Григориан календарĕпе танлаштарсан Хĕвел тухăç календарĕнче Çĕнĕ çулăн çирĕплетнĕ кунĕ çук. Вăл январьте те, февральте те килме пултарать. Шурă Кушак çулĕ Тигр çулне 2011 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче ылмаштарать.
Кушак тарават, килти хăтлăха пысăка хурать, çавăнпа та Çĕнĕ çула кĕтсе илме хăвăр пата тăванăрсемпе юлташăрсене чĕнĕр, хăвăр та вĕсем патне çулталăк тăршшĕпех хăнана çӳрĕр.
Çурта илемлететпĕр
Çулталăк хуçине – Кушака е Кролике – юрас тесен çуртра çак чĕрчунсене килĕшекен япаласем пулмалла. Чи малтан, паллах, çак чĕрчунсен ӳкерчĕкĕ е çемçе тетте кирлĕ. Чечексем, çуртасем пулччăр çуртра. Çуртасен шучĕ е пиллĕк, е вун пĕр, тĕсĕ сарă, ылтăн, симĕс, шурă е хĕрлĕрех сарă пултăр. Елкăна çурта кĕрекен алăкăн сулахай енне лартмалла. Елкăна яланхи теттесемпе «дождиксемсĕр» пуçне йăлтăртатса тăракан вак укçапа, хĕрлĕ хăюпа илемлетмелле. Мандарин, аçтăрхан мăйăрĕ, хитре хутлă канфетсем вырăн тупсан та лайăх.
Мĕн тăхăнмалла?
Çулталăк хуçи чăн-чăн пусма-тавартан çĕленĕ тумпа пулнине килĕштерет. Тĕсĕ – шурă, хĕрлĕ, кăвак, сенкер, хура, хăмăр, кĕмĕл, сарă. Кĕпене е костюма бисерпа, стразăсемпе илемлетсен аван. Тум йăлтăртатса тăни хальхинче нихçанхинчен т
...
Малалла вула »