Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 02.05.2024, 17:16
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Студент хăйĕн пулас профессийĕпе практикăра çывăхрах паллашать. Пĕрисем станок умне пирвайхи хут тăраççĕ, теприсем шурă халат тăхăнса чирлисен сывлăхне тĕрĕслеççĕ, виççĕмĕшĕсем доска умне тăрса ачасене урок ăнлантарма пикенеççĕ. Кашни професси хăйне евĕр, йывăрлăхĕ те расна. Пулас педагога практикăра шăпăрлансемпе ĕçлеме çăмăл-и? Паянхи шкул ачи чăваш чĕлхипе литературине вĕренесшĕн-и? Çак ыйтусен хуравне тупассишĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн историпе филологи факультечĕн студенткипе Мария Гришинăпа тĕл пултăмăр.

    Чăваш филологийĕн уйрăмĕнче вĕренекенскер пĕлтĕр юпа уйăхĕнчен пуçласа раштавăн 21-мĕшĕччен Шупашкар районĕнчи Апаш шкулĕнче практика тухнă. Унччен вăл тĕп хулари пĕлÿ çуртĕнче те ачасене вĕрентнĕ.

    - Пулас профессипе çывăхрах паллашасси пассивлă практикăран пуçланчĕ. Ун чухне эпир урокра учительсене итлесе лартăмăр, вĕсен педагогикăри пултарулăхĕпе тата çитĕнĕвĕсемпе паллашрăмăр. Хама вĕрентекенре пĕрре мар тĕрĕсленĕ, сахал мар урок ирттернĕ. Хальччен эпĕ Шупашкарти 24-мĕш тата 62-мĕш, Кÿкеç поселокĕнчи 1-мĕш шкулсенче практикăра пултăм. Юлашки практикăна хам вĕреннĕ пĕл ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1154 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 26.01.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Енчен те эсир кунта, ҫак статьяра эп сире шкулта мӗнле ачасем вӗренни пирки ҫырса парӑп тесе шутлатӑр пулсан — йӑнӑшатӑр. Паллах, пуян ачасем е чухӑнраххисем, ӑслӑ ачасем е айвансем вӗреннине тишкерме пулӗччӗ, тӗпчев те ирттерме май пур, анчах калаҫӑвӗ урӑххи пирки. Хушма ыйтӑвӗ ҫакнашкал: ачисем хӑйсем е вӗсен ашшӗ-амӑшӗ?

    Ман пуҫра ку ыйту ӗнер ҫуралчӗ. Кӳршӗри пӗр амӑшӗ килчӗ те унӑн шкула ҫӳрекен ачи валли тӗпчев ӗҫне хатӗрлесе пама ыйтрӗ. Шкулта ыйтаҫҫӗ имӗш. Класс ертӳҫи хушнӑ тет-и... Юрӗ, тейӗпӗр, шкул ыйтма пултарать — вӗрентнине тӗрӗслемелле-ҫке, пӗлӳ ача ӑсне мӗнле вырнаҫнине пӗлмелле-ҫке. Анчах ҫак тӗпчев ӗҫне... пӗлетӗр-и, хӑш класс ачи валли туса памалла? 1-мӗш класа ҫӳрекенскер валли! Тӗпчев ӗҫӗ те ахаль пулмалла мар, презентаци таврашӗпе хатӗрленӗскер кирлӗ. Тепӗр хут калатӑп: ҫакна 1-мӗш класс ачинчен ыйтаҫҫӗ.

    Эпир вӗреннӗ чухне те рефератсем ҫыркалаттӑмӑр. Хам та ҫырнӑ. Пӗрре ҫапла реферат хатӗрлес тесе Наци вулавӑшнех (вӑл вӑхӑтра ун ячӗ урӑхлаччӗ-ха) ҫитнӗччӗ. Апи (литература чӗлхенче «анне» пулать) илсе кайнӑччӗ мана унта. Халь астума ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1189 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 26.01.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗ паян пысӑк ҫухату тӳсрӗ — пирӗнтен паллӑ чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, сӑмах пуххисен ӑсти Михаил Иванович Скворцов уйрӑлса кайнӑ.

    Юлашки ҫулсенче вӑл сахал мар ӗҫ турӗ, туса ҫитермен ӗҫӗсем те чылайччӗ унӑн. Сӑмахран, «Бхагавад-Гита» (индуизм тӗнӗн тӗп кӗнекисенчен пӗри) кӗнекене чӑвашла куҫарса халӑх патне ҫитересшӗнччӗ. Ҫавӑн пекех медицина терминӗсен словарьне хатӗрлетчӗ, ҫӗнӗ пысӑк чӑвашла-вырӑсла словарь кӑларас ӗҫпе ӗҫлетчӗ.

    Скворцов Михаил Иванович 1933 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Иккӗмӗш Хурамалта ҫуралнӑ. Хусан университечӗн филологи уйрӑмӗнче (1954), Мускаври университет ҫумӗнчи Хӗвел тухӑҫ чӗлхисен институтӑн араб чӗлхисен уйрӑмӗнче (1964), аспирантурӑра (1971) пӗлӳ пухнӑ. Михаил Иванович ытларах чăваш чĕлхипе словарьсем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл калаҫу кӗнекисем те пичетлесе кӑларнӑ.

    Миçе çын пăхнă: 1124 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 01.12.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Вулаканăмăрсене конкурс çĕн­терÿçипе çывăхрах паллаштарар. Ксения Романова Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче çуралнă. Халĕ пике Ху­санти федераци университечĕн 3­-мĕш курс студентки. Çак аслă шкулта вĕренме вăл тахçанах ĕмĕтленнĕ. Экзаменсене 9­-мĕш класс хыççăнах хатĕрленме пуç­ланă. Тăрăшни харама кайман. Ксения ППЭре пĕрле вĕренекен тантăшĕсенчен ытларах балл пух­нă, университета тÿлевсĕр май­па вĕренме кĕнĕ. Вăл Раççейри çамрăксен чи пысăк пĕрлешĕвĕн - Универсиада ялĕнчи студент­сен ассоциацийĕн председателĕн çумĕ. Ксения сĕннипе унта дебатсен клубĕ йĕркеленнĕ. Пике общество ĕçне хастар хутшă­нать. Хăй вĕренекен аслă шкулăн чысне тĕрлĕ форумпа конкурс­ра хÿтĕлет. 2014 çулта Хусанта иртнĕ шыв спорчĕн тĕсĕсен чем­пионатĕнче вăл волонтер пулнă, хăнасемпе спортсменсене кĕтсе илнĕ çĕрте тăрăшнă. Кăçалхи кĕркунне Ксения «Тутарстан­ри студентсен канашĕн чи лайăх председателĕ» конкурсăн фина­лисчĕ пулса тăнă. Экономист профессине суйла­ ма ăна мĕн хистенĕ-­ха? - Манăн анне шкулта тирпей­лÿçĕре ĕçлет, атте - строитель. Ку специальноçе хамах суйларăм. Пĕчĕкренех пĕр пыс ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1103 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 01.12.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăваш наци телекуравĕн тата наци радиовĕн сигналĕсене спутник каналĕсем урлă трансляцилеме республика бюджетĕнчен хушма укçа уйăрма палăртнă. «Республикăра пурăнакансемпе тĕл пулнă май вĕсем наци телекуравĕпе кабель сечĕ урлă кăна мар, спутник каналĕсемпе те тивĕçтерме ыйтнине пĕрре кăна мар илтме тÿр килчĕ. Асăннă ыйтăва татса памалли меле уçăмлатрăмăр. Хальхи вăхăтра кирлĕ чухлĕ укçа тупрăмăр, наци телекуравĕн кăларăмĕ- сене çитес çуркунне хамăр хутлăхра кăна мар, тулашра та пăхма май килĕ», - çирĕплетрĕ Чă- ваш Ен Пуçлăхĕ. ЧР информаци политикипе тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов шухăшĕпе - Чăваш хутлăхĕнчи ялсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ юлашки çулсенче сигнала йĕркеллĕ те пахалăхлă йышăнакан спутник «турилккисемпе» усă курма тытăннă. Шăпах çакна шута илнĕ те ĕнтĕ регион ертÿлĕхĕ Чăваш наци телекуравĕн хутлăхне сармалли мероприятисене финанслассипе çыхăннă ыйтăва татса панă чухне. Министр каланă тăрăх - ĕçсене виçĕ уйăхра туса пĕтермелле, 2017 çулхи пуш уйăхĕнче НТРКна спутник куравĕпе пăхма май килĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Юрий Васильев çирĕплетнĕ тăрăх, çак ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 702 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 30.11.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗ Александр Блинов «Кала-ха» вӗренӳ пособийӗ валли волонтерсем шырать.

    Аса илтеретпӗр, вӑл кӑларӑма вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем валли малтанласа диск ҫинче кӑларнӑччӗ. «Кала-ха» вӗренӳ пособине 15 юрӑ ҫырнӑ. Вӗсенчен пӗрине мӗнпур курс валли визит карточки тесе хаклаҫҫӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пособи кун ҫути кӑтартассине те пӗлтернӗччӗ.

    «Кала-ха» вӗренӳ пособине волонтерсем чӑваш чӗлхин словарьне йӗркелеме, вӗренӳ пособийӗн сайтне тытса тӑма, хыпарсем вырнаҫтарма, йӑнӑшсене тӳрлетме тата тектсене сасӑпа вулама, пособи валли хушма материал хатӗрлеме кирлӗ.

    Маларах чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ҫак уйӑхри ларӑвӗнче Александр Блинов «Кала-ха» вӗренӳ кӗнеки валли хатӗрленӗ ҫӗнӗ сӑмахсене сӳтсе явнине ҫырнӑччӗ. Комисси пайташӗсем терминсемпе малтан хаҫат-журналсенче тата илемлӗ ли ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 906 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.10.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    «Ма инçе-ши çăлтăрăм?..» /2001/, «Кая юлнă ÿкĕнÿ» /2002/, «Çирĕп чунлисем телейлĕ» /2010/, «Упраймарăм сана» /1-мĕш пайĕ, 2012, 2-мĕш пайĕ, 2015/ кĕнекесене вуланисем сăмах кам пирки пынине тÿрех ăнланса илчĕç пулĕ. Çапла, çапла, вĕсен авторĕ Ольга Геннадьевна кăçал тата тепĕр ĕçпе - «Сарă кĕпе» кĕнекепе, вăл Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленчĕ, - савăнтарчĕ. «Сарă кĕпе» повеçпе «Чечек çыххи» калав кĕнĕ унта. Паян сăмах шăпах асăннă кăларăм пирки пулĕ. Çапах вулакана Улькка Эльменпе паллаштарар-ха. Вăл Вăрнар районĕнчи Авшак Элменре кун çути курнă. Çывăхри Ярмушкари вăтам шкулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ. Унтан тăван районĕнчи Калининăри вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ, пĕр тапхăр районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра, Санарпуçри вăтам шкулта директор çумĕнче, район администрацийĕн тĕп специалистĕнче ĕçленĕ, «Капкăн» журнал редакцийĕнче те вăй хунă. Хальхи вăхăтра «Вăрнардорстрой» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ. Ольга Геннадьевна - Раççей Писательсен союзĕн чле ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 931 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 23.10.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш ҫыннисене, ял мухтарӗсене, ЧНК, ЧТП, хӗрарӑмсен, пенсионерсен, ҫамрӑксен тата ытти пӗрлешӳсен районсенчи пайташӗсене, Патшалӑхӑн республикӑри тата вырӑнти ертӳҫисене, Вӗрентӳ шаралӑхне, шкул директорӗсене янӑ ҪЫРУ.

    Тӑван чӗлхемӗр кӑвайт ҫинчи хӗртнӗ хурҫӑ пек тӗлкӗшсе тӑрать. Таптаса килекен пӗрпеклетӳ тискерлӗхне ӑнланмасӑр, лайӑх шалуллӑ вырӑнти хӑшпӗр чӗлхеҫӗсемпе аслӑ тӳресем тӑван чӗлхене пӑтратма пӑрахаймаҫҫӗ. Хӑватлӑ халӑхсем хӑйсен чӗлхисене хӑюллӑн хӳтӗлеҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра чӑвашсем тӑван сӑмаха упрассишӗн ҫине тӑма пуҫларӗҫ. «Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш тӗнчи» хаҫатсенче, Чӑваш халӑх сайтӗнче, «Идель.Реалии» сайтра ҫивӗч статьясем тухрӗҫ. Тӑван чӗлхене хӳтӗлесе ҫынсем судсене ҫитрӗҫ. Ыйтӑва Патшалӑх Канашӗн шайӗнче ятарласа сӳтсе явнӑ пулин те, Чӗлхе комиссийӗ каллех унталла-кунталла турткаланнипе шкул ӗҫне пӑтратса тӑрать. Татах капла хӑтлансан чӗлхемӗре тепӗр ӑру ӗмӗрӗнче сӳнтерсе лартатпӑр.

    Пирӗн пӗрремӗш сӑмах — ачасемпе тӑван чӗлхепе калаҫасси ҫинчен. Тӑван чӗлхене, халӑх йӑлисе ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1142 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 15.10.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Ольга Тургая чӑваш прозине тата журналистикине аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, «Лауреаты Международной премии имени Михаила Сеспеля» (чӑв. Михаил Ҫеҫпӗл ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери преми лауреачӗсем) кӑларӑма хатӗрлесе пичетленӗшӗн тата чӑваш театр ӳнерне аталантарма пулӑшнӑшӑн преми тивӗҫнӗ.

    Олег Цыпленкова республикӑри ҫамрӑксене патриот воспитанине парассипе чылай ҫул ӗҫленӗшӗн, тӑван халӑхӑмӑр аваллӑхра пурӑннӑ вырӑнсене илсе кайса ҫӳренӗшӗн, чӑваш кинематографне аталантарнӑшӑн суйласа илнӗ.

    Ҫеспӗл Мишши премине 1966 ҫулта ҫирӗплетнӗ. 50 ҫул каялла йышӑннӑ премин пӗрремӗш лауреачӗсем — Леонид Агаков ҫыравҫӑ, Юрий Збанацкий украина ҫыравҫи (вӑл «Ҫеҫпӗл» роман ҫырнӑ), Чӑваш академи драма театрӗн артистки Нина Григорьева. Премие вӗсем 1967 ҫулта тивӗҫнӗ. 1996 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши премине Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗ валеҫет.

    Чăваш халăх сайтĕнчен.

    Миçе çын пăхнă: 667 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 12.10.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш Республикин вӗренӳ министерствинче паян Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта 4-5 ыйту сӳтсе яврӗҫ. Чи малтанах тӳрлетнӗ орфографи правилисене халӑх патне ҫитересси пирки калаҫрӗҫ. Калаҫу каллех пӗрле е уйрӑм ҫырасси ҫине куҫма пуҫланӑран ыйтӑва хӑвӑртрах пӗтӗмлетме шутларӗҫ. Юрий Виноградова вара орфографи словарьне хӑвӑртрах хатӗрлесе ҫитерме сӗнчӗҫ. Ӑсчах хальхи вӑхӑтра П тата Р саспаллисемпе ӗҫлени пирки пӗлтерчӗ. Чылайӑшӗ ҫӗнетнӗ правилӑсемпе паллашасшӑн пулин те вӗсене тепӗр 2-3 уйӑх кӗтме ыйтрӗҫ. Хальхи вӑхӑтра правилӑсене юридици шайӗнче ҫирӗплетес ӗҫ пыни пирки Юрий Николаевич Исаев каларӗ.

    Малалла шкулсенче усӑ куракан вӗренӳ кӗнекисемпе методика кӑтартӑвӗсем тавра калаҫу иртрӗ. Доклад калаканӗ Ираида Степанова пулчӗ. 2017 ҫулта вӗренӳ кӗнекисен ҫӗнӗ федераллӑ йышне хатӗрленӗрен вӗренӳ министрӗ чӑваш чӗлхи учебникӗсем те унта пулсан аван пулнине палӑртрӗ, вӑл списока ҫирӗплетиччен ӗлкӗрме сӗнчӗ. Ку ӗҫе тума вара ҫывӑх вӑхӑтра «ҫул-йӗр карттине» тума сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш кӗнеке издательствине вӗренӳ кӗнекисене ытларах тиражпа кӑларма сӗнчӗҫ. Вӗренӳ министерстви ыйтнӑ тӑр ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 583 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 12.10.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăваш Енпе Китай Халăх Республики хушшинчи хутшăнусем çирĕпленсех пыраççĕ. Нумаях пулмасть ЧР Наци библиотекинче Китай информаципе культура центрĕ уçăлнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ те ку çĕршыври аслă шкулсемпе çыхăну тытать. Çурла уйăхĕнче Аньхойри патшалăх университетĕнчи ют чĕлхесен институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ Ли Мэйцинпа Хуан Синхуа Шупашкара килнĕ. Хĕрсем халĕ ЧПУн историпе географи факультетĕнче магистратурăра вĕренеççĕ. Çав вăхăтрах аслă шкулта китай чĕлхин курсĕсене ертсе пыраççĕ. Ăс-тăн шайне ÿстерме те, ĕçлеме те ĕлкĕрекен пикесен пушă вăхăт çук пулин те вĕсем пысăк тăхтавра манпа тĕл пулма май тупрĕç. Çамрăк преподавательсем Китайра хăйсен факультетĕнче чи пултаруллă студенткăсен йышĕнче пулнă. Ли Мэйцинпа Хуан Синхуа Хэфей хула округĕнче волонтерта нумай çул ĕçленĕ. Вырăссен тата украинсен делегацийĕсене кĕтсе илнĕ, экскурсисене ертсе пынă, куçаруçă тивĕçĕсене пурнăçланă. Çавнашкал тĕлпулусенчен пĕринче вĕсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн преподавателĕпе Марина Красновăпа паллашнă. Историпе географи факультечĕн деканĕн заместителĕ пикесене Чăваш Ене йыхравланă, китай чĕлхине вĕрентекенсем кир- лине пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн вĕ ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 673 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 30.09.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Юрă тени юратупа пĕрех. Эпир кашниех юрлатпăр. Вăййа тухатпăр - юрлатпăр, йышпа ĕçе утатпăр - юрлатпăр, салтака каятпăр - юрлатпăр, Акатуя пухăнатпăр - юрлатпăр. «Юрăпа эп тăшмана çĕнтертĕм», - тенĕ Валентин Урташ. «Мухтаса юрлап хамăр ĕмĕре», - тенĕ Ваçлей Давыдов-Анатри. Чăваш телейĕшĕн кĕрешĕве кĕнĕ Тайăр Тимкки поэт «Чаплă вилĕм юрри» сăвă çырнă. Мĕн тери сăваплăх пурнăçа тăван халăхшăн парасси!

    Халăх хăй валли хăех юрăсем хывать. Сăвай çапакансем те, тырă выракансем те, сÿс тĕвекенсем те, сăпка сиктерекенсем те, ыттисем те хăйсен ĕçĕсене хисеплесе юрăсем юрланă. Çав кĕвĕсене камсем хывнине пайăррăн калама пултараймастпăр эпир, анчах вĕсем халăхра çуралнине лайăх пĕлетпĕр, çав юрăсем пирĕн несĕлĕмĕрсене ĕçре, уявра пĕрлĕх хăватне кÿрсе тăнă. Юрă – пурнăç çуначĕ. Юрă тени юратупа пĕрех. Эпир кашниех юрлатпăр. Вăййа тухатпăр - юрлатпăр, йышпа ĕçе утатпăр - юрлатпăр, салтака каятпăр - юрлатпăр, Акатуя пухăнатпăр - юрлатпăр. «Юрăпа эп тăшмана çĕнтертĕм», - тенĕ Валентин Урташ. «Мухтаса юрлап хамăр ĕмĕре», - тенĕ Ваçлей Давыдов-Анатри. Чăваш телейĕшĕ ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 771 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 29.09.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Дмитрий Медведев премьер-министра ӗнер РФ Патшалӑх Канашӗн президиумӗн Керчь хулинче иртнӗ ларура Николай Овчинниковӑн «В цеху» (чӑв. Цехра) ӳкерчӗкне парнеленӗ.

    Чӑваш художникӗ 1975 ҫулта пир ҫине ӳкернӗ оригиналлӑ ҫак ӗҫе Президент премьер-министра ҫуралнӑ кун ячӗпе (Дмитрий Медведев 1965 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ленинградра ҫут тӗнчене килнӗ) тыттарнӑ.

    Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх художникӗ «Цехра» ӳкерчӗкре Шупашкарти трактора сӑнланӑ. «Ку вӑл Дмитрий Анатольевичӑн паянхи ӗҫӗ-хӗлӗпе килӗшсе тӑрать», — тенӗ Владимир Путин.

    Ҫӗршыв ертӳҫи парнесене пӗлтерӗшне кура хатӗрленине кура «Цехра» ӳкерчӗкпе мӗн каласшӑн пулнине ҫынсем тӗрлӗрен тӗшмӗртеҫҫӗ, ҫав шутра трактор тӑвакан савутсен концернӗ ҫӑмӑл мар лару-тӑрура пулнине аса илекен те пур.

    Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/13486.html   

    Миçе çын пăхнă: 662 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 16.09.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче пулса иртнĕ Мăн Канашăн ЙЫШĂНĂВĔ

    «Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккунне мĕнле пурнăçласа пыни çинчен» кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе тунă ЙЫШĂНУ:

    Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çапла сĕнусем парас:

    – «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккунĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕренмелли условисем туса хурасси çинчен калакан положенине пурнăçлас, чăваш чĕлхипе литературине вĕренме çителĕклĕ сехет сыхласа хăварас тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли сехетсене чакарасси патне илсе пыракан ĕçсем тăвасран (вăл шутра 5-11-мĕш классене 5 кунлă вĕренÿ эрнине куçасран) асăрханма сĕнсе ятарлă çыру яма ыйтас;

    – Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче тăван чĕлхе ăслăлăхĕн пысăк ыйтăвĕсене татса пама, чăваш чĕлхипе литературине ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 896 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 26.07.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    «Шкул ачине мухтани учительшĕн чи пысăк савăнăç», - тенĕ Шарлотта Бронте. Паллах, вĕрентекенĕн ĕçне хаклани те ачасен питĕнче йăл кулă çуратмаллах. Эппин, пĕлÿ тĕнчине ертсе каякан çын ахаль тăрăшмасть. Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназири чăваш чĕлхипе литературин учителĕ Нелли Краснова çитĕнĕвĕнче шкул ачисен тÿпи те пурах. Çак кунсенче РФ Президенчĕн «Вĕрентекенсене укçан хавхалантарасси çинчен» хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри 10 педагог 200-шер пин тенкĕ премие тивĕçнĕ. Нелли Анатольевна та çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Ăна çак савăнăçлă хыпарпа чылайăшĕ саламлать пулин те вăл çак хисепе тивĕçнине халĕ те ĕненмест. «Ку укçапа епле усă куратăн?» - ыйтаççĕ унран тăванĕсем. Нелли Анатольевна хальлĕхе нимĕн те палăртман-ха.

    Нелли Анатольевна алла илнĕ профессийĕпе ĕçлеме тытăннăранпа 19 çул. Çак тапхăрта вăл чăваш чĕлхипе литературин, ют чĕлхесен вĕрентекенĕ те пулнă. Харăсах икĕ çĕрте тăрăшнă, пачах çăмăл мар. Хальхи вăхăтра учителĕн ачана вĕрентнипе çеç çырлахмалла мар-çке-ха. Кружок ертсе пымалла, шăпăрлана тĕрлĕ конференцие, конкурса, олимпиадăна хутшăнмашкăн хатĕрлемелле… &laqu ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 962 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 21.07.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш Енри вунӑ учитель Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн премине тивӗҫнӗ. Ҫавсен шутӗнче чӑваш чӗлхи учителӗ те пур.

    200 пин укҫа илекенсен спискоӗнче ҫаксем: Шупашкарти 5-мӗш номерлӗ гимназири историпе обществознани вӗрентекен Ленина Жукова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Нелли Краснова, Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимназире географи вӗрентекен Надежда Мазилкина, Шупашкарти 3-мӗш лицейри вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Мельникова тата унти математика учителӗ Елена Сенькова, Тӑвайӗнчи вӑтам шкулти биологи учителӗ Альбина Михайлова, Шупашкарти 44-мӗш лицейри математик Елена Михайлова, Шупашкарти 2-мӗш лицейра хими вӗрентекен Надежда Мокеева, Красноармейскинчи вӑтам шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Галина Никифорова, Шупашкарти 4-мӗш гимназире акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Алевтина Филиппова.

    Миçе çын пăхнă: 793 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 19.07.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чĕлхе пирки хаçатра куллен çыратпăр пулин те чуна ыраттаракан тепĕр пулăм каллех ку ыйтăва çĕклеме хистерĕ. ЧР наци культура аталанăвĕн «Ирĕклĕх» халăх пĕрлешĕвĕн хастарĕсене пуçламăш шкулта тăван чĕлхепе вĕрентессине пĕтерме пултаракан хăрушă пулăм канăçсăрлантарать. Ку, паллах, вĕсене çеç мар, мĕн пур чăваша пырса тивет. Пăлхану сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă-ха?

    Раççейри пур шкулта та 4-мĕш класс пĕтерекенсен вĕренÿ шайне тĕрĕслес тĕллевпе РФ Вĕренÿ тата ăслăлăх министерстви хушнипе «Математика», «Пирĕн тавралăх», «Вырăс чĕлхи» предмечĕсемпе Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене ирттерме тытăннă. Вĕсен материалне Мускав хатĕрлет. Çавăнпа ку ĕçе шкул ачисем вырăсла кăна çыраяççĕ. Малтан ПТА, ППЭ пурнăçа кĕчĕç. Халĕ 4-мĕш класс хыççăн та пĕлÿ шайне пĕрлехи мел- пе тĕрĕслес йĕрке çирĕпленет. Республикăра чăвашсен офи- циаллă йышĕ _ 68%. Чăваш Енре шкулчченхи 355 вĕренÿ учрежденийĕ. Пуçламăш пĕлĕве ачасем чăвашла - 277 шкулта, тутарла - 16 пĕлÿ çуртĕнче, ирçелле 3 шкулта илеççĕ. «Пирĕн тавралăха» «Математикăна» тăван чĕлхепе 4 çул вĕреннĕ ачасен юлашкинчен эк ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 954 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 08.07.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрерствин хушăвĕпе уçăлнă «Эткер» кану смени малалла тăсăлать. Ачасем Шупашкарта пысăк экскурсире пулчĕç. Чăваш тĕррин музей.нче ĕçлекенсем ачасене хапăл туса кĕтсе илчĕç, чăваш тĕрри çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Тĕрĕре халăх йăли-йĕрки, унăн аваллăхĕ сыхланнине палăртрĕç. Курмалли-тĕлĕнмелли ачасемшĕн чылай пулчĕ. Тĕрĕ музейĕ хыççăн çамрăксем К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейне çитрĕç. Музейра ачасемпе Светлана Асамат, Михаил Краснов, Валерий Туркай поэтсем тĕл пулчĕç. Вĕсем хайсен сăввисене вуларĕç, кĕнекисене парнелерĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç.

    Курмалли, çĕнни тупăнсах пычĕ: ачасем Анне палăкĕ умĕнчен иртсе кайса Ведени чиркĕвĕн архитектурине сăнарĕç, Ехрем хуçа çуртĕнче вырнаçнă ÿнер музейĕпе паллашрĕç. Çав вăхăтрах юрату сăмсахĕ те ачасене хăйĕн ытамне чĕнчĕ.

    Канакан ачасем валли ăста урокĕсем иртеççĕ. Муркаш районĕн  Калайкасси ялĕнче пурăнакан Мазуркин алă ăсти патĕнче хăнара пулни асра юлчĕ. П.Я. Мазуркин – йывăçран касса илемлетекен ăстаçă, тĕрлĕ ĕçе пултарать: юрă юрлать, тĕрлĕ инструмен ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 846 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 06.07.2016 | Рейтинг:

    « 1 2 3 4 5 6 7 ... 43 44 »

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)