Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Авăн 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 21:10
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2016 » Авăн » 30 » Чăвашсене китайла вĕрентеççĕ
    Чăвашсене китайла вĕрентеççĕ
    23:18
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăваш Енпе Китай Халăх Республики хушшинчи хутшăнусем çирĕпленсех пыраççĕ. Нумаях пулмасть ЧР Наци библиотекинче Китай информаципе культура центрĕ уçăлнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ те ку çĕршыври аслă шкулсемпе çыхăну тытать. Çурла уйăхĕнче Аньхойри патшалăх университетĕнчи ют чĕлхесен институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ Ли Мэйцинпа Хуан Синхуа Шупашкара килнĕ. Хĕрсем халĕ ЧПУн историпе географи факультетĕнче магистратурăра вĕренеççĕ. Çав вăхăтрах аслă шкулта китай чĕлхин курсĕсене ертсе пыраççĕ. Ăс-тăн шайне ÿстерме те, ĕçлеме те ĕлкĕрекен пикесен пушă вăхăт çук пулин те вĕсем пысăк тăхтавра манпа тĕл пулма май тупрĕç. Çамрăк преподавательсем Китайра хăйсен факультетĕнче чи пултаруллă студенткăсен йышĕнче пулнă. Ли Мэйцинпа Хуан Синхуа Хэфей хула округĕнче волонтерта нумай çул ĕçленĕ. Вырăссен тата украинсен делегацийĕсене кĕтсе илнĕ, экскурсисене ертсе пынă, куçаруçă тивĕçĕсене пурнăçланă. Çавнашкал тĕлпулусенчен пĕринче вĕсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн преподавателĕпе Марина Красновăпа паллашнă. Историпе географи факультечĕн деканĕн заместителĕ пикесене Чăваш Ене йыхравланă, китай чĕлхине вĕрентекенсем кир- лине пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн вĕсем пирĕн республикăна килсе курас ĕмĕтпе çунатланнă.

    Ли Мэйцинпа Хуан Синхуа пĕр тăрăхра çуралса ÿсмен. Мэйцин _ Китайăн çурçĕр, Синхуа кăнтăр енче кун çути курнă. Хĕрсем университетра пĕр ушкăнра вĕреннĕ. Вырăс чĕлхин факультетĕнче 25 çамрăк ăс пухнă. Пикесем шкул пĕтеричченех ют чĕлхесемпе кăсăкланма тытăннă, çавăнпа пулас профессине те хăйсен кăмăлне кура суйланă. Хĕрсем каласа кăтартнă тăрăх, Китайра шкул ачисем вăтам пĕлĕве 12 çул илеççĕ. Пуçламăш пĕлÿ ултă çулпа танлашать. Патшалăх шăпăрлансем 9 çул вĕреннĕшĕн çеç тÿлет. Ашшĕ-амăшĕн ачана шкулта тепĕр виçĕ çул вĕрентес тесен укçа кăларса хума тивет. 12 класс пĕтерсен вĕсем экзамен тытаççĕ. Пикесем унти аслă шкулсене вĕренме кĕме йывăррине пĕлтерчĕç. Аслă пĕлÿ илес текен йышлă, конкурс пысăк. «Тахçан эпир пурăнакан тăрăх ял çеçчĕ. Халь вăл хула округĕ шутланать. Унччен хулара пурăнакан çемьене пĕр ача çеç çуратма ирĕк паратчĕç. Ялта тĕпленнисен вара пĕрремĕшĕ хĕр пулсан тăватă çултан çеç тепĕр тĕпренчĕке кун çути кăтартма юранă. Манăн - йăмăк, Мэйцинăн шăллĕ пур. Халĕ ку тĕлĕшпе политика улшăнчĕ. Çапах сак тулли ача-пăча çуратма ирĕк çук», - хăйĕн çĕршывĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ Синхуа. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене пулăшать. Чăваш Ене килнĕ хĕрĕсем патне укçа ярса тăраççĕ вĕсем. Анчах аслă пĕлÿ илнĕ хĕрсем çывăх çыннисен ĕнси çинче ларасшăн мар. Çавăнпа вĕсем вĕренме те, ĕçлеме те вăхăт тупаççĕ. Китай чĕлхине вĕренмешкĕн вĕсем патне 14 шкул ачи тата 30 аслă çын çÿрет. Мэйцин каласа кăтартнă тăрăх, чĕлхене пачах та пĕлменнисене вĕрентме çăмăлах мар. Китай фонетики йывăр, иероглифсене астуса юлас тесен сахал мар тăрăшмалла. Паллах, ют чĕлхене шкул ачисем лайăхрах ăса хываççĕ. Аслă ÿсĕмрисем каланине хăвăрт манаççĕ. Апла пулин те пур вĕренекен те тăрăшнине пĕлтерчĕç çамрăк преподавательсем. Кулленхи пурнăçра Китай çыннишĕн 3 пин иероглиф пĕлни те çителĕклĕ. Вĕсен йышĕ питĕ пысăк. Пĕтĕмпех астуса юлаймăн.

    Китайран килнĕ магистрантсене факультетра Милăпа Диана тесе чĕнеççĕ. Вырăсла ят вĕсене кам панă- ши? Ку ятсене  вĕсем Аньхойри университетра вырăс чĕлхин факультетĕнче вĕреннĕ чухнех суйланă. Çамрăк преподавательсене халĕ вĕренекенĕсем çапла чĕнеççĕ. Шкул ачисене вĕсен чăн ятне калама çăмăлах мар. Китай çамрăкĕсем те тĕнчене ярса илнĕ серепере нумай вăхăт ирттереççĕ. Вĕсен те Интернетра социаллă сайтсем пур, анчах вĕсем урăх программăпа ĕçлеççĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм каçхи клуба та çÿреççĕ, çапах вĕренÿ ыйтăвне яланах мала хураççĕ. Китайра пирус туртакан хĕр сахал. Унта усал йăлапа туслă пикене курсан чăннипех те тĕлĕнеççĕ. Вĕсем патĕнче кунашкаллисем йĕркесĕр шутланаççĕ, япăх воспитани илнисен йышне кĕреççĕ. Китай çыннисем эрехе пысăк уявсенче кăна ĕçеççĕ. Хаяр шĕвеке ура çинче тăрайми пуличченех ĕçекенсем çукпа пĕрех. Ли Мэйцинпа Хуан Синхуашăн Шупашкарти суту-илÿ центрĕсем питĕ пĕчĕк туйăнаççĕ. Китайра вĕсем темиçе хут пысăкрах. Кунти лавккасенче ытларах апат-çимĕç сутнинчен те тĕлĕннĕ хĕрсем. «Çи-пуç ăçтан туянмалла-ха?» - шухăшланă вĕсем пĕр бутикран теприне чупнă чухне. Тĕп пасара çитсен те пахча çимĕç сутакан павильона çакланнă. Хăйсене кирлĕ тумтир тупичченех пикесем аванах хăшкăлнă. Хаксем те, Китайрипе танлаштарсан, хытах «çыртаççĕ». Хăйсен тăрăхĕнче вĕсем кĕрхи тумпах хĕл каçма пултараççĕ. Кунта шартлама сивве чăтса ирттерес тесен ăшă япала тата туянма тивет-ха.

    Китайра пахча çимĕçпе улма- çырла йÿнĕ, аш-какайпа сĕт-турăх вара хаклă. Кунта пачах тепĕр майлă. Мэйцин сĕт юратмасть, Синхуа йогурт кăмăллать. Чăваш Енре вĕсене çулсем япăххи те кулянтарать. Çавăнпа çумăр çунă чухне пикесем урама та тухмаççĕ. Пирĕн тăрăхра сывлăш тасарах пек туйăнать вĕсене. Ли Мэйцинпа Хуан Синхуа урамра çăмăл машинăсем нумай чупнинчен те тĕлĕннĕ. Китайра гаражсем - çĕр айĕнче. «Çынсем «тимĕр урхамахĕсене» кирлĕ-кирлĕ мар çĕре лартса хăвармаççĕ. Кунта техника çынсенчен те ытларах тейĕн», - терĕç вĕсем пĕр шухăшлă пулса. Чей пирки сăмах пуçарсан хĕрсем пĕр-пĕрин çине пăхрĕç те вăрттăн кулчĕç. «Кунта эсир чей тусанне çеç ĕçетĕр», - терĕ пĕри. Чей хатĕрлекен çĕршывра пурăнаканскерсемпе, паллах, тавлашаймăн. Синхуа çак темăпа вĕренекенсем валли хатĕрленĕ презентаципе те паллаштарасшăн пулчĕ. Анчах çамрăк преподавательсен ылтăн вăхăтне тытса тăрас мар терĕм. Магистрантсем ЧПУн 5-мĕш общежитийĕнче пурăнаççĕ. Мэйцин шкулта вĕреннĕ чухнех общежитире кун кунланă, çавăнпа кунашкал пурнăçа вăл тахçанах хăнăхнă. Китайра хĕрсене _ 20, яшсене 22 çул тултарсан çемье чăмăртама ирĕк параççĕ. Ли Мэйцинпа Хуан Синхуан çулĕсем çитнĕ пулин те мăшăрланма васкамаççĕ- ха. Пикесем тăван тăрăхĕшĕн тунсăхланине пĕлтерчĕç. Çул çинче укçа нумай расхутланăран вĕсем унта çулталăкне пĕр хут çеç каяççĕ. Хĕрсен тĕп тĕллевĕ - ăс-тăн шайне ÿстересси, китайла вĕренме кăмăл тунă чăвашсене чĕлхен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарасси. Вырăсла такăнмасăр калаçакан Китай хĕрĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах.

    Любовь ПЕТРОВА, «Çамрăксен хаçачĕ».

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 711 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)