Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 05.11.2024, 04:07
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    nullАтте - кил тĕрекĕ теççĕ халăхра. Чăн-чăн атте пулма çăмăл мар. Ашшĕсĕр ÿснĕ ачасем тĕрексĕр, нишлĕ, ачаш ÿсеççĕ теççĕ. Ашшĕн çирĕп аллине, вăй-халне, тĕрекне туйса ÿснисем вара пурнăçра нихçан та çухалса каймаççĕ, пурнăç çулне çирĕп тытса пыраççĕ. 

    Уяв ячĕпе сире, пархатарлă ашшĕсем!

    День отцов празднуется во многих странах мира в третье воскресенье июня, но первым его начали отмечать в Америке. В 1909 году женщина по имени Сонора Смарт в церкви во время службы, посвященной Дню матери, подумала о том, что после смерти матери ее и еще пятерых детей воспитывал отец. Сонора обратилась к местным властям с предложением учредить новый праздник. Так появился День отца, как выражение любви и благодарности, которые дочь посвятила своему отцу. В 2009 году праздник отмечается 21 июня.

    Миçе çын пăхнă: 675 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 21.06.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    nullСывлăхран хакли нимĕн те çук. Пĕр миллион евро та çăлаймасть сана йывăр чирпе чирлесен. Шурă халатлисем кирлĕ вăхăтра пулăшу парсан - хăтăлса юлма пулать. Апла пулсан шурă халатлисем - пирĕн çăлавçăсем. Вĕсем - пирĕн пурнăçа сыхлакансем. Çавăнпа вĕсене сывлăха сыхлавĕн ĕçченĕсем теççĕ. 

    Саламлатпăр Сире, шур халатлисем, сывлăх сыхлавĕн кунĕ ячĕпе!

    Интернетран: В третье воскресенье июня жители России, Беларуси и Украины, по многолетней традиции, отмечают День медицинского работника.

    Основание: Указ Президиума Верховного Совета СССР N3018-Х от 01.10.1980 «О праздничных и памятных днях», в редакции Указа Президиума Верховного Совета СССР N9724-XI от 01.11.1988 «О внесении изменений в законодательство СССР о праздничных и памятных днях».


    Миçе çын пăхнă: 874 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 21.06.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    nullКрасноармейски ялĕнче çуралса ÿснĕ Леонид Антонов сăвăçа пирĕн районта пĕлмен çын та çук пулĕ. Эпĕ те ун сăввисене час-часах вуласа тăратăп. Ман шутпа, вĕсем чун-чĕрене пырса тивекен, паянхи кун таппипе тан пыракан çепĕç сăвăсем.

    Поэт 1939 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски (Малти Трак) ялĕнче çуралнă.

    Эсир сăвă çырма хăçан пуçланă тесен Леонид Илларионович çапла хуравлать: "Ача чухне эпир кашниех сăвăç. Çак ырă туйăма малалла аталантарма пĕлни кирлĕ. 8-9 классенче вĕреннĕ чухне вара сăвăсене класра тухса тăракан стена хаçатĕнче пичетлеттĕм. (Пĕтрĕ халĕ çак ырă йăла!). Сăвă çырас ĕçре мана ырă сĕнÿсем парса пулăшнăшăн Ф.Л.Тихоновп ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 788 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 16.06.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    nullРаççей кунĕ - чи çамрăк уявсенчен пĕри. 2002 çулччен çак куна Раççейĕн никама пăхăнманлăх кунĕ тенĕ.
    Раççейĕн пĕрремĕш президенчĕ Борис Николаевич Ельцин 1994 çулта хăйĕн указĕпе çак куна Раççей патшалăхĕн никама пăхăнманлăхĕ çинчен калакан декларацине йышăннă кун тесе çирĕплетнĕ. 

    Интернетран: Сам документ был подписан четырьмя годами ранее на первом съезде народных депутатов РСФСР в условиях, когда бывшие республики Советского Союза одна за другой становились независимыми. Позже для простоты его стали называть просто Днем независимости. Кстати, именно 12 июня помимо «независимости» наша страна обрела первого всенародно избранного президента.

    Борис Николаевич Ельцин — первый президент Российской Федерации


    В любом случае, этот день толковался в народе по-разному. Первая попытка создать главный государственный праз ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 1001 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 10.06.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    nullПаян - Çимĕк. Мăнкун иртсен çиччĕмĕш эрнере чăвашсем Çимĕк кунне уявлаççĕ. Вăл вилнĕ тăвансене, хурăнташсене асăнмалли кун. Христиансен Троица ятлă уявĕпе пĕр килет.

    Çимĕк ыран тенĕ чухне хĕрарăмсем вăрмана кайса эмел курăкĕсемпе йывăç тураттисене пуçтарса килнĕ. Чÿрече умне, алăк, хапха патне тирсе тухнă. Ытларах пилеш тураттипе усă курнă. Мĕншĕн тесен ĕлĕкех çапла каланă: пилеш усал вăйсене сирсе ярать, пÿрт-çурт патĕнчен хăвалать тенĕ. Чăвашсем ку йăлана пăхăннине паян та курма пулать. Çимĕк кунĕсенче пилеш тураттисемпе илемлетнĕ ялти çуртсене асăрханах ĕнтĕ эсир.

    Тĕрлĕ йывăçсен пуххинчен хатĕрленĕ милĕкпе чун каниччен çапăнса, эмель курăкĕсен шывĕпе тасалса çăвăннă хыççăн, шап-шур çĕн кĕпе тăхăнса кĕтсе илеççĕ Çимĕк уявне чăвашсем. Вилнисене асăнмалли кунра: юхтармалли икерчĕ, кукăль-пÿремеч тата ытти тутлă çимĕç пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Килте ваттисене асăнсан, пурте (масар) çăва çине каяççĕ. Унта çитсен вил тăпри çумнерех çивитти сарса хурса, пĕрле илсе килнĕ çимĕçсене лартса тухаççĕ те пур тăвансене вилнисене асăнса хатĕрленĕ ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 785 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 07.06.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    null
    Виктор ДАНИЛОВ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ
    Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литература тата искусство пĕрлĕхĕн отчетпа суйлав конференцийĕ пулчĕ.
    Унта пĕрлĕх правленийĕн отчетлă тапхăрта йĕркелесе ирттернĕ ырă ĕçĕсем пирки унăн председателĕ Г. Л. Ефимов-Тусли каласа пачĕ. Вĕсем вара сахал мар. Акă, пĕрлĕх членĕсем çине тăнипе пĕлтĕр Çĕньял Упи ял уявне халăхшăн асра юлмалла ирттернĕ. Ялсенче тăтăшах концертсем кăтартни те хăйĕн çимĕçне парать. Çакăнта “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ те (ăна йĕркеленĕренпе 16 çул çитет) сумлă тÿпе хывать. Н. М. Никоноров ертсе пынипе пирĕн артистсем хамăр тăрăхсене çеç мар, кÿршĕллĕ районсенче пурăнакансене те пĕрре çеç мар хăйсен юрă-ташăри пултарулăхĕпе савăнтарнă, çулталăк хушшинче 30 ытла концерт кăтартнă. Çывăх вăхăтрах тĕл пулусем Пĕчĕк Супарпа Яманакра тата Кра ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 713 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.06.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Ачана хÿтĕлекенĕ, чи малтанах, ашшĕ-амăшĕ. Кирек кам та хăй ачине пуринчен ытла юратать. Анчах тимлĕх çитменни  тепĕр чухне çакна туса пыма мантарать. Вара хамăр ачана çухатма та пулать.

    Ачана патшалăхăн та хÿтĕлемелле. Çитмен пурнăç чи малтан ачана пырса тивет. Патшалăх ача пурнăçне çутăрах та телейлĕрех тăвас тесе тăрăшсан унран ырă та пултаруллă çын ÿссе çитĕнме пултарать.

    Миçе çын пăхнă: 735 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 31.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чуна килĕшекен ĕç, юратнă атте-анне, туслă çемье, савнă мăшăр, куç тулли ывăлпа хĕр, ытарайми тăвансем, ырă ят-сум… Çакă ĕнтĕ вăл – чăн-чăн телей. Çынна тата мĕн кирлĕ? «Пурнăçа ăна пурăнма пĕлмелле, пурнăçа йĕркелесе пыма пĕлмелле, вара пурнăç питĕ илемлĕ пулать», - теççĕ ватă çынсем. Çак халăх ăслăлăхне тĕпе хурса йĕркелесе пырать те ĕнтĕ Ирина Васильевна Кускова хăйĕн кулленхи ĕçне. Ĕçĕ вара унăн çăмăл мар: яваплă та иксĕлми. Акă çулталăк ĕнтĕ вăл хăйне шанса панă пархатарлă ĕçре вăй хурать – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн директорĕнче. «Кашни кун пуçра çĕршер ыйту явăнать, пурин çине те тăруках хуравсем пама та май çук. Анчах та кашни сиксе тухакан ыйтăвах тĕрĕс хакласа тивĕçлĕ татса парас килет, - тет пултаруллă ертÿçĕ. - Шкул вăл – хăй пĕр тĕнче. Пысăк тĕнче. Ăслăлăхпа пултарулăх тĕнчи. Унăн хăйĕн Уставĕ, хăйĕн Правилисем, хăйĕн йĕрки. Унта – çĕршер ача шăпи, ăс-хакăлĕ, кăмăлĕ, таланчĕ. Çак ăс-тăн лаççинчен 6 çулхи вулама-çырма пĕлмен пĕчĕк ачасенчен пур енчен те çирĕпленсе-туптанса çитнĕ яшсемпе хĕрсем тухаççĕ. Ачаран Çын тăвасси вăл тĕлĕнмелле кăткăс ĕç. Хăйсен пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçпе çыхăнтарнă пултаруллă педагогсем вара вĕренекенсемшĕн ырми-канм ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 842 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 30.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Юнкун, çĕртмен 3-мĕшĕнче, Мăн Шетмĕре кашни çул иртекен «Юнкун пуххи» ярмăркка уçăлать — сире унта чăн-чăн кану кĕтет!

    «Юнкун пуххи» ярмăркки 10 сехетре пуçланать. Малтан ĕç хастарĕсене чыслĕç, кайран вара кану программи пуçланĕ: юрăçсемпе ушкăнсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç, спорт ăмăртăвĕсем, «Сăра ăсти» конкурс иртĕ. Кунтах кулленхи пурнăçра кирлĕ тавар, ал ăстаçисем хăйсем тунă япалисене сутĕç. Уявра сире шӳрпепе, шашлыкпа хăналĕç.

    Чаплă? Сирĕн ку мероприятине килес кăмăл пурах пулĕ? Мăн Шетмĕ ялĕ Красноармейски районĕнче вырнаçнă. Шупашкартан кунта Газельпе («Чебоксары» — «Анаткасси» мартшрутлăскерпе) килме пулать. Вăл 8:30 Шупашкартан тухать. 10 сехет тĕлне çитеттĕр те. Çавăн пекех ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 694 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 28.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    nullПограничник - çĕршыв чиккине хураллакан çын. Вăл пирĕн лăпкă ыйха сыхлать.
    Миçе çын пăхнă: 832 | | Комментарисем (2)| Хăш кун хушнă: 28.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    nullПаян - Раççейри библиотекăсен кунĕ. Кĕнеке пĕлÿ çăлкуçĕ кăна мар, кĕнеке чун апачĕ те. Красноармейски районĕнчи мĕн пур библиотека ĕçченне çак уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!
    Миçе çын пăхнă: 874 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 27.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    nullРаççей предпринимателĕсен (усламçисен) кунĕ. Предприниматель ĕçĕ çăмăл ĕç мар. Услам (пайта) илме питĕ нумай ĕçлес пулать. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр. Вара тин бизнес ĕçĕн уссине курма пулать.
    Миçе çын пăхнă: 870 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 26.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    nullЧĕлхе Мускава илсе çитерет теççĕ. Чĕлхе хутшăну хатĕрĕ кăна мар. Чĕлхе - хĕç-пăшал та, кăмăл-туйăм сипечĕ те, чун апачĕ те, культура аталанăвĕн никĕсĕ те. Чĕлхе - радио, телевидени, хаçат-журнал, Интернет никĕсĕ те. Чĕлхесĕр пурнăç çук, тĕрĕссипе каласан. Çак ырлăха халăх патне çитерекенни - чĕлхеçĕ. 

    Кам вăл чĕлхеçĕ? Чĕлхеçĕ вăл - хăй вĕрентме тата тĕпчеме суйласа илнĕ чĕлхене тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлекен, унăн вăрттăнлăхĕсене уçса пама пултаракан, унпа усă курса тĕрĕс воспитани паракан, чĕлхе аталанăвне тĕрĕс çулпа яракан, чĕлхене алла илсе, унпа усă курса çитĕнÿсем тăвакан... 

    Чĕлхене аталантарас тата унпа анлă усă курас ĕçре  тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен тÿпи уйрăмах пысăк. Вĕсем тăван чĕлхе сипетне ача чунĕ патне амăшĕпе тан çитерме тăрăшаççĕ, унпа вĕсене сапăрлăха хăнăхтараççĕ, халăх менталитетне çирĕплетеççĕ, тăван ен культурине алла илме никĕс хываççĕ. Чыс та мухтав  тăван чĕлхе вĕрентекенсене! Уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр вĕсене. Çак пархатарлă ĕçре çитĕнÿсем, ăнăçусем тумашкăн ырлăх-сывлăх сунатпăр. (Ÿкерчĕкре - Красноармейски районĕн шкулĕсенче ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 769 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    null
    Паян савăнăçлă уяв - юлашки шăнкăрав. Пирĕнтен кашниех шкул сакки çинче ăç пухса çын пулнă. Çак уяв кашни çын пурнăçĕнче асран кайми йĕр хăварать. Мĕншĕн тесен çак ÿсĕм ачашăн çитĕнннисен йышне кĕнине палăртакан пĕртен-пĕр хаваслă уяв. Хаваслă уяв тени çителĕксĕр. Çак уяв тунсăхлă туйăмсем те çуратать. Ачалăх тек нихăçан та каялла таврăнмĕ. Тем пек каялла тавăрас тесен те. Ним шухăш-хуйхăсăр çÿресси тек пулмĕ. Умра - аслă пурнăç çулĕ. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенешкел, халĕ вĕсен чуна пыракан профессие алла илсе чăн-чăн пурнăç çынни пулмалла. Малашне çумра тĕрĕс çул кăтартса пыракан вĕрентекенсем пулмĕç - пĕтĕм ыйтăва хăвăн татса памалла. Анчах учительсем юлашки шăнкăравра пилленĕ сăмаха манмалла мар. Чăвашсем çапла калаççĕ: "Пиллесен пин пулнă, пиллемесен кĕл пулнă". 11 çул хушшинче ачасемшĕн те шкул тăван кил пекех ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 1022 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 23.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    nullМай (çу) уйăхĕн 26-мĕшĕнче 10 сехетре район библиотекин вулав залĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн конференцийĕ - аслă органĕн черетлĕ ларăвĕ пулать. Кам çак пĕрлĕхĕн пуласлăхĕпе кăсăклананать тата унăн çывхарса пыракан 20 çулхи юбилейне чыслăн кĕтсе илме хутшăнасшăн - йыхравлатпăр.                
    Пĕрлĕх председателĕ - ертÿçи Георгий Леонидович Ефимов-Тусли.
    Миçе çын пăхнă: 651 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 20.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    nullСлавян çырулăхĕн пĕлтерĕшĕ чăваш çырулăхĕпе культуришĕн питĕ çывăх. Мĕншĕн тесен чăваш алфавитне йĕркеленĕ Иван Яковлевич Яковлев Аслă Вĕрентекен тăван халăх çырулăхне вырăс çырулăхĕн никĕсĕ çинче калăпланă. Вырăс çырулăхĕ вара кирилица çинче никĕсленет. Апла пулсан çак уяв чăваш культурин пысăк уявĕ. Саламлатпăр сире!
    Из Интернета: 24 мая в России отмечается День славянской письменности и культуры. Праздник известен как день памяти первоучителей славянских народов – святых равноапостольных братьев Кирилла и Мефодия. 

    В нашей стране праздник был возрожден в 1986 г. а, в 1991 г. Постановлением Президиума Верховного Совета РФ № 568-1 он получил статус государственного. 

    Официально это не выходной день, но проводятся фестивали, концерты. Каждый год какой-нибуд ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 854 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 20.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Майăн 19-мĕшĕ - Ача-пăча организацийĕсен кунĕ. Совет Союзĕнче пурăнакан ачасемшĕн çак кун пысăк уяв шутланнă. Пионерсен кунĕ теттĕмĕр ăна. Уроксем те пулмастчĕç вăл кун. Пысăк кăвайт-костер чĕртсе,  ун тавра пухăнса хамăр мĕнле пурăнасси пирки сÿтсе явнине, пысăк сбор (пуху-линейка) ирттернине питĕ лайăх астăватăп эпĕ. Сурăм вăрманĕнче иртетчĕ вăл. Шурă кĕпе тăхăнса, мăя хĕрлĕ хăмач-галстук çакса каяттăмăр унта. Вăйă-кулă, юрă-кĕвĕ янăратчĕ унта. Аслисем каланине тимлĕ итлеттĕмĕр. Малашнехи плансене пурнăçлама ĕмĕтленеттĕмĕр. Кăçал вара çак юхăм 100 çул тултарнине паллă тăватпăр, мĕншĕн тесен 1909 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче Павловск хулинче Раççейри скаутсен пĕрремĕш кăвайт-костерне чĕртнĕ.



    Миçе çын пăхнă: 740 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 19.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    nullПаян - Пĕтĕм тĕнчери информаципе коммуникаци отраслĕн ĕçченĕсен кунĕ. 2006 çулхи мартăн 26-мĕшĕнчн Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн Генральнăй Ассамблейи май уйăхĕн 17-мĕш кунне Пĕтĕм тĕнчери информаципе коммуникаци отраслĕн ĕçченĕсен кунĕ тесе уявлама йышăннă. Çак уяв - программистсен, информаци системисемпе ĕçлекен администраторсен, интернет-провайдерсен, интернет кăларăмĕсен редакторĕсемпе журналисчĕсен тата  информаципе коммуникаци отраслĕн мĕн пур ĕçченĕсен праçникĕ. Уяв ячĕпе саламлатпăр сире, информаципе коммуникаци отраслĕн ĕçченĕсем!




    Миçе çын пăхнă: 708 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 17.05.2009 | Рейтинг:

    « 1 2 ... 41 42 43 44 »

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)