Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:46
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2017 » Кăрлач » 26 » Шкул ачине «2» хăратмасть
    Шкул ачине «2» хăратмасть
    21:12
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Студент хăйĕн пулас профессийĕпе практикăра çывăхрах паллашать. Пĕрисем станок умне пирвайхи хут тăраççĕ, теприсем шурă халат тăхăнса чирлисен сывлăхне тĕрĕслеççĕ, виççĕмĕшĕсем доска умне тăрса ачасене урок ăнлантарма пикенеççĕ. Кашни професси хăйне евĕр, йывăрлăхĕ те расна. Пулас педагога практикăра шăпăрлансемпе ĕçлеме çăмăл-и? Паянхи шкул ачи чăваш чĕлхипе литературине вĕренесшĕн-и? Çак ыйтусен хуравне тупассишĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн историпе филологи факультечĕн студенткипе Мария Гришинăпа тĕл пултăмăр.

    Чăваш филологийĕн уйрăмĕнче вĕренекенскер пĕлтĕр юпа уйăхĕнчен пуçласа раштавăн 21-мĕшĕччен Шупашкар районĕнчи Апаш шкулĕнче практика тухнă. Унччен вăл тĕп хулари пĕлÿ çуртĕнче те ачасене вĕрентнĕ.

    - Пулас профессипе çывăхрах паллашасси пассивлă практикăран пуçланчĕ. Ун чухне эпир урокра учительсене итлесе лартăмăр, вĕсен педагогикăри пултарулăхĕпе тата çитĕнĕвĕсемпе паллашрăмăр. Хама вĕрентекенре пĕрре мар тĕрĕсленĕ, сахал мар урок ирттернĕ. Хальччен эпĕ Шупашкарти 24-мĕш тата 62-мĕш, Кÿкеç поселокĕнчи 1-мĕш шкулсенче практикăра пултăм. Юлашки практикăна хам вĕреннĕ пĕлÿ çуртĕнче, Шупашкар районĕнчи Апашра, ирттертĕм. Икĕ уйăх çурăра чылай опыт пухрăм. Шкул пĕтернĕренпе кăçал пилĕк çул çеç çитет, апла пулин те унтанпа ял ачисем вырăсланни куçкĕрет. Эпир урокра та, тăхтавра та чăвашла калаçнă. Пĕлÿ çуртне çÿрекен паянхи шăпăрлан пачах урăхла. Изложени çырнă чухне чăваш çемйинче çитĕннисемех «çăпата», «тухья» йышши сăмахсене вырăсла куçарма ыйтаççĕ. Эпĕ чылайăшĕн çывăх çыннисене лайăх паллатăп, вĕсем чăн чăваш пулнине пĕлнĕрен çакăнтан питĕ тĕлĕнтĕм. «Мăрье» сăмахăн пĕлтерĕшне ăнланманни те маншăн кĕтменлĕх пулчĕ. Ачасем Интернетпа усă курнă май вĕсене кăсăклантарма йывăр. Çавăнпа çĕнĕ терминсемпе усă курма тивет, - практикăри самантсемпе паллаштарчĕ Шупашкар районĕнчи Шăнкасра çуралса ÿснĕ пике. Хулари шкулта ачасем практиканта мĕнле йышăнаççĕ-ши?

    - Манăн шухăшпа, ялти тата хулари ачасен хушшинче пысăк уйрăмлăх çук. Пĕрремĕшĕсем сăпайлă та вăтанчăк пулсан, иккĕмĕшĕсем хăюллă. Эпĕ, хам чăваш шкулĕнче ăс пухнăран-ши, хула ачисене чăваш чĕлхипе литературине вырăсла вĕрентнинчен малтанах тĕлĕнтĕм. Урокра пулнă хыççăн шухăш улшăнчĕ: класра тĕрлĕ наци ачисем вĕренеççĕ. Вĕсем чăваш чĕлхине хаваспах ăса хываççĕ, хăйсен чĕлхипе танлаштарса пĕрпеклĕхсене асăрхама та пĕлеççĕ. Практиканта хапăлласа йышăнманнипе класĕпех урок туса килменнипе, ахăртнех, кашни студентах тĕл пулнă. Ачасем çине сасă хăпартма юраманнине асра тытмалла, вĕсем пире тĕрĕслеççĕ. Эпĕ пăлханнине кăтартмасăр: «Халех сире кăтăклама пуçлăп та чăмласа ярăп», - терĕм. Пĕрле култăмăр, тарăхни те иртсе кайрĕ. Ун хыççăн килти ĕçсене тума пикентĕмĕр. Практикăра пирĕнтен маларах пулнă студентсем ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрне хистесех «5» лартса пама ыйтнине, лайăх паллăсем миçе тенкĕ тăнипе кăсăкланнине каласа кăтартнăччĕ. Манăн практика вăхăтĕнче кунашкал тĕслĕх тĕл пулмарĕ. Прокурорăн е завод ертÿçин ачи-и - пурте пĕр шайра, мĕн каланине пурнăçлаççĕ. 10-11-мĕш классенче литература урокĕ ирттернĕ хыççăн произведенисен тулли варианчĕпе паллашас кăмăллисем пурри савăнтарчĕ. Ачасем чăваш чĕлхипе литературине мĕнле шайра пĕлни ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсенчен нумай килет. Эпĕ уроксенче тăван чĕлхе кирлине пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетме тăрăшатăп. Чĕлхене пĕлменнипе ултавçăсен серепине лекме, тĕрлĕ пăтăрмаха çакланма пултарасси пирки систеретĕп. Пĕр класри ачасен пĕлÿ шайĕ тĕрлĕрен, çавăнпа эпĕ япăх вĕренекенсене те çĕклеме тăрăшатăп. Тĕслĕхрен, çăмăлрах ыйту парса унăн хуравне шыраттаратăп. Тĕрĕс пулсан: «Ну, маттур-çке эсĕ!» - тесе хавхалантаратăп. Тепĕр урокра çак ача алă çĕкленине курсан чун мĕн тери савăнать-çке, - хăпартланса калаçрĕ 5-мĕш курс студентки. Халĕ педагогсем çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕсемпе ĕçлеççĕ. Çакă пулас вĕрентекенсене хăратмасть- ши? Марийăн шухăшĕпе, çĕнĕлĕхе çамрăксем мар, шкулта вун-вун çул ĕçлекен учительсем йышăнасшăн мар. Вĕсем урока пĕр евĕрлĕ ирттереççĕ. Ку ачасене йăлăхтарать. Педагогăн саманапа тан утмалла. XXI ĕмĕрти вĕренекене XIX-XX ĕмĕрсенчи йăлапа усă куракан вĕрентекен кирлĕ мар. Кун пек чухне ачасене кăсăклантарма çав тери йывăр. Мария практикăра мĕнле мелсемпе усă курнă-ха?

    - Ачасене кăсăклантарма 2 минутлăха тăсăлакан видеоролик кăтартаттăм. Кĕнекери ыйтусене хуравлаттармашкăн «Супервăйă» иртереттĕм, чи ăслине палăртмашкăн конкурс йĕркелеттĕм. Çĕнтерÿçе икĕ “пиллĕк” кĕтет тесенех ачасен куçĕсем ялкăшма тытăнатчĕç. Вĕсем хавхалансах ĕçлеме пикенетчĕç. Кĕнекери пĕр сăвва вуланă чухне ăна темиçе пая пайласа мĕншĕн инсценировка кăтартас мар? Ачасем кунашкал меле хаваспах йышăнаççĕ. Килте вуланă хайлавăн содержанине ыйтас вырăнне таблица е тест туса тĕрĕслеме те май пур. Ыйтусене “ăхă” е “çук” тесе хуравлаттарсан та пĕлÿ шайне палăртма пулать. Тата эпĕ уроксенче чăвашла мультфильмсем кăтартма тăрăшатăп. Паянхи шкул ачине “иккĕпе” хăратаймастăн. Ашшĕпе амăшне директор патне чĕнтерни те лару-тăрăва уçăмлатма пулăшмĕ. Вĕсемпе эпĕ Леопольд кушак пек ырă пулса пĕр чĕлхе тупма тăрăшатăп. Вĕсем мана йышăнни, итлени пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн, шкул ачине доска тасаттарма юрамасть. Эпĕ те çак йĕркене çирĕп пăхăнма тăрăшатăп. Ачасем ирĕк ыйтсан та çĕтĕк тыттармастăп, мĕншĕн тесен пĕри доска тасатнă чухне тепри телефон çине ÿкерме пултарать, кайран çакна ашшĕ-амăшне кăтартать, - хурав пачĕ Мария. Педагог дипломне илнисенчен чылайăшĕ суту-илÿ тытăмĕнче ĕçлет. Çамрăксен сумлă профессие мĕншĕн урăххипе улăштарма тивет-ха?

    - Сутуçăн ĕçĕ вĕрентекенĕннинчен çăмăлрах пек туйăнать мана. Кашни кун урока хатĕрленес шухăш çук. Ашшĕсемпе амăшĕсем кăмăлсăрланса, тарăхса калаçнине те итлемеççĕ вĕсем. Учитель шкултан кайсан та ĕçĕ килех пырать: тетрадь тĕрĕслемелле, урок планне тумалла, конкурса е аттестацие хатĕрленмелле. Манăн шухăшпа, студент университетра вĕреннĕ чухнех пулас профессипе ĕçлес кăмăл пуррипе çуккине палăртать. Паллах, вĕрентекенĕн ĕç укçипе пуяймăн, анчах çак професси çыннисем çитĕнекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине асра тытмалла. Паян вĕсене мĕнле воспитанипе ăс панинчен пурнăç мĕнле пуласси килет. Ачасем пире вăй-хăват параççĕ. Вĕсем пирĕн пуласлăх-çке-ха, - вĕçлерĕ калаçăвне кăçал педагог дипломне илекен студентка.

    Любовь ПЕТРОВА.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1197 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 0.0/0 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)