Чăваш чĕлхипе литературине Аслă шкулсенче вĕрентме пуçланăранпа 85 çул тата чăваш филологийĕпе культура факультетне йĕркеленĕренпе 20 çул çитрĕ. Çирĕм çул каялла ятарлă чăваш филологийĕпе культура факультечĕ пулман. Чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕ историпе филологи факультетĕнче çеç шутланса тăнă. Уйрăм çулсерен аталанса та вăй илсе пынă. Çакă вара 1990 çулта унăн никĕсĕ çинче чăваш филологийĕпе культура факультечĕ уçма майсем туса панă. Раштавăн 16-мĕшĕнче чăваш филологийĕпе культура факультечĕ хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Çак кун факультетшăн пысăк уяв пулса тăчĕ. Ир-ирех факультет хăйĕн хисеплĕ хăнисем валли алăкне уçрĕ. Республикăн кашни кĕтесĕнчен пуçтарăнчĕç уява хăнасем. Олимпиадăра хăйсен ăсĕсене виçме шкулта вĕренекенсем те килчĕç. Унсăр пуçне тата тĕрлĕ конкурcсем иртрĕç факультетра. Кантăрла иртсен пĕр сехетре университетăн культура керменĕнче концерт пуçланчĕ. Уяв чаршавĕ Çеçпĕл Мишшин «Катаран каç килсен» сăвă йĕркисемпе уçăлчĕ. Унтан факультет деканне — В.Г.Родионов профессора сăмах пачĕç. Вăл сцена çин
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 911 | | Комментарисем (1)|
Хăш кун хушнă: 18.12.2010
| Рейтинг: