Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:53
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2016 » Юпа » 23 » Улькка Элмен: Çырни - пурнăç çинчен шухăшланиех
    Улькка Элмен: Çырни - пурнăç çинчен шухăшланиех
    18:58
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    «Ма инçе-ши çăлтăрăм?..» /2001/, «Кая юлнă ÿкĕнÿ» /2002/, «Çирĕп чунлисем телейлĕ» /2010/, «Упраймарăм сана» /1-мĕш пайĕ, 2012, 2-мĕш пайĕ, 2015/ кĕнекесене вуланисем сăмах кам пирки пынине тÿрех ăнланса илчĕç пулĕ. Çапла, çапла, вĕсен авторĕ Ольга Геннадьевна кăçал тата тепĕр ĕçпе - «Сарă кĕпе» кĕнекепе, вăл Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленчĕ, - савăнтарчĕ. «Сарă кĕпе» повеçпе «Чечек çыххи» калав кĕнĕ унта. Паян сăмах шăпах асăннă кăларăм пирки пулĕ. Çапах вулакана Улькка Эльменпе паллаштарар-ха. Вăл Вăрнар районĕнчи Авшак Элменре кун çути курнă. Çывăхри Ярмушкари вăтам шкулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ. Унтан тăван районĕнчи Калининăри вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ, пĕр тапхăр районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра, Санарпуçри вăтам шкулта директор çумĕнче, район администрацийĕн тĕп специалистĕнче ĕçленĕ, «Капкăн» журнал редакцийĕнче те вăй хунă. Хальхи вăхăтра «Вăрнардорстрой» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ. Ольга Геннадьевна - Раççей Писательсен союзĕн членĕ.

    - Ольга Геннадьевна, пысăк тав сире çĕнĕ ĕçсемшĕн. Кĕнекене наччасрах вуласа тухрăм. Ăна шкулта аслă классенче вĕренекенсем валли çырнă пулсан та, çитĕннисене пырса тивекен ыйту та пайтах унта. Кĕнеке мĕнле çуралчĕ?

    - Пытармастăп: тĕрлĕ сăлтава пула ачасем валли нумай çырман эпĕ. Хамăн та ачалăх пулман пекех - 10 çултах тăлăха юлнă, тÿрех ĕçе пуçăннă. Икĕ çул каялла Шупашкартан шăнкăравларĕç, ачасем валли хайлав çырма сĕнчĕç. Сюжетне пуçран шухăшласа кăлармалла пулмарĕ. Шăп çав вăхăтра - Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем тытмалли тапхăрта - республикăра та, çавăн пекех çĕршывра та синкерлĕ пулăмсем сиксе тухрĕç. Экзамен тытайман темиçе ача хăй çине алă хунине пĕлтерчĕç. Çакă питĕ тарăн шухăша ячĕ. Пире, амăшĕсене, мĕн кирлĕ? Тĕпренчĕкĕмĕрсем тутă çÿрени, лайăх вĕренни, чирлеменни, йĕркеллĕ çи-пуç тăхăнни. Вĕсен чунне ăнланма тăрăшмастпăр та. Ку иккĕмĕш е тата виççĕмĕш вырăнта кăна мар-и?

    - Шăпах чи хĕрÿ вăхăтра шкулта вĕренекен Дашăн чĕрине кĕтмен çĕртен юрату çатăрласа илет. Уншăн савăнмалла пек кăна ĕнтĕ, анчах хĕре хăйсем чухăн пурăнни тарăхтарать. Темле майпа хăвăрт пуйнă çынсен ачисем сăпайлăскере пĕрмай ура хураççĕ, элек сараççĕ. Пысăк инкек килсе çапас хăрушлăх тухса тăрать... Повеç вулакана тÿрех «тыткăна» илет.

    - Пурнăçра пĕчĕк пулăмсенчен сыхланмалла, мĕншĕн тесен чармасан, ыйтăва татса памасан кайран вĕсем çынна пысăк инкек патне илсе çитерме пултараççĕ. «Сарă кĕпере» çакна каласшăн пултăм эпĕ. Кунта пĕтĕм ĕç сарă кĕпе тавралла пулса иртет.

    - Ялти хĕрарăмăн тĕпренчĕкĕсемпе чунне уçса калаçса ларма вăхăчĕ те çукрах. Ялан ĕç унăн... - Ĕне суса выльăх пуçтарасси, пахча лартса çимĕç туса илесси - пархатарлă ĕç-ха. Вĕсем тăрантараççĕ пире, анчах чи хакли - пирĕн ачасем. Ывăл-хĕр мĕнле çулпа каясси, мĕнле пурăнасси пирĕнтен ытларах килет. «Сарă кĕпере» те Дашăна пĕртен-пĕр аслăмăшĕ кăна ăнланма тăрăшать, май килнĕ таран пулăшать, анчах вăл та часах çĕре кĕрет. Амăшĕ те ачисемшĕнех ăшталанать-ха, ăна тăвать, кăна... Яланах ĕçлĕ, вăхăт çук. Ачана вара çак самантра канăçсăрлантаракан ыйту кайран кирлĕ те пулмасть. Çапла майпа эпир вĕсене хамăрах тĕксе яратпăр. Кайран çитĕнеççĕ те пире ăнланмаççĕ тетпĕр, ачасем инкек патне пырса тухнинчен тĕлĕнетпĕр. Çемье ĕмĕрлĕх, ĕç вăхăтлăх, пенсие каятпăр та - вăл пирĕн хыççăн та юлать.

    - Тавах сире «Сарă кĕпери» Дашăна чĕрĕ хăварнăшăн.

    - Эпĕ çапла тунă тăк - çакă тĕрĕс тени пулĕччĕ. Усал пулăмсем - хăйсем çине алă хурасси - ăнланманлăхран килет. Темĕнле йывăр ыйтăва та татса пама май пур. Этемĕн пурнăçра виçĕ хуйхă пулать: чи çывăх çын вилни, сиплеме май çук чирпе чирлени, хăвăн хыççăн ăру хăварайманни. Ыттисемшĕн макăрса ларма кирлĕ мар, малалла талпăнмалла, йывăрлăхпа кĕрешмелле. Юрату пирки çапла каланă пулăттăм: пĕр çынна кумир тума кирлĕ мар, ун пек лайăх çынсем çĕр çинче татах пур. Юратушăн вилекен нумай пулнă, анчах илемлĕ литературăра та, пурнăçра та пĕр çынпа юрату ăнмасан тепринпе çемье çавăрса телей куракан темĕн чухлех. Сăмахран, хамăн юлташ хĕрĕн савнине тантăшĕ çавăрчĕ, унтан качча илтерттерчĕ. Тантăшăм ухмаха тухасла йĕчĕ, йĕчĕ... «Тăхта, пурăнса пăх-ха, тен, сана унран Турă хăтарчĕ, - тетĕп.

    - Вăл сана мар, тантăшна качча илни ахальтен мар, апла сирĕн юрату пулман». Халĕ тав тăвать мана: «Сана итлемен пулсан хампа тем тунă пулăттăм», - тет. Лешсем йĕркеллĕ пурăнмаççĕ иккен, кашни кун харкашаççĕ. Çын куççулĕ çинче телей тăваймăн тесе тĕрĕсех калаççĕ. ППЭ патне таврăнар-ха. Ăна, паллах, тытмалла, анчах уншăн чи кирлине - пурнăçа татни - пысăк çылăх. Пурте ăсчах пулаймастпăр. Механизатор та, выльăх пăхакан та кирлĕ. Аслă пĕлÿллисем те пурте хăйсен профессийĕпе ĕçлемеççĕ. Пирĕн ĕçре те пур ун пеккисем. Ачасене вăйпа, макăрта-макăрта вĕрентни усă кÿмĕ. Тен, вăл пулас футболист, артист? Шкулта икĕ çул ларнисемех паян бизнесра ăнăçлă аталаннине пĕлетĕп.

    - «Чечек çыххи» калаври ачасем шăпах çав ретрен пулас?

    - Унти сăнарсене чăн пурнăçран илнĕ. Шкулта ĕçлеттĕм ун чухне. Пĕр вĕрентекен валли чечек çыххи туянма район центрне каймалла. Çанталăк çумăрлă, сивĕ. Çиччĕмĕш класри çилхăван Юркка тата унăн икĕ тусĕ /кусем те унран кая мар/ килĕшрĕç. Шанма юрать-и вĕсене? Вăхăтра çаврăнса çитĕç-и? Çакă вĕсене класс умĕнче шанăçа кăлармаллискер пулнине шута илсе килĕшрĕм. Каялла таврăниччен питĕ пăшăрхантăм паллах. Паян та çав ачасене куратăп. Вĕсем хăйсене ирĕклĕ тытаççĕ, шухăшĕсене уççăн палăртаççĕ. Мăшăрăм çĕре кĕрсен шăнкăравласа, ĕçе пырса хурланнине палăртрĕç. Тĕлĕнтĕм.

     - Ачасене шанмаллине палăртасшăн пулнă ĕнтĕ калавра?

     - Вĕсен те чунĕ ыратать. Енчен те эпир ачасене ăнланмасăр кÿрентеретпĕр, тарăхтаратпăр - тепĕр çулпа та пăрăнса кайма пултараççĕ. Сана шанаççĕ тĕк - малалла пĕрле талпăнаççĕ. Тата килте те ăнлану кирлĕ.

    - Хальхи вăхăтра мĕн çыратăр?

    - Мана тепĕр ыйту - Интернет саманинче пĕр-пĕринпе калаçса хутшăнманни - питĕ канăçсăрлантарать. Çырма пуçланă ĕнтĕ, анчах ĕç малалла каяймасть- ха. Пиçсе çитеймен ахăр ун валли. Çав вăхăтрах «Упраймарăм сана» романăн виççĕмĕш пайне пуçăнма пĕтĕмпех хатĕр. Юлашки пилĕк çулта тем те куртăм, тÿсрĕм. Хам та шăпах çав «шурлăхра» ишетĕп.

    - Хĕрарăм ертÿçĕ пулма йывăр-и?

     - Эпĕ нихăçан та, темле усал тĕлĕкре те строительство организацине ĕçлеме каясси пирки шухăшламан. «Упраймарăм сана» хайлавăн виççĕмĕш пайĕ шăпах çавăн çинчен пулĕ. Унăн пĕрремĕш пайне çырса пĕтернĕ кун упăшка вилчĕ. Тĕрĕссипе, произведенири Машăна пурнăçран уйăрас шухăш та пурччĕ малтан. Иккĕмĕшне çырма лартăм та - хам шăпах унăн вырăнĕнче пулса тăтăм. Вулакансем те Машăна хĕрхеннине пĕлтерчĕç, хам та çапла шухăшларăм: упăшка вилчĕ, манăн та пурнăçпа сывпуллашмалла-и? Манăн ачасем, мăнуксем пур. Мансăр вĕсене тата та йывăр килĕ. Маша вырăнĕнче темшĕн хама куратăп. Манăн çапла калас килчĕ: пурнăçра чĕркуçленме те, упаленме те тивĕ, анчах чи кирли - çавна çĕнтерсе ура çине тăрса малалла утса кайни. Çапла тума хевте çитермелле. Тăрăшакана Турă та пулăшать.

     - Ертÿçĕ тилхепине тытнă пĕрремĕш куна тата паянхине танлаштарсан мĕн каланă пулăттăр?

     - Пĕрремĕш планеркăна нихăçан та манас çук. Çул-йĕр строительствипе çыхăннă пĕр термина та, вăл е ку сăмах мĕне пĕлтернине те пĕлмен вĕт. Таçта тухса тарас килнĕ пулсан та хама алла илтĕм: эпĕ мар тăк кам? Халĕ хăнăхрăм, пенсие тухрăм, анчах ĕçлеме пăрахас килмест.

     - Кăçал мĕнле ĕçсем пурнăçларăр?

     - Икĕ çула - Упнерпе Вăрманкас ялĕсенче - хута ятăмăр. Районти 119 çухрăма тытса тăратпăр. Ĕçе хамăр шутпа тумалли йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Малтан ĕçне пурнăçламалла, кайран тин укçине тÿлеççĕ.

    - Ачăрсем те ашшĕ çулĕпех утаççĕ-и?

    - Ывăлпа Алексейпе икĕ хĕр те Настьăпа Катя, кĕрÿ те пĕрлех ĕçлетпĕр. Алексей малтанах çул- йĕр строительствин институтĕнче вĕреннĕччĕ. Хĕрĕмсем кайран, шăпах кунта кирлĕ специальноçсемпе, çĕнĕ дипломсем илчĕç. Манăн сакăр мăнук. Тата икĕ «кайăк» килессе кĕтетпĕр. Çĕнĕ чун килни - чи пысăк пуянлăх. 

    Надежда СМИРНОВА.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 970 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)