Ырă кун пултăр! Сирĕн "Сайтсен каталогĕ" страницăра манăн та сайт пур, анчах вăл кивви, уçăлмасть.Халĕ манăн урăх сайт пур. Май килсен улăштарса лартаймастăр-ши?Сирĕн сайт аталансах пырать.Сиртен вĕренмелли нумай.Хамăн сайт валли терĕр чухне Сирĕн хыпарсене илкелетĕп.Кун пек тума юрать-ши? Тавах. Адресĕ -KuznecovaLA-karmam.edu.cap.ru
Дата: Шăматкун, 01.09.2012, 23:49 | Сообщение # 26
..........Кĕркунне..........Константин Иванов | Сăвă
Шăнтать ĕнтĕ кунсерен, --- ШнТАть ЭНТЕь КУууНСЕРЕееень..ДАЛИ-ДАЛИ ДАЛаааЛИДАааа, ШНТАТь ЭНТЕееее КУУУнсереееень -ДАЛИ-ДАЛИи-ДАаЛиДАааа! Çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне. Вĕçен кайăк сассинчен Хуйхă кĕрет чĕрене.
Карти-карти кайăксем Вĕçет тинĕс леш енне. Тăхăннă йывăçсем Пурте сарă тумтирне.
Хĕвел кулать сайрарах, Шăрши пĕтнĕ чечексен, Иерсе яре ак часах Кĕркунне те вăрансан. Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ Аида* (2011-04-02 06:17:00): Ситьре энте керькуннееее... Весень кайк сассинчен .. Хуйхо кереть черенеее, ХУЙХО керкть черенеее
Виталий Михайлович! Эсир ирттернĕ интернет олимпиада протоколĕпе паллашрăмăр. Пирĕн Тутар Республикинчи чăваш ачисем çавăн чухлĕ балл пухни ачасене кăна мар, хама та савăнтарчĕ. Тавах сире çакăн пек пысăк ĕç туса пынишĕн.
Дата: Ытларикун, 27.03.2012, 22:08 | Сообщение # 20
Ырă кун пултăр, Виталий Михайлович! Сирĕн сайта час-часах кĕрсе тухатăп. Пĕрремĕшĕнчен, кунта вулама, пĕлме интереслĕ çĕнĕ хыпарсемпе паллашма аван, иккĕмĕшĕнчен, кирлĕ материал тупма ссылкăсемпе тĕрлĕ сайт адресĕсене тупма меллĕ, виççĕмĕшĕнчен, ыйту пулсан эсир яланах хурав пама вăхăт тупатăр. Эпĕ вĕрентекенсем хушшинче сирĕн пек пултаруллă çын пурришĕн савăнатăп. Малалла та хастар пулма ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп.
Хисеплĕ Виталий Михайлович! Сире «Вĕрентекенĕн чи лайăх чăвашла сайчĕ» сасăлав конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ ятпа саламлатăп! Ĕçре ăнăçу,çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп.
Дата: Тунтикун, 21.02.2011, 13:25 | Сообщение # 13
Ырă кун пултăр, Виталий Михайлович! Эсир сĕнÿ панипе сайт тусĕсен ссылкине лартма пĕлтĕм.Тавах. ucozри сайтра тата министерствăра регистрациленнĕ шкул сайтĕнче хамăн баннер мĕнле тумалла-ши? Хатĕр баннера илсе ссылкине лартма пĕлетĕп-ха, хам урăххи ( сăмахран " Чăваш чĕлхи кунĕ") тума ăнланса илейместĕп. Эсир пулăшасса шанатăп.