Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 26.11.2024, 08:48
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Раштав » 28 » Геннадий Волков (Кашкăр Хуначи) ученăй-этнопедагог тата писатель вилсе кайнă
    Геннадий Волков (Кашкăр Хуначи) ученăй-этнопедагог тата писатель вилсе кайнă
    23:06
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Ĕнер, раштавăн 27-мĕшĕнче, чăваш халăхĕн хастар ывăлĕсенчен пĕри, Волков Геннадий Никандрович (Кашкăр Хуначи), çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
    Педагогика ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор (1968), çыравçă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ 1927 çулхи юпан 31-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралнă.
    1949 çулта Чăваш педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне, 1952 çулта Хусанти педагогика институчĕн аспирантурине вĕренсе пĕтернĕ.
    1952-1972 çулсенче Чăваш педагогика институчĕнче аслă преподаватель пулса, педагогика кафедрин доценчĕ, проректор вырăнĕсенче ĕçленĕ. 1972-1993 çулсенче Раççей Федерациĕн çут-ĕç министерствин наци шкулĕсен НИИ секциĕн заведующиĕ пулнă. 1972-1982 çулсенче Эрфуртри аслă педагогика шкулĕнче ĕçленĕ.
    500 ытла ăслăлăх ĕçĕ çырнă, вĕсен шутĕнче 27 монографи. Халăх педагогикине тĕпчесе аталантарнисĕр пуçне вăл хайлавсем çырассипе те, ытти авторсен ĕçĕсене куçарассипе те, халăх пултарулăхне пухассипе те паллă пулнă. Константин Иванов, Иван Яковлев, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Александр Пушкин, Лев Толстой пултарулăхне тĕпчесе статьясем çырнă. Хайлавĕсем «Асанне калавĕсем», «Шăллăмсемпе йăмăксене», «Юманпа хĕвел» тата ытти кĕнекесенче пичетленнĕ.

    Геннадий Волковпа сывпуллашу ыран, раштавăн 29-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх филармонире (Шупашкар, Президент бульварĕ, 31) иртĕ. 10-12 сехет тĕлне çитме пултаратăр.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 3095 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.7/10 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 4
    1 mixaj_58   (29.12.2010 18:05) [Материал]
    Геннадий Никандрович Волков родился 31 октября 1927 года в с. Большие Яльчики Яльчикского района Чувашской АССР. Окончил Чувашский государственный педагогический институт им. И.Я. Яковлева по специальности учитель физики. Свою трудовую деятельность начал в 1948 г. учителем математики. В 1952 г. закончил аспирантуру Казанского государственного педагогического института. Работал старшим преподавателем, доцентом, проректором по науке в Чувашском педагогическом институте им. И.Я. Яковлева. С 1975 по 1993 год работал заведующим лабораторией педагогики Института национальных школ РСФСР. С 1993 по 2003 год являлся заведующим лабораторией этнопедагогики Института развития личности Российской академии образования, Государственного научно-исследовательского института семьи и воспитания. С 2003 года Волков замещал должность директора Научно-исследовательского института этнопедагогики Чувашского государственного педагогического университета им. И.Я. Яковлева.
    Г.Н. Волков - основатель этнопедагогической школы, создатель лучшего учебника для третьего класса чувашской школы, автор произведений, которые включены в хрестоматии и книги для чтения во многих национальных регионах. Он внес большой вклад в духовное развитие чувашского народа. В Российской Федерации и за рубежом известны его многочисленные труды и выступления по истории и культуре чувашского края. По его инициативе в Чувашском государственном педагогическом университете был создан музей И.Я.Яковлева, открыта аспирантура по теории и истории педагогики. Вся жизнь Геннадия Никандровича была направлена на укрепление гражданского согласия, межэтнического диалога, мира и дружбы между народами. Им были налажены тесные связи с учебными заведениями Германии, под его руководством читались лекции по этнопедагогике чувашского народа в зарубежных университетах городов Цюрих, Берлин, Регесбург, Эрфурт, Йена, София, Бишкек. Большое внимание он уделял подготовке научно-педагогических кадров. Г.Н. Волков воспитал целую плеяду талантливых учеников, ставших впоследствии крупными учеными и прекрасными педагогами. Среди них более 80 докторов и кандидатов наук из представителей 22 национальностей.
    За многолетнюю плодотворную работу он был награжден орденом "За заслуги перед Чувашской Республикой", удостоен почетного звания "Заслуженный учитель Чувашской АССР", звания лауреата Государственной премии Чувашской Республики. Высокую оценку народов Татарстана, Калмыкии, Тывы, Якутии, Киргизии получили его труды в области научной педагогики. За выдающиеся заслуги в распространении русского языка и культуры в духе германо-советской дружбы был удостоен золотой медали И. Гердера. Награжден медалями К.Д. Ушинского, Н.К. Крупской, удостоен звания "Отличник просвещения РСФСР". Светлая память о Геннадии Никандровиче Волкове, патриархе отечественной педагогики, Учителе с большой буквы, мудром, талантливом человеке, ставшем настоящей легендой и гордостью Чувашии, навсегда останется в сердцах его современников и потомков, говорится в правительственном некрологе.

    2 mixaj_58   (30.12.2010 23:35) [Материал]
    2010 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче 84 çула кайса Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, чăвашсен паллă ученăйĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Этнопедагогика наука тĕпчев институчĕн директорĕ Геннадий Никандрович Волков вилсе кайрĕ.
    Г.Н.Волков 1927 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Елчĕк районне кĕрекен Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче физика учителĕн специальноçне илнĕ. Хăйĕн ĕç-хĕлне Геннадий Никандрович 1948 çулта математика учителĕнчен пуçланă. 1952 çулта Хусанти патшалăх педагогика институчĕн аспирантурине пĕтернĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнче аслă преподаватель, доцент, наука енĕпе ĕçлекен проректор пулнă. 1975 çултан пуçласа 1993 çулччен РСФСР Наци шкулĕсен педагогика лабораторийĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 1993-2003 çулсенче - Раççей вĕрентÿ академийĕн Этем аталанăвĕн институчĕн этнопедагогика, Çемье тата вĕрентĕвĕн патшалăх наука тĕпчев институчĕн лабораторийĕн пуçлăхĕ.
    2003 çултанпа Г.Н.Волков И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Этнопедагогика наука тĕпчев институчĕн директорĕн должноçĕнче ĕçленĕ.
    Г.Н.Волков - этнопедагогика шкулĕн тата вĕрентÿ ĕçĕн авторĕ, чăваш шкулĕсен виççĕмĕш класĕнче вĕренмелли чи лайăх кĕнеке çыраканĕ, вĕсене нумай наци регионĕнче хрестоматисене тата кĕнекесене кĕртнĕ. Вăл чăваш халăхĕн ăс-хакăл аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Раççей Федерацийĕнче тата ют çĕр-шывсенче унăн тăван ен историне тата культурине çутатакан нумай-нумай ĕçне пĕлеççĕ. Çакă республика ятне-сумне ÿстерме пулăшнă.
    Вăл пуçарнипе Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче И.Я.Яковлев музейне никĕсленĕ, педагогика теорийĕпе историне тĕпчекен аспирантура уçнă.
    Вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне граждансен хушшинчи килĕшĕве, халăхсен хушшинчи хутшăнусене, тăнăçлăхпа туслăха çирĕплетме панă - Германири вĕренÿ заведенийĕсемпе çыхăнусем йĕркеленĕ: вăл ертсе пынипе ют çĕр-шывсенчи хуласен - Цюрих, Берлин, Регесбург, Эрфрут, Йена, София, Бишкек - университечĕсенче чăваш халăхĕн этнопедагогикипе лекцисем вуланă. Вăл наука-педагогика кадрĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе тăрăшса ĕçленĕ. Г.Н.Волков пултаруллă вĕренекенсен ушкăнне воспитани панă, вĕсем каярахпа паллă ученăй тата чаплă педагог пулса тăчĕç. Вĕсен хушшинче 22 наци çыннисен 80 ăслăлăх докторĕ тата кандидачĕ.
    Нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн ăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден, «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят, Чăваш Республикин Патшалăх премине панă.
    Ăслăлăх педагогики енĕпе çырнисене Тутарстан, Калмăк, Тыва, Якут, Кăркăсcтан республикисен халăхĕсем пысăка хурса хакларĕç. Вырăс чĕлхине тата культурине сарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн ăна И.Гердерăн ылтăн медальне, К.Д.Ушинский, Н.К.Крупская медалĕсене панă, «РСФСР çут ĕç отличникĕ» ята тивĕçнĕ.
    Çĕр-шыв педагогикин патриархĕн, аслă Учителĕн, ăслă, талантлă çыннăн, чăн-чăн легенда пулнăскерĕн, Чăваш Ен мухтавлă çыннин çутă сăнарĕ хальхи тата пулас ăрусен чĕринче яланлăхах упранĕ.

    М.В.Игнатьев, М.А.Михайловский, Н.В.Суслонова, А.С.Иванов, И.Б.Моторин, Г.С.Федоров, В.П.Мидуков, Р.М.Лизакова, В.П.Муллина, Г.П.Чернова, Л.И.Черкесов, Н.И.Емельянов, А.В.Коршунов, И.П.Прокопьев, Д.Е.Егоров, Г.С.Сидоров, А.С.Марков.


    3 mixaj_58   (30.12.2010 23:38) [Материал]
    Питĕ йывăр çырма çак сăмахсене. Ĕнер чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинне, паллă ăсчаха, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Этнопедагогика наука-тĕпчев институчĕн директорне Геннадий Волкова юлашки çула ăсатрăмăр.
    Хурлăхлă митинга ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н.Суслонова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский, министрсем, аслă вĕренÿ заведенийĕсен ректорĕсем, паллă ăсчахсем, общество деятелĕсем, вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем, Г.Волковăн çывăх çыннисем, тăванĕсем, ентешĕсем хутшăнчĕç.
    Н.Суслонова Чăваш Ен мухтавлă ывăлĕн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне пысăк хак пачĕ. Вăл пуçарнă ĕç - этнопедагогика - чăвашсемшĕн çеç мар, Раççейри, тĕнчери нумай-нумай халăхшăн пĕлтерĕшлине, иртнипе паянхине тата пуласлăха çыхăнтаракан вăчăрара уйрăмах пархатарлă пулнине палăртрĕ.
    - Кирек ăçта - Чăваш Енре-и е Германире-и, Калмăкра-и е Тывара-и, Кăркăсстанра-и е ытти вырăнта-и - лекци вуланă, çамрăк ăрупа тĕл пулнă - яланах халăхсен хушшинчи килĕшĕве, хутшăнăва, туслăха çирĕплетме чĕннĕ, майсем шыранă. Хăйĕн хыççăн пултаруллă вĕренекенсен ушкăнне хăварнă, - терĕ Н.Суслонова. - Д.Лихачев ăна Н.Бичурин, И.Яковлев ĕçĕсене малалла тăсаканĕ пек хакланă. Пирĕншĕн Геннадий Никандрович - тăван халăха парăннă çын тĕслĕхĕ.
    И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ректорĕ Г.Григорьев та, асăннă университет профессорĕ Д.Егоров та, ЧНК президенчĕ Г.Архипов та, Г.Волковăн вĕренекенĕ Г.Петров аспирант та, ентешĕ, Елчĕк район пуçлăхĕ Р.Молодова та, Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов та, Чечня патшалăх университечĕн профессорĕ Ш.Арсалиев та Геннадий Никандрович пирки ăшшăн аса илчĕç.
    Геннадий Волкова Ишлей масарĕнче мăшăрĕпе юнашар пытарчĕç.

    Надежда СМИРНОВА.


    4 mixaj_58   (30.12.2010 23:40) [Материал]
    Владимир МУКИН, физикăпа математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ доценчĕ:

    - Чунăм ĕсĕклесе йĕрет, чăтма çук йывăр. Çухату çинчен сăмахпа та, шухăшпа та татса калама çук. Геннадий Никандрович - чăн чăваш, чăн-чăн вĕрентекен, академик, шанчăклă çывăх çын.
    Эпĕ хамăн Учителе питĕ юрататăп. Унăн вилĕмсĕр шухăшĕсене, пире парнеленĕ этнопедагогика ăслăлăхне тивĕçлипе ăнланса пулас ăрусене çитерме тăрăшăп. Унăн сăмахĕсем асра çырăнса юлчĕç. Тивĕçлĕ çын шайне, тивĕçлĕ Халăх шайне, тивĕçлĕ Этемлĕх шайне çитмешкĕн йăла-йĕрке, культурăпа сапăрлăх, сăпайлăхпа чунлăх пахалăхне ăнкармалла, чĕлхене хакламалла. Унăн пехил сăмахĕсене малти вырăна лартса ăс-хакăл культурипе кăмăл-сипет урокĕсене ĕмĕр-ĕмĕр чун-чĕрере упрасчĕ, малалла аталантарасчĕ, ачасемпе мăнуксене çаплах çитĕнтересчĕ.

    Галина Адюкова, Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ:

    - Геннадий Никандрович пирĕнтен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнă хыпара питĕ йывăр йышăнтăмăр, чунран хурланатпăр. Ăна пурте хисеплеттĕмĕр. Яла вăл нумаях пулмасть - раштавăн 11-мĕшĕнче - килсе кайрĕ. Ун чухне “Этнопедагогика тата хальхи вĕренÿ процесĕ” конференци иртрĕ. Аслă Елчĕк шкулне ăсчахсем, тĕпчевçĕсем пуçтарăнчĕç. Ун чухнех вăл ял-йыша: “Урăх кунта килсе çÿрейместĕп, хама питĕ япăх туятăп”, - терĕ. Çак хыпар Елчĕксемшĕн тăвана çухатнă пекех, вăл пире питĕ çывăхчĕ. Елчĕк çĕрĕнче çавнашкал ăслă-тăнлă, ятлă-сумлă çын ÿссе çитĕннĕшĕн питĕ савăнатпăр. Пĕлтĕр ял 450 çулхи юбилейне уявларĕ. Геннадий Никандрович ял шăпипе яланах кăсăкланатчĕ, май пур таран килсе çÿретчĕ. Уява вĕсем - виçĕ пĕр тăван - пурте хутшăнчĕç, халăх умне тухса чуна витермелли сăмахсем каларĕç. Çавăн чухне эпир Аслă Елчĕк шкулне Г.Волков ятне пама йышăнтăмăр, хăма çакрăмăр. Ентешĕмĕр нихăçан та асран тухмĕ.



    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)