Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 21:01
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2016 » Утă » 21 » Вĕрентекен пулмах çуралнă
    Вĕрентекен пулмах çуралнă
    10:53
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    «Шкул ачине мухтани учительшĕн чи пысăк савăнăç», - тенĕ Шарлотта Бронте. Паллах, вĕрентекенĕн ĕçне хаклани те ачасен питĕнче йăл кулă çуратмаллах. Эппин, пĕлÿ тĕнчине ертсе каякан çын ахаль тăрăшмасть. Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназири чăваш чĕлхипе литературин учителĕ Нелли Краснова çитĕнĕвĕнче шкул ачисен тÿпи те пурах. Çак кунсенче РФ Президенчĕн «Вĕрентекенсене укçан хавхалантарасси çинчен» хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри 10 педагог 200-шер пин тенкĕ премие тивĕçнĕ. Нелли Анатольевна та çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Ăна çак савăнăçлă хыпарпа чылайăшĕ саламлать пулин те вăл çак хисепе тивĕçнине халĕ те ĕненмест. «Ку укçапа епле усă куратăн?» - ыйтаççĕ унран тăванĕсем. Нелли Анатольевна хальлĕхе нимĕн те палăртман-ха.

    Нелли Анатольевна алла илнĕ профессийĕпе ĕçлеме тытăннăранпа 19 çул. Çак тапхăрта вăл чăваш чĕлхипе литературин, ют чĕлхесен вĕрентекенĕ те пулнă. Харăсах икĕ çĕрте тăрăшнă, пачах çăмăл мар. Хальхи вăхăтра учителĕн ачана вĕрентнипе çеç çырлахмалла мар-çке-ха. Кружок ертсе пымалла, шăпăрлана тĕрлĕ конференцие, конкурса, олимпиадăна хутшăнмашкăн хатĕрлемелле… «Вырăссем: «Вĕлле хурчĕ пек тăрăшмалла», - тейĕччĕç. Чăвашсем вара ĕçчен çынна пăрчăканпа танлаштараççĕ. Паянхи вĕрентекенĕн шăпах çавнашкал пулмалла», - йăл кулса калаçрĕ лауреат. Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмра çуралса ÿснĕ Нелли Анатольевна ачаранпах учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Ку шухăша пурнăçа кĕртме ăна пĕрремĕш тата ют чĕлхесен вĕрентекенĕсем çунат хушнă. Ашшĕн йăмăкĕсем педагогра тăрăшни те хăйĕн тÿпине хывнă-тăр. Пике Канашри педагогика колледжĕнче ăс пухса пуçламăш классене вĕрентекен специалист пулса тăнă. Тÿрех ĕçе вырнаçман вăл, ача çуратнă хыççăн декрет отпускне кайнă. Шăпа ăна Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназие илсе çитернĕ.

    - Кунта 1997 çулта вырнаçрăм. Çав тапхăрта республикăра кĕçĕн классен учителĕсем çителĕклĕччĕ. Специальноçпа ĕç тупма питĕ йывăрччĕ. Колледжра чăваш уйрăмĕнче вĕреннĕрен чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕнче тăрăшма тытăнтăм. Çавăн чухнех куçăн мар майпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра пĕлĕве тарăнлатрăм. 2015 çулччен ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентрĕм. Халĕ лару-тăру улшăнчĕ: шкулта кĕçĕн классемпе ĕçлекен педагогсем çитмеççĕ. Пĕлтĕр çеç Шупашкарта - 60, Çĕнĕ Шупашкарта 30 вĕрентекен вырăнĕ пушăччĕ. Мана пуçламăш классене ертсе пыма сĕнсен турткалашса тăмарăм, - каласа кăтартрĕ педагог.

    Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче унăн шăпăрланĕсем 2-мĕш класа кайĕç. Вăтам классене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмешкĕн те Нелли Красновăна сехет уйăрнă. Хальхи ачасем 10-20 çул каяллахинчен уйрăлса тăраççĕ-и? Кун пирки вĕрентекен мĕн шухăшлать- ха?

    - Самана улшăннине кура ачасем те урăхла. Халĕ çĕнĕ технологисен вăхăчĕ. Унччен ачан реферат, доклад хатĕрлемешкĕн библиотекăра ларма тиветчĕ, паян пĕлÿ çăлкуçĕ алă айĕнчех: Интернетра йăлтах тупма май пур. Пĕр енчен, ку питĕ меллĕ. Çапах çак информаци тинĕсĕнче çухалса кайма та пулать. Учителĕн çак ĕçе йĕркелемелле, ачана кирлĕ çулпа ертсе каймалла. Çĕнĕ технологисем аталаннине кура ачасен ĕçлес туртăмĕ чакнине асăрхатăн. Вĕсем хатĕррипе усă курма хăнăхаççĕ, - шухăшне палăртрĕ Нелли Краснова. Вăл вырăс шкулĕнче ĕçлет. Кунта тĕрлĕ халăх ачи ăс пухать. Вĕсене вырăс шкулĕсем валли хатĕрленĕ кĕнекесемпе вĕрентеççĕ. Паллă ĕнтĕ, тĕрлĕ халăх ачине урăх чĕлхене ăса хывмашкăн çăмăл мар. Вĕрентекен мĕнлерех мелсемпе усă курать-ха?

    - Паллах, чи малтан ачана культурăпа, йăла-йĕркепе паллаштармалла. Вĕсене йăлари калаçăва та пулин ăнланма вĕрентмелле. Паллах, пурте шăтăртаттарса калаçма хăнăхаймаççĕ. Тĕслĕхрен, шкулта акăлчан чĕлхине ăса хывакансем 5 çула яхăн вĕренеççĕ пулин те вĕсен 10 проценчĕ, тен, сахалрах та, акăлчанла калаçаять. Чăваш чĕлхипе те çаплах. Çемьере чăвашла хутшăнсан, куллен калаçсан чĕлхене тĕшмĕртетĕнех. Унашкал май çуккисем вара чĕлхене ăса лайăх хываймаççĕ. Апла пулин те çын çинчен ыйтса пĕлме, калаçу мĕн çинчен пынине ăнкарма пултараççех тесе шухăш латăп. Турцире каннă ачасенчен чылайăшĕ турккăсен калаçăвĕнче чăваш сăмахĕсене илтнине пĕлтерет. «Паллакан сăмах нумай, хăш-пĕрне ăнланатпăр», - теççĕ вĕсем, - сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. Хальхи вăхăтра урăх халăх ачисем чăваш чĕлхине ют чĕлхе пек ăса хываççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хушшинче пепкисене чăвашла вĕрентни кирлех маррине илтме пĕрре мар тÿр килнĕ. Мĕн пытармалли, чăвашсем те ачисене тăван чĕлхепе калаçтарасшăн мар. Ахăртнех, çакă кирлĕ пулмасса шанаççĕ. Нелли Анатольевна шухăшĕпе, ку йăнăш, кирлĕ мар предмет çук.

    - Ăна ăса хывнă чухне шухăшлав аталанать, çын лайăхрах астуса юлать. Калăпăр, эпĕ шкулта физика вĕреннĕ. Çутă ламппине лартма, пăрса кăларма пĕлетĕп. Хăй вăхăтĕнче пур предмета та «5»- лĕх вĕреннĕ эпĕ. Ку мана тавракурăма анлăлатма май панă. Ăса хывнин пĕр пайĕ те пулин пуçра тăрса юлнах. Кашни ачан чун туртăмĕ расна, вăл е ку предмета килĕштерет, çав вăхăтрах теприне йышăнаймасть. Чăваш юнĕллĕ çынсем чĕлхе кирлĕмарлăхĕ пирки калаçни пăшăрхантарать паллах. Унашкаллисем ăс-тăн енчен сывах мар тесе шухăшлатăп, - палăртрĕ вĕрентекен. Район центрĕсенче те чăваш чĕлхине ют чĕлхе пек вĕренме тытăнни кулянтарать ăна. Ялсенчи çитĕнекен ăру амăшĕн сĕчĕпе куçнă чĕлхепе пуплеме пăрахсан мĕн патне çитĕпĕр-ши?

    Вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли кĕнекесем икĕ тĕрлĕ. Нелли Анатольевна Иван Андреевăн программипе ĕçлет. Унăн кĕнекисене çĕнетсе кăларас ĕçе хăй те хутшăнать. Халĕ 5-мĕш, 6-мĕш классем валли учебниксем хатĕрленĕ. Кăçалхи çурла уйăхĕнче 7-мĕшсем валли кун çути курĕ.

     - Çак кĕнекесене кивĕ учебникри материалсене те кĕртнĕ. Унсăр пуçне паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнă. Малтанхипе танлаштарсан, ÿкерчĕксем ытларах. Тĕп тĕллев - унчченхи никĕсе сыхласа хăварса пирĕн республика çинчен анлăрах материал парасси. Хальхи ачасем тăван ен культурине вĕренеççĕ-ха, анчах уйăрнă сехетсем сахал. Хăш-пĕр шкулта кунашкал предмет пачах çук. Чăваш чĕлхи урокĕ пулмасан хамăр республика çинчен ытларах ăçтан пĕлĕç? - хăйĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ вĕрентекен. Нелли Анатольевна каланă тăрăх, чылай учитель кĕнекесене ырлать, вĕсемпе ĕçлеме çăмăл пулнине палăртать. Акă çĕнĕ технологисем аталаннине кура учебниксене хăйне евĕр хăнăхтарусем кĕртнĕ. Сăмахран, ачасене саламлă çырупа паллашма сĕнеççĕ. Вăл - пĕр соцсетьри диалог. Унта чăвашла калаçакансем хутшăннă. Ачан ку çырупа паллашмалла, ăна хăш соцсетьрен илнине ăнлантармалла. Çак çĕнĕлĕх Интернетра та чăвашла «калаçма» май пуррине кăтартса парать. Нелли Краснова ертсе пыракан пысăк проектсенчен пĕри - гимназире тухса тăракан «School- инфо» хаçат. Çак ĕçе вăл 6 çула яхăн хутшăнать. Малтанах вырăс чĕлхин учителĕпе пĕрле редактор тивĕçне пурнăçланă. Халĕ Нелли Анатольевна пĕчченех. Апла пулин те ăна шкул ачисем - çамрăк корреспондентсем - пулăшса пыраççĕ. Çак проектпа вĕсем республикăра çеç мар, Раççей шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Ăна шкул прессин реестрне те кĕртнĕ. Кăçал çак портал ирттерекен конкурсра «School- инфо» Чăваш Республикинчен хутшăннă пĕртен-пĕр лауреат пулса тăнă. Шкул хаçачĕсен «Стен- газета.ру» пĕрлешĕвĕ йĕркелекен ăмăртура гимнази хаçачĕ 2 çул умлăн-хыçлăн çĕнтернĕ. Малтанхи тапхăрта кăларăмра чăвашла тухса тăракан рубрика та пулнă. Пăрахăçланăскере çĕнĕрен «чĕртесси» пирки шухăшлаççĕ. Хаçатра пичетленекен ачасен йышĕнче журналистика çулĕпе каякан та пур. Акă Ксения Волченкова республикăри пĕр хаçатра ĕçлет. Куншăн, паллах, савăнмалла. Нелли Анатольевна ертсе пыракан «Журналист ăсталăхĕ» кружок тÿпи те пысăк. Вĕренекенсене чăваш чĕлхин олимпиадине те хатĕрлемелле. Учитель тăрăшнипе ачасем республика шайĕнче призерсен йышне кĕнĕ. Килте те чăвашла пуплеççĕ Нелли Анатольевна РФ Президенчĕн премине илмешкĕн документ пĕлтĕр те тăратнă. Унта юлашки 3 çулта мĕнлерех ĕçсем тунине палăртнă. Кăçал вара ăна ăнăçнă. «Премие илес тесен пур енлĕн аталаннине кăтартмалла», - терĕ вĕрентекен. Чăннипе, вăл лауреат ятне илтмешкĕн тивĕçлех. Пăрчăкан евĕр ĕçченскер ачана тĕрĕс воспитани пама, чăвашлăха юратма пулăшать. Унăн çемйинче те тăван чĕлхе яланах янăрать. Мускавра университетра вĕренекен ывăлĕпе чăвашлах калаçать амăшĕ. Çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакан каччă тăван чĕлхине манмасть. - Ачана пĕчĕкренех чăвашла пуплеме хăнăхтармалла. Шăпах çак тапхăрта вĕсем 5-6 чĕлхе ăса хывма пултараççĕ. )нер шкулĕнче ĕçленĕ чухне 3 çултисене акăлчанла вĕренме илсе пыратчĕç. Пĕррехинче 2 çул та 10 уйăхри хĕр пĕрчи килчĕ. Тĕлĕнмелле те, вăл чĕлхене аслăраххисенчен лайăхрах тĕшмĕртетчĕ, - каласа кăтартрĕ Нелли Анатольевна. Педагог шухăшĕпе, чăвашлă- ха упрас тесен кашни çыннăн тăрăшмалла. Учитель çеç тăрăшни çителĕксĕр, йăлтах хамăртан пуçласан çеç тăван чĕлхе малашлăхĕ çутă килĕ.

    Ирина КОШКИНА ("Çамрăксен хаçачĕ"). 

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1014 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)