Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 21:07
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Раштав » 3 » 2011 çулхи çанталăк мĕнле пулĕ?
    2011 çулхи çанталăк мĕнле пулĕ?
    18:28
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кăçалхи шăрăх çанталăк çынсене чăннипех хăратса пăрахрĕ. Сÿпĕлти чĕлхеллисем вара çанталăк çитес хĕл татах та сивĕрех пулмалла тесе сăмах сараççĕ. Православи тĕнне тытса пыракан сектăсенчи вĕрентÿçĕсем тата кĕçех тĕнче пĕтмелле тесе хăратаççĕ. Çĕр чăмăрĕ çинчи пурнăç пĕтсе ларас енĕпе нимĕнле хăрушлăх та çук, çут çанталăк хăйĕн саккунĕпе пулса пырать. 
    Халь пурăнакан ватă çынсем 1921 çулхи "выçлăх çулне" çеç ас тăваççĕ. Иртсе кайнă çĕр çул хушшинче вара ун пек çулсем пĕрре кăна мар пулнă.
    Çĕр-шыври паллă синоптик академик Дьяков хăй ĕçлесе пурăннă вăхăтра иртнĕ ĕмĕрти çĕр çул хушшинчи çанталăка сăнаса пырса ятарласа çĕр-шывăн Европа пайĕнчи облаçсемпе крайсенче çуллен çанталăк мĕнле пулассине палăртса ятарлă таблица туса хатĕрленĕ. Вăл кашни çĕр çул хушшинче çанталăк пĕр пек улшăнса пынине палăртса хунă. Халĕ вара 1901—1910 çулччен пулнă çанталăка 2001—2010 çулсенчипе танлаштарса пăхатăп та çулсерен вăл çавăн пекрех пулса пынине куратăп.
    Манăн атте — Петр Краснов — граждан вăрçине хутшăннă. Службăра тăнă чух вăл Самар çыннипе туслă пурăннă. Вăл ăна çанталăка сăнаса пыма вĕрентнĕ. Атте мĕн виличченех кашни кун çанталăк мĕнле пулнине дневник çине çырса пынă. 1910 çулхи типĕ çанталăк пирки акă мĕн çырса хăварнă вăл: "Çу каçиччен те витермелле пĕр çумăр та пулмарĕ. Хĕл сивĕ килнипе ыраш калчисем пĕтрĕç. Типĕ çанталăка пула çуртрисем сайра шăтрĕç, лутра пулчĕç. Пучахсем те типсе ларчĕç. Çурлапа вырма май килмерĕ, кăкласа кĕлтене çыхрăмăр. Çĕр улми пĕтĕм анкартипе те 7 кунтăк пухса илтĕмĕр. Çуркунне вара юпах тиха сутрăмăр та вăрлăхлăх пĕр михĕ çĕр улми туянса лартса хăвартăмăр. Çĕр улмине Нурăс пасарĕнче илтĕмĕр. Унта Çавал юхан шывĕ хĕрринчи айлăмлă вырăнсенче ларакан ялсенче çĕр улми кăштах ÿснĕ пулмалла".
    Эпĕ астăвасса 1930—1940 çулсенче уяр та шăрăх çулсем час-часах пулатчĕç. Акă 1939 çулта питĕ шăрăх çу килчĕ. Август варринче çуртрисем выратпăр, 40 градус таран вĕри çанталăк. Тырă выракан хĕрарăмсем ана çинче тутрисене шывпа йĕпетсе тути патне тытса тĕм хÿттине выртаççĕ, кăнтăрла иртни 4—5 сехетчен каçалăк умне тăраймаççĕ. Каçпа вара сĕм çĕрлеччен вырнă. Çамрăксем уйрах çĕр каçнă. Çавăн пекех шартлама сивĕ хĕлсем те час-часах пулатчĕç. Шартлама çанталăкра çула тухсан сивĕпе лашасен сăмсинчен юн юхатчĕ. Ăшă хĕл сайра хутра çеç килет. Акă виçĕ çул каялла çеç декабрь уйăхĕнче ĕнесене ыраш калчи çине çитерме илсе тухнăччĕ.
    Летопись çине çырса хăварнă тăрăх Иван Грознăй патшара ларнă тапхăрта 1592 çулта хĕл питĕ ăшă килнĕ: Мускав çывăхĕнчи ялсем февральте ĕнисене курăк çинче çÿретнĕ. Академик Дьяков туса хатĕрленĕ таблица тăрăх çитес çул çанталăк вăтам шайра пулмалла. Çанталăка сăнаса пыракан ĕлĕкрен палăртса хунă пулăмсемпе те çитес çул сывлăш температури, çĕр çине ÿкекен нÿрĕк нормăпа пулса пымалла пек.
    Акă ваттисем ĕлĕкрен "Пилеш ăнса пулсан ыраш тухăçлă пулать", тенĕ. Кăçал ку çимĕç ăнса пулчĕ. Кĕр тыррисене шăтса тухма нÿрĕк çитрĕ, калча аван аталанса юлать. Августăн 18—19-мĕшĕсенче çумăр лайăх çурĕ. Августăн 18-мĕшĕ — декабрь уйăхĕнче пулас çанталăка, августăн 19-мĕшĕнчи январьтине кăтартать. Çапла вара декабрь-январь уйăхĕсенче час-часах юр çумалла, вăрах вăхăта пыракан сивĕсем пулмалла мар, февральпе мартра вара çанталăк час-часах улшăнса тăрĕ, сивĕсем питех хăратмĕç. Вара ыраш калчисем лайăх хĕл каçĕç, юр нумай пулсан нÿрĕк те çителĕклĕ пулĕ. Çуртрисем валли те нÿрĕк сахал темелле мар.
    Çапла вара çитес çул çанталăк условийĕсем пире хирĕçле пулмĕç. Ыррине çеç кĕтĕпĕр. Çапах та Дьяков академик туса хатĕрленĕ таблицăра кăтартнă иртнĕ ĕмĕрхи 100 çул хушшинчи çанталăк 2000 çулсенчи çанталăкпа пĕр пек пулса пыни тĕлĕнтерет. Унта кăтартнă тăрăх çитес çул вăтам, ун хыççăн каллех типĕ çанталăк, 2014 çулта вара питĕ йĕпе çу килмелле. Пурăнар-ха, курăпăр.

    Н.Петров (Красноармейски район хаçачĕ, 3.12.10)

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 783 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.1/40 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)