Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 17.05.2024, 14:03
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Тутарстан Республикинче ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ тата Раҫҫей халӑх шкул ачисен иккӗмӗш вулавӗ иртнӗ. Ӑна Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи тата «Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ» хысна учрежденийӗ йӗркеленӗ.

    Юпан 28-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулине ҫичӗ халӑх (вырӑс, тутар, пушкӑрт, чӑваш, мари, удмурт тата ирҫе-мӑкшӑ) ывӑл-хӗрӗ пуҫтарӑннӑ. 600 ытла ӗҫрен 94 шкул ачин ӗҫӗ малтанхи тапхӑрта ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ. Вырӑс, тутар, чӑваш халӑх ачисем уйрӑм секцисем тӑрӑх пайланса ӗҫленӗ.

    Ҫак сумлӑ конференцие Чӑваш Республикинчен виҫӗ вӗренекен йыхрава тивӗҫни пирки Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ пӗлтерет. Вӗсен шутӗнче Шупашкар районӗн Тутаркасси вӑтам шкулӗн 10-мӗш класс вӗренекенӗ Марина Васильева (вӗрентекенӗ — А.В. Ишова), Кӑшавӑш вӑтам шкулӗн 11-мӗш класс вӗренекенӗ Татьяна Карамаева (вӗрентекенӗ — Е.А. Майков) тата Шупашкар хулин 59-мӗш шкул вӗренекенӗ Екатерина Антошина (вӗрентекенӗ — Е.Л. Чернова) пулнӑ. Чӑваш филологи секцинче чи маттуррисем 12-ӗн тупӑшнӑ. Кунта Тутарстанта чӑвашла тӑрӑшса вӗрен ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1507 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.11.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ йӗркеленипе Геннадий Волковэтнопедагога асӑнса «Ылтӑн cӑпкa» ятлӑ пӗтӗм Раҫҫейри пӗрремӗш этнокультура форумӗ иртнӗ.

    Унта Калмӑк патшалӑх университечӗн кафедра пуҫлӑхӗ Аркадий Панькин, унти профессор, педагогика наукисен докторӗ Светлана Белова, Воронежри архитектурӑпа строительство университечӗн дизайн кафедрин профессорӗ Елена Губанова, Раҫҫейри тата хамӑр патри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе вӗрентекенсем тӗрлӗ семинарпа ӑсталӑх ypoкӗ йӗркеленӗ.

    Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти 62-мӗш шкулта Раҫҫейри ӑсчахсемпе вӗрентекенсем ӑсталӑх ypoкӗceмne семинарсем ирттернӗ. Унта «Хавхалану» ятпа Раҫҫейри пӗрремӗш фестиваль-конкурс иртнӗ.

    Teпӗp кунне форум культурӑпа ӳнер институчӗнче тӑсӑлнӑ. Унта «Хальхи вӑхӑтра этнопедагогика мелӗпе халӑх культурине сыхласа хӑварасси» темӑпа пӗрремӗш наукӑпа практика конференцийӗ иртнӗ.

    Конференцие хутшӑннӑ ЧНК президенчӗ Николай Угаслов Геннадий Волковӑн эткерлӗхне упранӑшӑн тав тунӑ.

    ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 918 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.11.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш Енре демографи лару-тарӑвӗ япӑх темелле мар. Ку енӗпе пӗлтӗр республикӑра хӑйне евӗр ҫитӗнӳ те пулнӑ: ҫуралнисен йышӗ вилнисенчен нумайрах пулнӑ. Ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ ун валли ят шырать. Халӗ паллӑ ӗнтӗ мӗнлерех ятсем анлӑ сарӑлни: Анастасия, Мария, София, Елизавета, Виктория… Арҫын ачасене ытларахӑшӗ Максим, Кирилл, Роман, Егор ят хурать. Республикӑра ачасене тӗне кӗмен чӑвашсен ятне паракансем те пур. Ку хутран-ситрен ҫеҫ тӗл пулать. Ҫапах ку та темӗн пекех…

    Чӑваш Енре 2013 ҫул уйрӑмах интереслӗ пулнӑ темелле. Ун чухне ашшӗ-амӑшӗ ачисене чылай ҫыншӑн тӗлӗнмелле ят хунӑ. 2012–2013 ҫулсенче Илемпи, Синерпи, Пинерпи, Пинеслу, Салампи ҫуралнӑ.

    Тӗрӗссипе, ку ятсем тӗлӗнмелле мар. Аслӑ ӑрурисем вӗсене астӑваҫҫех. Ҫамрӑксемшӗн ҫеҫ урӑхла пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем. Тӗнче тетелӗнчи пӗр ҫӑлкуҫран вуласа пӗлнӗ тӑрӑх, чӑваш хӗрӗсен ятӗнчи –ПИ тӗрӗксен «бике» сӑмахне ҫывӑх. Чӑвашла ӑна «пике» тесе вуламалла. Тюркологсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, малтан ҫапла хӗрарӑма хисеплесе чӗннӗ. Кайран вара –ПИ ятсене кӗнӗ. Тӗслӗхрен, «Пинерпи& ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 768 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.11.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Юпа уйӑхӗн 28-31-мӗшӗсенче Мускавра тӑван чӗлхене вӗрентекен учительсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Ӑна федерацин тӗллевлӗ программине тӗпе хурса ирттернӗ.

    Конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Куҫӑн мар майпа иртнӗ тапхӑрта 43 регионти 182 заявкӑна суйланӑ та икӗ ӗҫе хакланӑ: «Мои методические находки» эссене тата уроксен планӗсене.

    Иккӗмӗш тапхӑр витӗр тухнӑ 75 ҫӗнтерӳҫе — 40 финалиста тата 35 хутшӑнакана — куҫӑн майпа иртекен тапхӑра чӗннӗ.

    Икӗ куна тӑсӑлнӑ конкурсра Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан, Макшӑ, Удмурт, Коми республикисен, Тверь, Мускав, Питӗр хулисен, Ханты-Манси автономи округӗн, Кабардин-Балкар, Карели республикисен, Байкал тӑрӑхӗнчи, Ставрополь крайӗнчи, Калуга, Кемӗр, Орел, Омск, Новосибирск, Ӗренпур, Воронеж тата ытти облаҫри педагогсем ӑсталӑхне кӑтартнӑ.

    Чӑваш Республикинчен Шупашкарти 43-мӗш шкулти Светлана Тяхмусова, Куславккари 3-мӗш шкулти Валентина Ефимова, Канаш районӗнчи Сухайкасси шкулӗнчи Валентина Иванова кайнӑ. Вӗсем чӑваш чӗлх ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 625 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.11.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнчеИ.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчеисторипе филологи факультечӗ 85 ҫул тултарнӑ ятпа уяв иртнӗ.

    Факультет ҫaк тапхӑрта чӑваш чӗлхипе литератури, истори тата вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентекенсен темиҫе-темиҫе ӑрӑвне хатӗрлесе ҫитернине палӑртнӑ май Чӑваш наци конгресӗнПрезидиумӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров вӗсен йышне М.Я. Сироткин, И.А. Андреев, Н.П. Петров, Г.Е. Корнилов, В.И. Сергеев Л.П. Сергеев, М.Ф. Чернов профессорсен, В.И. Котлеев, Е.Ф. Васильева, А.Е. Горшков, А.С. Канюкова, С.П. Юшков доцентсен ятне асӑнса хӑварать. Уявра, сӑмах май, вӗсене пурне те аса илнӗ.

    Уява пухӑннисене Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн Н.Ф. Угасловӑн ӑшӑ саламне конгресс хастарӗ Геронтий Никифоров вуласа панӑ. Вӑл Н. Угаслов ячӗпе факультета чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе пысӑк ҫитӗну тунӑшӑн тата тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентес ӗҫpu ҫитӗнӳсемшӗн тав тунӑ, конгресӑн Хисеп хутне чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин ӗҫченӗсене А.И. Мефодьева, Е.А. Андреевӑна тата Т.В. Денисовӑна парса хавхалантарнӑ.

    ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 657 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.11.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Республикăра авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 11-мĕшĕччен «Нарспи сăнарне эпĕ мĕнле ăнланатăп» («Образ Нарспи – глазами современного школьника») ятлă сочинени конкурсĕ иртрĕ. Сочинени конкурсне К.В. Иванов çулталăкне ирттермелли планпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Конкурсăн тĕллевĕсем – ачасен шухăшлавне, вулав туйăмне аталантарасси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси.

    Вуннăмĕш класра вĕренекенсем сочинени конкурсне малтан шкул, кайран район (хула) шайĕнче хутшăнчĕç. Республика тапхăрне 14 районтан тата 7 хуларан 55 сочинени тăратнă. Вĕренекенсем сочиненисене чăвашла та, вырăсла та çырма пултарнă. Ĕçсене жюри çак критерисене тĕпе хурса хакларĕ: сочинени панă темăпа шайлашса тăни, ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕ, ача хăйĕн шухăшне çыпăçуллă тата ĕнентерÿллĕ çырса пани, пуплев культури. Тарăн шухăшлă, тĕрлĕ стильпе çырнă сочиненисем пулни жюри членĕсене уйрăмах савăнтарчĕ. Ĕçсене жюри члĕнĕсем уйрăммăн пăхса вун икĕ ĕçе уйăрса илчĕç, пĕрле сÿтсе явса çĕнтерÿçĕсене икĕ номинацире палăртрĕç.

    Чăваш шкулĕсем хушшинче 1-мĕш вырăн Евдокимов Роман Николаев ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 805 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.11.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    В Чувашии установили среднюю величину прожиточного минимума на душу населения за II квартал текущего года. Она составила 8 591 рубль. Соответствующее постановление приняли на заседании правительства республики 9 сентября.

    Как сообщили «Правде ПФО» в пресс-службе Минздрава Чувашии, по сравнению с I кварталом прожиточный минимум увеличился на 2,9%, или на 239 рублей. По социально-демографическим группам населения его величина для трудоспособного населения равна 9 120 рублей (рост на 3,1%), для пенсионеров – 6 995 рублей (рост на 2,9%), для детей – 8 649 рублей (рост на 1,8%).

    В ведомстве также добавили, что на следующий год прожиточный минимум для пенсионеров планируют увеличить на 28,1%.

    Миçе çын пăхнă: 2644 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 09.09.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Ҫынсене мӗн пӑшӑрхантарать? Яланхи пекех — ӗҫ укҫи. Ара, укҫа-тенкӗсӗр лавккана кӗреймӗн, ҫемьене тӑрантараймӑн.

    Нумаях пулмасть Росстат Раҫҫейри регионсенчи ҫынсем мӗнлерех шалу илнине шутланӑ. Пирӗн Чӑваш Енри ҫынсен шалӑвӗ мӗнлерех-ши?

    Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑри ҫынсем, ҫӗршывӗпе илес тӗк, чи пӗчӗк шалу илекенсенчен пӗрисем шутланаҫҫӗ.

    Раҫҫейре вӑтам шалӑвӑн виҫи пӗчӗкех мар пек. Ку 33 пин тенкӗпе танлашать. Чӑваш Енре вара вӑтам шалу 20,8 пин тенкӗпе танлашнӑ. Дагестанри, Крымри, Кабардин-Балкарти, Ҫурҫӗр Осетири, Алтай тӑрӑхӗнчи ҫынсем Чӑваш Енрисем пекех ӗҫ укҫи илеҫҫӗ.

    Шалу хӑш регионсенче чи пысӑк пулни те паллӑ. Ямал-Ненецк округӗнче, Чукоткӑра тата Мускавра чи нумай укҫа илекенсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен вӑтам шалӑвӗ 80 пин тенкӗпе танлашнӑ, ҫавӑнпа вӗсем танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

    Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмӗшле илсен Раҫҫейре 8,8 процент шалу чакнӑ.

    Чă ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1908 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 08.09.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма кандидата тӑнисем хӑйсен тупӑшӗ пирки уҫӑмланнӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине вӗсем пӗлтерни тӑрӑх хакласан, чи пуянни Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев пулса тухнӑ, чи чухӑнни тивӗҫлӗ канури Валерий Сапожников.

    Михаил Игнатьев тӗп ӗҫ вырӑнӗнче 3,6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унсӑр пуҫне Михаил Васильевичӑн Перекет банкӗн 1,5 миллион тенкӗлӗх сертификат пур. Банкра унӑн 2 миллион тенкӗ ытла пур. Кунсӑр пуҫне Михаил Игнатьевӑн 5 ҫӗр лаптӑкӗ, 5 пӳрт, 1 хваттерте тӳпе пур.

    Либерал-демократсем кандидата тӑратнӑ Константин Субботин тӗп вырӑнта 3,9 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Банкри счет ҫинче 566,1 пин тенкӗ пур. Пурлӑха илсен унӑн Екатеринбургра гараж боксӗ пур.

    «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен кандидата тӑратнӑ Олег Николаев тӗп вырӑнта 2,2 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Банкри вклада пула 200 пине яхӑн тупӑш илнӗ. Счет ҫинче унӑн 2,2 миллион тенкӗ пур-мӗн, унӑн «ИНТЕР РАО ЕЭС» акционерсен уҫӑ обществин 15 пин акцийӗ, ҫӗр лаптӑкӗн 1/5-мӗш пайӗ тата Hyundai ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1691 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 19.08.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    2003 ҫулта вӑя кӗнӗ «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна ҫӗнӗ улшӑнусем кӗртесшӗн. Официаллӑ влаҫ органӗсен порталӗнче ку тӗлӗшпеулшӑнусен проектне вырнаҫтарнӑ.

    Саккуна чӑваш чӗлхин нормисене кам ҫирӗплетме пултарассине кӗртнӗ — ку ӗҫе Министрсен Кабинечӗ тӑвӗ. Унсӑр пуҫне референдум таврашне ирттернӗ чухне мӗнле чӗлхесемпе усӑ курассине палӑртнӑ. Малтанхи пекех — вырӑс тата чӑваш чӗлхисемпе усӑ курӗҫ, анчах та пӗр вырӑнта ытти халӑх ҫыннисем ҫӑттӑн пурӑнакан вырӑнта вӗсен чӗлхипе те усӑ курма пултарӗҫ. Анчах, хальхинче палӑртса хӑварнӑ — Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхи кӑна пулма пултарать тесе.

    Ҫӗнӗ улшӑнусенче референдум таврашӗн хучӗсене мӗнле чӗлхепе туса пырассине кӗртнӗ — ӑна валли вырӑс чӗлхине уйӑрнӑ. Чӑвашла е ытти чӗлхесемпе май пулсан кӑна усӑ курӗҫ. Суйлав пӗтӗмлетӗвӗсен протоколӗсене те вырӑсла ҫырма шухӑшлаҫҫӗ (май тупӑнсан ҫеҫ — чӑвашла та).

    Патшалӑх органне янӑ ҫырусем ҫине мӗнле чӗлхепе хуравламалли ҫинчен калакан статьяра та улшӑнусем пур. Кунта вара май ҫук пулса ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 2277 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 22.07.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Фоторепортаж

    Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ хăйĕн ĕç планĕпе килĕшỹллĕн, чăваш халăхĕн Тутарстан çĕрĕ çинчи историйĕн паллă вырăнĕсене çитсе курма палăртнăччĕ. Çав тĕллев халĕ чăннипех пурнăçланчĕ. Вăл Раççейри мĕнпур чăвашсен пысăк уявĕпе пĕрле килчĕ. Çавна май ЧНКан Тутар- станти Канашĕн председателĕ, Республикăн общество палатин членĕ К. Г. Яковлев йыхрав хучĕ ярса пачĕ. Кăçалхипе 9-мĕш хут иртрĕ Тутарстанри чăвашсен наци культурин автономийĕн ертỹлĕхĕ йĕркелекен уяв. Ăна ку хутĕнче те нефть уçлакансен Нурлат хулинче ирттерчĕç. Район администрацийĕ асăннă уява кайма ЧНКан Трак енри уйрăмĕн правлени членĕсене, чăвашлăха аталантарас енĕпе хастар ĕçлекен педагогсене, юрă-ташăра ят илнĕ пултарулăх ушкăнне ирĕк пачĕ. Çав йышра: З. Михайлова (вăлах делегаци ертỹçи), халăха вĕрентес ĕçре тăрăшакансем — В. Михайлов, Л. Тихонова, И. Федорова, халăх музыкин “Хавал” ансамбльте юрлакансем — Н. Никоноров, А. Алексеев, Н. Филиппова, С. Васильева, районти историпе тавра пĕлỹ музейĕн ĕçченĕ В. Тихонова ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1540 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 09.07.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Миçе çын пăхнă: 4061 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 29.04.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн И.Я. Яковлевӑн тӑван ялӗнче, Тутар Республикин Кӑнна Кушкинче, чӑваш чӗлхи кунне тата ял уявне анлӑн ирттернӗ.

    Кӑнна Кушкине Шупашкартан Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ С.Д. Казаков, Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен Канашӗн ертӳҫи В.Я. Щадриков, Президиум пайташӗ Г.Л. Никифоров, «Чӑваш ялӗ» комитетӑн ертӳҫи Э.К. Бахмисов, спорт комитечӗн ертӳҫи В.П. Васильев, ЧНК Ҫӗpnӳ, Красноармейски, Комсольски районӗсенчи уйрӑмӗсен ертӳҫисем, ЧНК ытти хастарӗ ҫитнӗ.

    И.Я. Яковлев Кӑнна Кушки кун-ҫулӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ял халӑхӗ ӑна паянхи кун та лайӑхпа асӑнать теҫҫӗ. Ялта ukӗ хутлӑ шкул ҫумӗнче - Яковлева асӑнса лартнӑ палӑк.

    Кӑнна Кушки шкулӗ халӗ Яковлев ячӗпе хисепленсе тӑрать. Шурӑ кирпӗчрен купаласа тунӑ шкул аякранах мӑнаҫлӑ курӑнса ларать, анчах унта 10-20 ҫул каялла чухнехи пек шавлӑ мар иккен: пӗтӗмпе те 17 ача вӗренет. "Ача йышӗ Кӑнна Кушки шкулӗн пуласлӑхӗ ҫupӗnex маррине кӑтартать. Унта Яковлев ятне упраса хӑварма интернат йышши 200-250 ача вӗренмелӗх лицей уҫсан тин шкулне сыхла ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1250 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 27.04.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Миçе çын пăхнă: 2987 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 15.03.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Аслă Çĕнтерĕве халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Чăваш наци конгресĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2015» акци ирттереççĕ. Вăл чăвашсем пурăнакан пур хулапа ялта 2015 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, эрне кун, иртмелле.
    Çак акцин тĕп тĕллевĕ – чĕремĕрсене çÿçентерекен вăрçă тематикисĕр пуçне пурнăç тÿпинчи чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕпе сумне тата малашлăхĕпе кирлĕлĕхне тепĕр хут аса илтересси, çак илемлĕ те арпашуллă тĕнчен кисревĕнче тăван чĕлхемĕре малалла упраса аталантарасси. 
    Задачисем:
    − чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
    − чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме майсем туса парасси.
    Хальхи вăхăтра асăннă диктант тексчĕн конкурсĕ пырать. Аса илтеретпĕр: иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер тата ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Марина Карягина хатĕрленĕччĕ.
    Хатĕр текстсене Чăваш патшалăх гумани ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1588 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 04.03.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗн эмблемине суйламашкӑн конкурс ирттернӗ. Ҫак кунсенче, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, унӑн ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ.

    Конкурс раштав уйахӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 4-мӗшӗччен иртнӗ. Унта вӗренекенсем, культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсен ӳнер ӗҫченӗсем, аслӑ шкулсен студенчӗсем 24 ӗҫ ярса панӑ.

    Конкурса ярса панӑ ӗҫсенчен нихӑшне те конкурс ыйтнине тивӗҫтерменни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫавах та комисси ярса панӑ ӗҫсенчен пӗрине сӗннӗ. Ку вӑл — Чӑваш наци музейӗн дизайнерӗ А.А.Поляков ӑсталанӑ ӗҫ. Вӑл проекта ЧР халӑх ӳнерҫин Элли Юрьевӑн эскизӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.

    Миçе çын пăхнă: 1013 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 27.02.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Фоторепортаж

    2015 çулăн нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш наци конгресĕ тата вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе чăваш чĕлхи вĕрентекенсен республика шайĕнчи «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» ăсталăх конкурсĕ иртрĕ. Пултарулăх ăмăртăвне хăйсен районĕсенче çĕнтернĕ Албутова Надежда Михайловна (Çĕмĕрле районĕ, Якуртушкăнь шкулĕ), Ефимова Альбина Николаевна (Муркаш районĕ, Чуманкасси шкулĕ), Ермошкина Раиса Николаевна (Вăрнар районĕ, Уравăш шкулĕ), Иванова Алевтина Афанасьева (Елчĕк районĕ,Кĕçĕн Таяпа шкулĕ), Назарова Светлана Михайловна (Красноармейски районĕ, Мăн Шетмĕ шкулĕ), Петрова Алина Геннадьевна (Элĕк районĕ,Чăваш Сурăм шкулĕ), Токарева Марина Васильевна (Етĕрне районĕ, Чирĕккасси шкулĕ), Тяхмусова Светлана Вячеславовна (Шупашкар хули, 43 шкул), Шерки Эльвира Николаевна (Канаш районĕ, Шăхасан шкулĕ) хутшăнчĕç. Вĕсем пĕр-пĕринпе чăваш чĕлхине тĕрлĕ меслетпе вĕрентессипе, сăвва илемлĕ калассипе, халăх юррине, ташшине ăста юрласа- ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 780 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 27.02.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, пирӗнтен Чӑваш наци конгресӗн иккӗмӗш президенчӗ, ҫак обществӑлла организацие 15 ҫул ертсе пынӑ Архипов Геннадий Николаевич уйрӑлса кайнӑ.

    Архипов Геннадий Николаевич 1956 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче Етӗрне районне кӗрекен Анат Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литературин (1982) тата истори (1989) уйрӑмне пӗтернӗ. 1984 ҫултанпа 8 ҫул «Хыпар» хаҫатӑн ятарлӑ корреспонденчӗ пулнӑ. 1990 ҫулта Аслӑ Канаш депутатне суйланнӑ. 1994–1998 ҫулсенче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн культура, вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата МИХсен комитечӗн председатель вырӑнне йышӑннӑ.

    1997 ҫулта Чӑваш наци конгресӗн Президентне суйланӑ, 15 ҫул ытла ертсе пынӑ.

    Йывăр тăпри çăмăл пултăр!

    Миçе çын пăхнă: 1450 | | Комментарисем (2)| Хăш кун хушнă: 05.02.2015 | Рейтинг:

    « 1 2 ... 5 6 7 8 9 ... 43 44 »

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)