Раштавăн 18-мĕшĕнче, шăматкун, Шупашкарти вĕренӳ институтĕнче кăçал иртнĕ «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» литература ăмартăвĕн çĕнтерӳçисене чыслаççĕ! Пуçламăшĕ — 11 сехетре!
Чыслава ăмăртура мала тухнă пур шкул ачине те, пур вĕрентекене те чĕнеççĕ! Сире, çак ăмăртура хăвăрăн пултарулăха кăтартма пултарнисене, хаклă парнесем кĕтĕç. Çĕнтерӳçĕсем хăйсен хайлавĕсемпе те паллаштарĕç.
Программăра: ăмăрту йĕркелӳçисен сăмахĕ, пĕчĕк кăна концерт, пĕр-пĕр çыравçă (кама чĕнмеллине йĕркелÿçĕсем шыраççĕ) ачасемпе тĕл пулни.
Çĕнтерÿçĕсен ятлăхĕ