Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 23.11.2024, 01:05
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Чӳк » 28 » «Асамлăх çулĕ» кĕнекен хăтлавĕ иртнĕ
    «Асамлăх çулĕ» кĕнекен хăтлавĕ иртнĕ
    11:00
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чӳкĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ кил-йыш вулав центрĕнче «Асамлăх çулĕ» кĕнекен хăтлавĕ (презентацийĕ) пулчĕ. Кĕнекене 2008-2009 çулсенче Chuvash.Org сайт урлă ирттернĕ литература ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăннă шкул ачисемпе вĕрентекенсен хайлавĕсенчен калăпланă. 2008 çулта фантастика конкурсĕ, 2009 çулта — «Халап хапха тăрринче» юмахсен конкурсĕ иртнĕ. Çак конкурссене Николай Плотников Chuvash.Org сайтăн тĕп администраторĕпе Çĕрпӳ районĕнчи Михайловка шкулĕн директорĕ Владимир Андреев йĕркеленĕ.
    Николай Плотников конкурс ирттерме çăмăл марине, уйрăмах кĕнеке кăларма йывăр пулнине палăртрĕ. Анчах та çак ĕçе хăй кăмăлпа, юратса пурнăçланине пĕлтерчĕ. Конкурс вăхăтĕнче пухăннă ĕçсем хушшинче малти вырăнсене йышăннă хайлавсене кĕнекен халăх патне çитерме хутшăннă ытти çынсем те тухса сăмах каларĕç. «Асамлăх çулне» ӳкерчĕкĕсемпе илемлетме Çĕрпӳ районĕнчи Çырмапуç шкулĕнчи «Ăсталăх кĕперĕ» кружока çӳрекен ачасене явăçтарнă сăнарлă ăсталăх урокĕсене вĕрентекен, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ Станислав Юхтар кĕнекене капăрлатас ĕç мĕнлерех пулса пыни пирки кĕскен пĕлтерчĕ. «Асамлăх çулĕ» кĕнекен дизайнне тунă каччă, «Тăван ен» хаçат дизайнерĕ Виктор Бычков, пултаруллă вĕренекенсемпе вĕрентекенсене мухтарĕ, малашне те çитĕнӳсем тума, малалла тата пысăкрах çитĕнӳсем тума сунчĕ. Чăваш çамрăкĕсен «Сăвар» пĕрлешĕвĕн хастарĕ, кĕнеке кăларма укçа-тенкĕпе пулăшнă Патăрьел тăрăхĕн каччи Эдуард Николаев та конкурс çĕнтерӳçисен ĕçне халăх патне çитерес ĕçе хавхаланса, кăмăлтан хутшăннине палăртрĕ, хайлав авторĕсене çĕнтернĕ ятпа саламларĕ.
    Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь тĕп шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Яруткинăпа çак районти Штанашри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекен Галина Зотова конкурса хутшăнакансем патне пушă алăпа килмен, хăйсем кăларнă кĕнекесене парне тума илсе килнĕ.
    Хăтлавра (презентацинче) Улатăрти чукун çул техникумĕн 2 курс студентки, конкурсра иккĕмĕш вырăннă йышăннă «Çăткăн кăмпасем» сăвă авторĕ Анна Васильева, Элĕк районĕнчи Тавăт вăтам шкулĕнче 9 класра вĕренекен, «Халап хапха тăрринче» конкурса иккĕмĕш вырăн йышăннă «Иленушкăнь» сăвă авторĕ Анастасия Федорова, Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, «Халап хапха тăрринче» конкурса иккĕмĕш вырăн йышăннă «Карман ту» хайлав авторĕ Петрова Алина Геннадьевна хăйсен сăввисене чуна витермелле каласа пачĕç.
    Паллă çыравçă, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премии лауреачĕ Лидия Сарине хăтлава пухăннисене тав турĕ. Конкурссем йĕркелесе кĕнеке кăларас ĕçе арçынсем хутшăнни уйрăмах сăвăçăн кăмăлне кайнă. Вăл çак пархатарлă ĕç малалла аталанасса шаннине, шкул ачисемпе вĕрентекенсене хăйсен пултарулăхне кĕнекен кăларса нумай вулакан патне çитерме май туса пани питĕ ырă ĕç пулнине пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăтра хайлав пичетлес ĕç тăкаклă, хаклă пулнине шута илсен маттур арсене пушшех те мухтамаллине палăртрĕ.
    Чăваш халăх артисчĕ, паллă юрăç Иван Христофоров пултаруллă сăвăçăсемпе юмах-халап ăстисене мухтарĕ, ăнăçу сунчĕ, халăх юратакан хитре юрăсем шăрантарса уява илемлетрĕ.
    Хăтлавра Чăваш чĕлхи тĕпчевçи, «Раççей ялĕсен энциклопедийĕ» (Мускав хули) ăслăлăх, культурăпа çут ĕç обществин регионти (Чăваш Енри) уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш халăх сайчĕн ĕçне активлă хутшăнакан Сосаева Алина Аркадьевна, тĕрлĕ шкулсенчи вĕрентекенсем т. ыт. те тухса калаçрĕç. Хăтлава хайлавсен авторĕсем тата ăна кăларма пулăшнă пур çын та килсе çитнĕ, республикăн нумай кĕтесĕнчи шкул ачисемпе вĕрентекенсем йышлăн хутшăннă. Хăтлава килнисене пурне те конкурссене йĕркеленĕ Николай Плотников алă пуснă «Асамлăх çулĕ» кĕнеке асăнмалăх парне пулчĕ.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 694 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.4/24 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 rjirf   (28.11.2010 17:18) [Материал]
    Пысăк ĕç пуçарса тунă Николай Плотниковпа Çĕрпӳ районĕнчи Михайловка шкулĕн директорĕ Владимир Андреев. Çамрăк çыравçăсен кĕнекере пичетленнĕ пĕрремĕш хайлавĕ кун çути курни вĕсене малалла çырма хавхалану пачĕ пулĕ. Хăтлав çӳллĕ шайра иртни сисĕнет. Юлашки вăхăтра ачасем кĕнеке вулама кăмăлласах каймаççĕ. Хăйсен сăвви-калавĕпе кĕнекере паллашă май, тен, çыравçăсен хайлавĕсемпе ытларах кăсăкланма пуçлĕç.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)