[«Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче пулса иртнĕ Мăн Канашăн ЙЫШĂНĂВĔ]
«Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккунне мĕнле пурнăçласа пыни çинчен» кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе тунă ЙЫШĂНУ:
Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çапла сĕнусем парас:
– «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккунĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕренмелли условисем туса хурасси çинчен калакан положенине пурнăçлас, чăваш чĕлхипе литературине вĕренме çителĕклĕ сехет сыхласа хăварас тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли сехетсене чакарасси патне илсе пыракан ĕçсем тăвасран (вăл шутра 5-11-мĕш классене 5 кунлă вĕренÿ эрнине куçасран) асăрханма сĕнсе ятарлă çыру яма ыйтас;
– Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче тăван чĕлхе ăслăлăхĕн пысăк ыйтăвĕсене татса пама, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессине тĕпчев çинче никĕслеме, меслетçĕсене, кĕнеке çыра
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 729 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 06.07.2016
| Рейтинг:
Шупашкарта ренгенотехникпа ача пахчинчи воспитатель ҫемйинче ҫуралса Мускаври сцена ҫинче хӑйӗн пурнӑҫри вырӑнне тупнӑ Надежда Павлова ӗнер 60 ҫул тултарнӑ.
Надежда Павлова балерина - СССР халӑх артистки, Пӗтӗм союзри тата тӗнче шайӗнчи конкурссемпе фестивальсен лауреачӗ, Театр ӳнерӗн Раҫҫей академийӗн профессорӗ 7 ҫулта чухне хореографи кружокне ҫӳреме пуҫланӑ. 1966 ҫулта ӑна Пермьрен Шупашкара килнӗ хореографи училищин комиссийӗ асӑрхать те Шупашкар пикине унта вӗренме илеҫҫӗ.
Каярах Надежда ӑҫта кӑна гастрольпе пулман-ши, хӑш ҫӗршыва кӑна ҫитмен-ши?! 1975 ҫулта вӑл Мускаври пысӑк театрта солистра ташлама тытӑнать.
Халӗ вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнать. Унӑн мӑшӑрӗ - Константин Окулевич, психоаналитик, медицина наукисен кандидачӗ.
Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн ЮНЕСКО сайтĕнчи материалсемпе кăсăклантăм. Тĕнчери чĕлхесем çинчен ытларах пĕлес килчĕ. Çапла туни хамăн тăван чăваш чĕлхине ытларах хаклама, хисеплеме, унăн пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ çинчен шухăшлама пулăшасса шантăм. Чăнах та, тĕлĕнмелле пулăмсемпе паллашма май килчĕ. Тĕнчере кашни эрнере пĕрер чĕлхе çухалать. Ытларах чухне чĕлхепе пĕрле унпа калаçнă халăх та, унăн культури те пĕтет. Лингвистсем палăртнă тăрăх - тепĕр 25 çултан хальхи чĕрĕ чĕлхесенчен вунă пайĕнчен пĕри çеç юлĕ. Тĕнчепе çыхăну тытмалли хатĕр шутĕнче китай чĕлхи пулĕ, иккĕмĕш вырăна хинди чĕлхи тухĕ. Ăсчахсем палăртнă тăрăх - хальхи вăхăтра тĕнчере 6800 яхăн чĕлхе. Вĕсенчен çуррипе сакăр континентра калаçаççĕ. Чи пуян чĕлхеллĕ çĕршыв - Инди. Унти халăх 845 чĕлхепе тата диалектпа усă курать. Ун хыççăн Папуа пырать, унта - 600 яхăн чĕлхе. Планета çинче китай, акăлчан, испан чĕлхисем чи анлă сарăлнисем. Пĕрремĕш теçеткере çавăн пекех - хинди, ара, бенгал, португал, вырăс, яппун тата нимĕç чĕлхисем. Çаксенчен çуррипе Европăра калаçаççĕ, апла пулин те Европа тĕнчери чĕлхесен 4 проценчĕшĕн çеç «тăван çĕршывĕ» шутланать. Унсăр пуçне акăлчан чĕлхи 341 млн çыншăн т
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 959 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 29.04.2016
| Рейтинг:
Ку пĕлтерĕшлĕ уява эпир тăван халăхăн Аслă вĕрентекенĕн Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕ, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Ăна Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕн 1992 - мĕш çулхи ака уйăхĕн 9 - мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн уявлама тытăннă.
«Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», -- тенĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев. Питĕ тĕрĕс каланă Иван Яковлев. Тăван чĕлхепе усă курса эпир пĕлÿ пухатпăр, хамăр ăc-хакăла пуянлататпăр, шухăшăмăра пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр, кăмăл-туйăма палăртатпăр.
Паянхи кун чăваш чĕлхин обществăри вырăнĕ улшăнма пуçлани, тăван чĕлхен тăрăмĕ чакса пыни пире пăшăрхантарать. Çакнашкал лару-тăрура тăван чĕлхен пĕлтерĕшне çĕклес ĕçре пĕрле пулни кăна пулăшать. Иван Яковлев «чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр» тенине асра тытса чăвашлăха аталантарас ĕçе юратса тусан чăваш чĕлхин шăпине лайăхлатма пултаратпăр. Кашни хăй вырăнĕнче, хăй ĕçĕнче мĕн кирлине тивĕçлĕ шайра туса пырсан тăван чĕлхен хăвачĕ пысăклансах пырĕ.
1.Элли Михайлович Юрьев 1936 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикине кĕрекен Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Ашшĕ – Михаил Иванович Юрьев, шкул директорĕ (вăл Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă, каярах – чăвашсен паллă публицисчĕ, литература критикĕ тата библиографĕ). Амăшĕ – Елена Ивановна (вăл Пшонкă ялĕнче çуралнă). Вĕсем иккĕшĕ пĕрле вунă ача пăхса çитĕнтернĕ: Сентти, Элли, Луиза, Хаджи, Оксана, Олимпиада, Земфира, Тимур, Золя, Индира.
Элли ят чăвашсен авалхи «елеç» сăмахĕнчен пулса кайнă: вăл «ăста», «маçтăр», «ăста ĕçчен» тенине пĕлтерет.
2.Эллин ачалăхĕ ытти ачасенни пекех иртнĕ: ача-пăча вăййисемпе айкашнă, çулла – шыва кĕнĕ, хĕлле – юрпа пемелле вылянă, йĕлтĕрпе тата конькипе ярăннă... Ашшĕ ÿкернĕ акварель ÿкерчĕксен альбомĕсене пăхса хăй те кăранташ илсе сăрлама пикеннĕ, уйрăмах кĕнеке хуплашкисенчи сăнсене тепĕр хут ÿкерсе пăхнă. Хаçатсенчен Сталин портретн
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 857 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 24.04.2016
| Рейтинг:
Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акци ирттересси çинчен пĕлтереççĕ. Вăл 2016 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнсенчи ял-хулара иртме тивĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.
Кăçал çак акци тăваттăмĕш хут иртет.
Задачисем:
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.
Çак ĕçе ытларах хăй çине илнĕ май, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăçалхи диктант тексчĕн конкурсне ирттересси çинчен пĕлтерет. Чăвашлăх анинче ятарласа вăй хуракансем яваплăха туйса хутшăнма пултараççĕ. Кашниех хамăр халăхăн пултаруллă вăйне кăтартма тивĕç.
Аса илтеретпĕр: иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене Ҫеҫпӗл Мишши, Нес
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 743 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 23.04.2016
| Рейтинг:
Çакăн çинчен Атнер Хусанкайпа /вăл хастаррăн хутшăннă май «Чăваш Республикин патшалăх суверенитечĕ çинчен деклараци», «Чăваш Республикин чĕлхисем çинчен» саккун /1990/, «Чăваш чĕлхи кунĕ çинчен» йышăну /1992/, Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем çинчен /ялавĕ, гербĕ, гимнĕ/ саккун акчĕсем, çавăн пекех «Чăваш Республикин Президенчĕ çинчен», «Чăваш Республикин Президентне суйласси çинчен» саккунсем тата ытти те йышăннă/ калаçрăмăр. Атнер Хусанкай витĕмĕпе Уралпа Атăлçи регионĕнче общество майĕпе ĕçленĕ темиçе организаци чăмăртаннă. 90-мĕшсен пуçламăшĕнче - ЧР Аслă Канашĕн депутачĕ, Культура, чĕлхе, вĕрентÿ тата нацисен хушшинчи çыхăнусем енĕпе ĕçлекен яланхи комисси председателĕ. 1992-1997 çулсенче - Чăваш наци конгресĕн президенчĕ. 1997-2002 çулсенче - Тĕнчене тухайман нацисемпе халăхсен организацийĕн Генеральнăй Ассамблейин пĕрремĕш вице-президенчĕ.
- Атнер Петрович, эсир «Чăваш Республикин чĕлхисем çинчен» саккунне тума хутшăннă çынсенчен пĕри. Ĕç-пуç еплерех пурнăçа кĕрсе пычĕ?
1. Элли Юрьев ăçта тата хăçан çуралнă? Ашшĕ-амăшĕ кам пулнă? Элли ят мĕне пĕлтерет?
2. Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Кам пулма ĕмĕтленнĕ? Эллин пĕрремĕш учительници кам пулнă?
3. Элли Юрьевăн çамрăклăхĕ епле иртнĕ? Тĕплĕнрех каласа парăр.
4. Унăн официаллă диплом ĕçĕ мĕнле темăпа пулнă, ăна вăл кама халалланă?
5. Шупашкара таврăнсан ăçта-ăçта ĕçленĕ, мĕнпе палăрнă?
6. Кашни пултаруллă çыннăн çичĕ тĕрлĕ талант пур теççĕ. Элли Юрьевăн нумай енлĕ таланчĕ искусствăн хăш тĕсĕсенче йĕр хăварнă?
7. Элли Юрьевăн Чăваш тата Раççей культурине ĕмĕрсем валли çырăнса юлнă искусство палăкĕсене каласа тухăр.
8. Художникăн çемйи çинчен мĕн пĕлетĕр? Тĕплĕнрех çырса парăр.
9. Çак ÿкерчĕкпе автор кама сăнарланă? Темине ăçтан илнĕ?
10. Çак сăн ÿкерчĕкре Э.М.Юрьев кампа ларать? Вĕсене пултарулăх ĕçĕнче мĕн çыхăнтарнă?
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 822 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 08.04.2016
| Рейтинг:
Шупашкар хулин вĕренÿ институтĕнче нарăсăн 17-18-мĕшĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Уçă урок-2016» республика фестивалĕ иртрĕ. Фестивале чăваш шкулĕнчен 36 учитель, вырăс шкулĕнчен 17 учитель хутшăнчĕ.
Урокăн тулли материалне Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенчен 1-ер, Етĕрне, Патăрьел, Комсомольски тата Тутар Республикин Аксу тата Лениногорск районĕсенчен 2-шер, Тăвай, Шупашкар Етĕрне, Вăрнар, Патăрьел районĕсенчен 3-шер, Елчĕк, Муркаш районĕсенчен 4-шар вĕрентекен ярса пачĕç. Хула шкулĕсенчен хăйсен ĕçĕсене Шупашкар хулинчен 9, Канаш хулинчен 1, Куславкка хулинчен 3, Çĕмĕрле хулинчен 2, Улатăр районĕнчен 1, Комсомольски шкулĕсенчен 2 учитель тăратрĕç. Ĕçсене комисси тимлĕ пăхса тухрĕ. Комиссире кафедра ĕçченĕсем тата шкул учителĕсем пулчĕç.
Фестивале салам сăмахĕ каласа вĕренÿ институчĕн проректорĕ А.Р. Федорова уçрĕ. Вăл вĕрентекенсене чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн яваплăх туйса тата хастартарах ĕçлеме хавхалантарчĕ, фестивале ирттерме ăнăçу сунчĕ.
Икĕ кун хушшинче уявра учительсем тухса калаçрĕç,
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 2247 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 19.02.2016
| Рейтинг:
Чăваш наци конгресĕ 2016-мĕш çулхи кăрлачăн 20 - мĕшĕнче "Хальхи тапхăрта чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварасси тата аталантарасси: çивĕч ыйтусем тата малашлăх" темăпа çавра сĕтел ирттерчĕ. Унта ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов, унăн çумĕсем Валерий Клементьевпа Петр Ивантаев, конгресс ĕç тăвакан комитет тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров, Президиум пайташĕ тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Юлия Анисимова, аслă шкулсен чăваш чĕлхин ăстаçисем, Ваттисен Канашĕн пайташĕсем хутшăнчĕç. Малтанах сăмах Николай Угаслов илчĕ. Вăл пухăннисене çавра сĕтелте чăваш чĕлхипе тата культурипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сÿтсе явма, тăван чĕлхене аталантарма май паракан пулăмсене палăртса республика пуçлăхĕ умĕнче тăратма хатĕрленме ыйтрĕ. Президент хыççăн çавра сĕтелте ЧНК Ваттисен Канашĕн председателĕ Василий Шадриков сăмах илчĕ. Вăл уйрăмах республикăра наци кадрĕсене хатĕрлес ыйту çивĕч тăнине палăртрĕ.
Чăваш чĕлхин ăстаçисем паянхи кун чăваш чĕлхи шăпи çинчен пăшăрханса калаçрĕç. "Çÿлтисем пире итлеççĕ, анчах илтмеççĕ", - терĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ Тамара Артьемьев
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 2525 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 21.01.2016
| Рейтинг:
Çулталăкĕ çăмăл пулмарĕ пулсан та, 2015-мĕш çулта ЧНК курăмлă ĕçсем нумай турĕ. Раççейре – Литература, Чăваш Енре - К.Иванов Çулталăкĕ пулнă май, хамăрăн чылай ĕçе çак ятпа туса ирттертĕмĕр. Çу уйăхĕнче конгресс Слакпуçĕнче йĕркеленĕ анлă уяв пуриншĕн те асра юлмалла пулчĕ. Ку уявра хамăр республикăран кăна мар, регионсенчи чăвашсем те поэзи классикĕн Ивановăн тăрăхне çитсе пуç тайрĕç, унти асамлă сывлăшпа сывларĕç. Пушкăрт Республикине пысăк йышпа кайса килсе ытти халăхсене ырăпа тĕлĕнтертĕмĕр эпир.
Пĕтĕм Раççейри Чăваш Акатуйĕ, "Чăваш пики" конкурс тата ытти ĕç-пуç та сумлă иртрĕç тесе шутлатăп.
2015-мĕш çулта пĕтĕм Крым Республикин чăваш автономи пĕрлĕхне йĕркелеме пултартăм.
Экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăр, патшалăх укçисĕр, хамăр вăйпах чăваш культурине аталантармалли ырă ĕç-пуçсем чылай туса ирттеретпĕр, малашне те çакна тума май тупăпăр тесе шутлатăп.
2016-мĕш çула та Чăваш наци конгресĕ чылай ĕç-пуç тума палăртать. Хамăр республикăра – Ĕç çынни , Раççейре - Кино Çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ май, эпир те килес çул чăваш халăхĕн ырлăхĕшĕн, ăс-хакăлĕшĕн самай усăллă ĕçсем тума шутл
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 1112 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 30.12.2015
| Рейтинг:
Раштавăн 18-мĕшĕнче Наци библиотекинче Раççейри Литература çулталăкне, Чăваш Республикинчи Константин Иванов çулталăкне пĕтĕмлетсе уяв ирттерчĕç. "Вулакан Чăваш Ен" ятпа йĕркеленнĕ форума культура тытăмĕнче ĕçлекен çĕр-çĕр çын килсе курчĕ. Уява Мускав, Санкт-Петербург, Чĕмпĕр хулисенчи çыравçăсемпе библиотекарьсем хутшăнчĕç.
Форумра тĕрлĕ лапам ĕçлерĕ. "Паянхи обществăри литературăн пĕлтерĕшĕ" "çавра сĕтелре" çамрăк çыравçăсемпе поэтсен пултарулăхĕ тавра, яшсемпе хĕрсене кĕнеке, хаçат-журнал вулама епле илĕртмелли çинчен калаçрĕç. Лапама ЧР информаципе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов та хутшăнчĕ. Республикăра литература критикĕсем сахаллине шута илсе Мускава ятарласа вĕренме ямаллине палăртрĕ.
Миçе çын пăхнă: 917 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 21.12.2015
| Рейтинг:
2015 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче ЧНКн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.Ăна конгресăн Президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев уçрĕ. Вăл Чăваш наци конгресĕн вун икĕ комитечĕн йышĕнче Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ чи лайăххисен шутĕнче пулнине палăртрĕ.
Уйрăмах Геронтий Лукиянович Никифоров тата Юлия Елисеевна Анисимова яваплăха туйса тăрăшса вăй хунине асăнчĕ. Çак пархатарлă ĕçсемшĕн маларах асăннă комитет пайташĕсем ЧР Культура министерствин Хисеп хучĕсене илме тивĕçлĕ пулчĕç. Валерий Клементьев комитета çĕнĕ йышпа 2016-мĕш çулта татах та пуçаруллăрах ĕçлеме сĕнчĕ.
Комитет ĕçтешĕсем Раççейре Литература, Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкĕнче туса ирттернĕ ĕçсене пăхса тухса хак пачĕç.
Геронтий Никифоров чи курăмлă ĕçсенчен ЧР тата Раççей Федерацийĕн регионĕсенче 8-11 классенче вĕренекенсен хушшинче çамрăк çыравçăсен "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" пултарулăх конкурсĕ лайăх ирттнине, çĕр те утмăл пилĕк ачаран çĕнĕ ятсем тупнине палăртрĕ.
2016 çулта Чăваш наци конгресĕ ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен поли
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 844 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 21.12.2015
| Рейтинг:
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш ҫыравҫисем. Чувашские писатели» открыткӑсен пуххи кун ҫути кӑтартнӑ. Ун пек пухха унччен те пичетленӗ. Пӗрремӗш хут — 1998 ҫулта. «Унтанпа литература пӗрлӗхӗнче самай улшӑну пулса иртнӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш кӗнеке издательстви. Ҫакна издательство хӑш-пӗр ҫыравҫӑ «вулакансене ҫӗнӗ хайлавсемпе савӑнтарнипе», хӑшӗ «Чӑваш Республикин халӑх писателӗ» ятпа тивӗҫнипе сӑлтавлать. Ҫакна открыткӑсен ҫӗнӗ пуххинче йӑлтах шута илнӗ-мӗн. Материалсене Эдурад Фомин пухса хатӗрленӗ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне иртнӗ уйӑх вӗҫӗччен ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ректор пулма Сергей Савина шаннӑ.
Сергей Михайлович пирки институт сайтӗнче педагогикӑра тата ертсе пырас ӗҫре пуян опытлӑ тесе палӑртнӑ. Сергей Савин — педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
Ҫӗнӗ ректорпа юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Владимир Иванов коллектива паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ректорпа паллаштарма профиль министерствинчен министр ҫумӗ Светлана Петрова та пырса ҫитнӗ. Вӑл хӑй сӑмахӗнче Вӗренӳ институчӗн пӗлтерӗшӗ пирки асӑнса хӑварнӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ республикӑри вӗрентекенсен пӗлӗвне, вӗсен професси шайне ӳстерессипе, вӗренӳри ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлет.
Миçе çын пăхнă: 1592 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 03.11.2015
| Рейтинг: