Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:57
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2016 » Утă » 6 » «Эткер» кану лагерĕ уçăлчĕ
    «Эткер» кану лагерĕ уçăлчĕ
    21:07
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрерствин хушăвĕпе уçăлнă «Эткер» кану смени малалла тăсăлать. Ачасем Шупашкарта пысăк экскурсире пулчĕç. Чăваш тĕррин музей.нче ĕçлекенсем ачасене хапăл туса кĕтсе илчĕç, чăваш тĕрри çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Тĕрĕре халăх йăли-йĕрки, унăн аваллăхĕ сыхланнине палăртрĕç. Курмалли-тĕлĕнмелли ачасемшĕн чылай пулчĕ. Тĕрĕ музейĕ хыççăн çамрăксем К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейне çитрĕç. Музейра ачасемпе Светлана Асамат, Михаил Краснов, Валерий Туркай поэтсем тĕл пулчĕç. Вĕсем хайсен сăввисене вуларĕç, кĕнекисене парнелерĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç.

    Курмалли, çĕнни тупăнсах пычĕ: ачасем Анне палăкĕ умĕнчен иртсе кайса Ведени чиркĕвĕн архитектурине сăнарĕç, Ехрем хуçа çуртĕнче вырнаçнă ÿнер музейĕпе паллашрĕç. Çав вăхăтрах юрату сăмсахĕ те ачасене хăйĕн ытамне чĕнчĕ.

    Канакан ачасем валли ăста урокĕсем иртеççĕ. Муркаш районĕн  Калайкасси ялĕнче пурăнакан Мазуркин алă ăсти патĕнче хăнара пулни асра юлчĕ. П.Я. Мазуркин – йывăçран касса илемлетекен ăстаçă, тĕрлĕ ĕçе пултарать: юрă юрлать, тĕрлĕ инструмент ăсталать, кĕсле, шăхлич калать, шакмак шаккать. Зинаида Васильевна та пушă алăпа килмен. Унăн çÿпçинче _ тухья, ум çакки, хушпу, масмак тата чĕнтĕрлесе çыхнă сĕтел çине сармалли салфеткăсем, тĕрленĕ япаласем. Çак япаласене ачасем куçпа курнисĕр пуçне, хăйсен аллипе те тытса пăхрĕç, эреш касрĕç, тĕрĕ тĕрлерĕç.

    Поэзи кунне Альбина Юратупа Раиса Сарпи сăвăçсем тата Андрей Кузнецов юрăç хăйĕн пĕчĕк ывăлĕпе килчĕç.

    Альбина Юрату çамрăксене сăвă виçипе паллаштарчĕ, рифмăсем тума вĕрентрĕ. Раиса Сарпи хăйĕн сăввисемпе тăван киле, атте-аннене, тăван чĕлхене, тăван халăха юратма, хисеплеме чĕнчĕ.

    Андрей Кузнецов юрăç вара хăйĕн юррисемпе тыткăнларĕ, пĕчĕк ывăлĕпе пĕрле чăвашла та, вырăсла та юрларĕ, ачасене те юрлаттарчĕ.

    Ачасем хаваслăн алă çупрĕç, асăнмалăх парнеленĕ хаçат-журнала тăван кĕтесе çитсен кăтартма пуçтарса хучĕç.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 882 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)