"Чĕвĕлти чĕкеç" вăйă конкурс сайчĕ
Район (хула) вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхне
Район (хула) методика кабинечĕн ертÿçине
Шкул директорне
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене
Хисеплĕ ĕçтешсем!
Математикăпа халăхсем хушшинче ирттерекен „КЕНГУРУ” тата вырăс чĕлхипе „Вырăс упа çури – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ” Раççейри шкул ачисем хушшинче чăннипех те юратакан, паллă, сумлă вăйă конкурссем пулса тăчĕç.
«Хĕрарăмсем наукăра тата вĕрентÿре» Регионсем хушшинчи обществăлла организацин Чăваш регион уйрăмĕ (ЧРО МОО ЖНО), И.Н.Ульянов ячĕллĕ университет тата Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхипе Пĕтĕм Раççейри «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс йĕркелерĕ.
Чĕлхе пĕлĕвĕ чылай шкул ачишĕн кичем те тунсăх йĕрке пек туйăнать. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, „кичем те йывăр” ăслăлăх умĕнхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăсл
...
Малалла вула »