.edusite.ru/p40aa1.html
Виççĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртет. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхне вăрентекен Михайлов Виталий Михайлович.
Кăçал та вăйă-конкурс виçĕ турпа иртрĕ. Пĕрремĕш тур районти шкулсенче 10-мĕш класс вĕренекенĕсем хушшинче иртрĕ. Унта кашни шкулта чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекене палăртрĕç. Шкулта çĕнтернисем (вĕсем пурĕ вуннăн) иккĕмĕш турта хăйсен пĕлÿ шайне кăтартрĕç.. Вĕсем чĕлхе наукин лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сăмах пулăвĕ, синтаксис, пунктуаци пайĕсене тишкерчĕç. Вунă ачаран пиллĕкĕшĕ чи матуррисем пулчĕç. Вĕсем вара финалта, 3-мĕш турта, тупăшрĕç. Ачасем аналитикăлла тата тĕпчев ĕçне çывăх ăнлавсене тишкерчĕç. «Çамрăк ăсчах – 2009» вăйă-конкурс çĕнтерÿçин ятне Пикшик шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Анисимова Ольга çĕнсе илчĕ (учителĕ – Тихонова Л.А.). Ăна «Çамрăк ăсчах – 2009» медаль тата I степеньлĕ Диплом парса чысларĕç. II степеньлă Диплома тата «Çамрăк чĕлхеçĕ – 2009» ята Упи шкулĕнче вĕренекен Егорова Наталия, Карай шкулĕнче вĕренекен Порфирьев Руслан, Алманч шкулĕнче вĕренекен Николаева Анастасия тата Трак чăвашла-нимĕçле гимназире вĕренекен Андреева Анастасия тивĕçрĕ. III степенльĕ Диплома тата «Çамрăк пĕлÿçĕ – 2009» ята тепĕр пилĕк ача тивĕçрĕ.
Ачасем тăван чĕлхене юратни, ăна вĕренме, пĕлме тăрăшни чуна савăнтарать. Ку пулăм чăваш чĕлхи аталанасса, унăн ĕмĕрĕ вăрăм пуласса шантарать.
Вăйă-конкурс материалĕсемпе çакăнта паллашма пулать: http://mixailov.21426s06.edusite.ru/p21aa1.html
(05.04.2009 11:39)Трак ен тăрăхĕнче Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралса ӳснĕ чăвашсен паллă поэчĕ Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă ĕçсем вĕçленмен-ха. Акă, хальхи кунсенче республикăри районсем хушшинче шкул ачисен Интернет урлă ирттерекен инçет викторина пырать. Ăна йĕркелекенĕ — Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ Виталий Михайлович Михайлов. Паянхи куна 59 хурав килнĕ те ĕнтĕ. Викторина Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче вĕçленет. Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен районти шкулсенче чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен аслă класра вĕренекенсем хушшинче "Çамрăк ăсчах" вăйă-конкурс иртмелле. Вăл виçĕ турпа иртет. Пĕрремĕш турĕ шкулсенче иртет, унта шкулти чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен ачана суйласа илеççĕ. Иккĕмĕш турта вара виççĕмĕш тура лекессишĕн тупăшаççĕ. Виççĕмĕш турĕ ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче пулать. Вăл чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен 5 ача хушшинче иртĕ. Ку конкурса та Виталий Михайлович Михайлов учитель йĕркелесе пырать.