Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 26.11.2024, 08:32
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Раштав » 18 » Чăваш филологипе культура факультечĕн юбилей каçĕ
    Чăваш филологипе культура факультечĕн юбилей каçĕ
    22:04
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш чĕлхипе литературине Аслă шкулсенче вĕрентме пуçланăранпа 85 çул тата чăваш филологийĕпе культура факультетне йĕркеленĕренпе 20 çул çитрĕ. Çирĕм çул каялла ятарлă чăваш филологийĕпе культура факультечĕ пулман. Чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕ историпе филологи факультетĕнче çеç шутланса тăнă. Уйрăм çулсерен аталанса та вăй илсе пынă. Çакă вара 1990 çулта унăн никĕсĕ çинче чăваш филологийĕпе культура факультечĕ уçма майсем туса панă. Раштавăн 16-мĕшĕнче чăваш филологийĕпе культура факультечĕ хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Çак кун факультетшăн пысăк уяв пулса тăчĕ.
    Ир-ирех факультет хăйĕн хисеплĕ хăнисем валли алăкне уçрĕ. Республикăн кашни кĕтесĕнчен пуçтарăнчĕç уява хăнасем. Олимпиадăра хăйсен ăсĕсене виçме шкулта вĕренекенсем те килчĕç. Унсăр пуçне тата тĕрлĕ конкурcсем иртрĕç факультетра.
    Кантăрла иртсен пĕр сехетре университетăн культура керменĕнче концерт пуçланчĕ. Уяв чаршавĕ Çеçпĕл Мишшин «Катаран каç килсен» сăвă йĕркисемпе уçăлчĕ. Унтан факультет деканне — В.Г.Родионов профессора сăмах пачĕç. Вăл сцена çине хăпарсанах ăна сăрапа тата çăкăр-тăварпа сăйларĕç. Унтан ЧПУн воспитани енĕпе тимлекен проректорĕ О.Н.Викторов сăмах илчĕ. Вăл факультетра нумай çул хушши вăй хунă ĕçченсене хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Лайăх вĕренекен, активлă та маттур студентсем те хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Çавăн пекех факультета уяв ячĕпе ноутбук парнелерĕç.
    Факультета уявпа саламлама ытти республикăри аслă шкулсенчен те килнĕ: Мари патшалăх университетĕнчен тата Удмурт Республикинчи Глазоври педагогика институтĕнчен саламсем янрарĕç.
    Çавăн пекех чăваш çăлтăрĕсем Сергей Павлов, Алексей Московский, Валентина Кузнецова, Алина Федорова, Алексей Шадриков, Светлана Яковлева, Полина Борисова, Петр Ермолаев, «Азамат» ушкăн, паян студент сакки çинче ларакан К.Рязанов, А. Шадриков, С.Петров, Н.Васильева тата ыттисем те çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕç. Культурăра палăрнă çынсем питĕ нумайăн вĕренсе тухнă-мĕн пирĕн факультеран 20 çул хушшинче. Концертра студентсен «Сипет» фольклор ушкăнĕпе «Ахаяс» ташă ушкăнĕ те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
    Факультетăн пуласлăхĕ çакăн пек хастар çамрăксен аллинче пулсан чăвашсен малашлăхĕ та тивлетлĕ пуласса чунтанах шанас туйăм çуратрĕ юбилей каçĕ. Уяв факультетран тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнисен тĕл пулăвĕпе вĕçленчĕ.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 914 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 4.1/8 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 mixaj_58   (18.12.2010 22:06) [Материал]
    Раштавăн 16-мĕшĕнче ЧФКФ олимпиада ирттерчĕ. Çĕнтерӳçĕсен шутне çаксем тухрĕç:

    5-7 класс филологипе олимпиада пĕтĕмлетĕвĕ

    1-мĕш вырăн – Васильев Дмитрий, 6 класс, МОУ «Шоркистринская СОШ»;
    2-мĕш вырăн – Петухова Ирина, 5 класс, МОУ «Аликовская СОШ»;
    3-мĕш вырăн – Викторова Алина, 6 класс, МОУ «Большеяниковская СОШ».

    5-7 класс культурологипе олимпиада пĕтĕмлетĕвĕ

    1-мĕш вырăн – Платонова Светлана, 7 класс, Шупашкарти 59№ шкул,
    Милаева Юлия, 5 класс, Шупашкарти 50№ шкул;
    2-мĕш вырăн – Васильева Екатерина, 7 класс, Шупашкарти 54№ шкул,
    Алексеева Татьяна, 6 класс, Шупашкарти 41№ шкул;
    3-мĕш вырăн – Ануфриева Анастасия, 4№ гимнази,
    Леонтьева Дарья, 7 класс, Шупашкарти 39№ шкул.

    10-11 класс культурологипе олимпиада пĕтĕмлетĕвĕ

    1-мĕш вырăн – Иванов Алексей, 10 класс, Шупашкарти 48№ шкул,
    Поликарпов Олег, 11 класс, Шупашкарти 45№ шкул;
    2-мĕш вырăн – Васильев Алексей, 10 класс, Шупашкарти 46№ шкул,
    Ананьев Евгений, 11 класс, Шупашкарти 49№ шкул;
    3-мĕш вырăн – Ярлыгина Анна, 10 класс, МОУ «Починокинельская СОШ»,
    Павлов Юрий, 9 класс, Шупашкарти 50№ шкул,
    Смолов Александр, 11 класс, Канаш районĕнчи Катекри вăтам шкул.

    10-11 класс филологипе олимпиада пĕтĕмлетĕвĕ

    1-мĕш вырăн – Лукова Татьяна, 11 класс, МОУ «Новомуратская СОШ»,
    Данилова Анастасия, 10 класс, МОУ «Новомуратская СОШ»,
    Храмова Ольга, 11 класс, МОУ «Национальный лицей имени Г.С. Лебедева»,
    Григорьева Татьяна, 11 класс, МОУ «Среднетатмышская СОШ»;

    2-мĕш вырăн – Бакина Юлия, 11 класс, МОУ «Национальный лицей имени Г.С. Лебедева»,
    Николаева Ольга, 10 класс, МОУ «Ухманская СОШ»,
    Ермишева Ольга, 11 класс, МОУ «Альшиховская СОШ» Буинского района РТ,
    Павлова Мария, 11 класс, МОУ «Траковская гимназия»;

    3 мĕш вырăн – Николаева Ольга, 10 класс, МОУ «Национальный лицей имени Г.С. Лебедева»,
    Ящикова Татьяна, 11 класс, МОУ «Чувашско-Сорминская СОШ»,
    Андреева Анастасия, 11 класс, МОУ «Климовская СОШ»,
    Михайлов Александр, 10 класс, МОУ «Санарпосинская СОШ»,
    Петрова Александра, 11 класс, МОУ «Большеяниковская СОШ»,
    Григорьева Алиса, 11 класс, МОУ «Янгличская СОШ имени героя РФ Н.Ф. Гаврилова».



    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)