Чăваш наци телекуравĕн тата наци радиовĕн сигналĕсене спутник каналĕсем урлă трансляцилеме республика бюджетĕнчен хушма укçа уйăрма палăртнă. «Республикăра пурăнакансемпе тĕл пулнă май вĕсем наци телекуравĕпе кабель сечĕ урлă кăна мар, спутник каналĕсемпе те тивĕçтерме ыйтнине пĕрре кăна мар илтме тÿр килчĕ. Асăннă ыйтăва татса памалли меле уçăмлатрăмăр. Хальхи вăхăтра кирлĕ чухлĕ укçа тупрăмăр, наци телекуравĕн кăларăмĕ- сене çитес çуркунне хамăр хутлăхра кăна мар, тулашра та пăхма май килĕ», - çирĕплетрĕ Чă- ваш Ен Пуçлăхĕ. ЧР информаци политикипе тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов шухăшĕпе - Чăваш хутлăхĕнчи ялсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ юлашки çулсенче сигнала йĕркеллĕ те пахалăхлă йышăнакан спутник «турилккисемпе» усă курма тытăннă. Шăпах çакна шута илнĕ те ĕнтĕ регион ертÿлĕхĕ Чăваш наци телекуравĕн хутлăхне сармалли мероприятисене финанслассипе çыхăннă ыйтăва татса панă чухне. Министр каланă тăрăх - ĕçсене виçĕ уйăхра туса пĕтермелле, 2017 çулхи пуш уйăхĕнче НТРКна спутник куравĕпе пăхма май килĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Юрий Васильев çирĕплетнĕ тăрăх, çак йышăну - шухăшла- са тунă утăм, мĕншĕн тесен юлашки çулсенче ялсенче спутник телекуравĕн абоненчĕсен хисепĕ чăннипех ÿссе пырать.