Кăçалхи шăрăх çанталăк çынсене чăннипех хăратса пăрахрĕ. Сÿпĕлти чĕлхеллисем вара çанталăк çитес хĕл татах та сивĕрех пулмалла тесе сăмах сараççĕ. Православи тĕнне тытса пыракан сектăсенчи вĕрентÿçĕсем тата кĕçех тĕнче пĕтмелле тесе хăратаççĕ. Çĕр чăмăрĕ çинчи пурнăç пĕтсе ларас енĕпе нимĕнле хăрушлăх та çук, çут çанталăк хăйĕн саккунĕпе пулса пырать.
Халь пурăнакан ватă çынсем 1921 çулхи "выçлăх çулне" çеç ас тăваççĕ. Иртсе кайнă çĕр çул хушшинче вара ун пек çулсем пĕрре кăна мар пулнă.
Çĕр-шыври паллă синоптик академик Дьяков хăй ĕçлесе пурăннă вăхăтра иртнĕ ĕмĕрти çĕр çул хушшинчи çанталăка сăнаса пырса ятарласа çĕр-шывăн Европа пайĕнчи облаçсемпе крайсенче çуллен çанталăк мĕнле пулассине палăртса ятарлă таблица туса хатĕрленĕ. Вăл кашни çĕр çул хушшинче çанталăк пĕр пек улшăнса пынине палăртса хунă. Халĕ вара 1901—1910 çулччен пулнă çанталăка 2001—2010 çулсенчипе танлаштарса пăхатăп та çулсерен вăл çавăн пекрех пулса пынине куратăп.
Манăн атте — Петр Краснов — граждан вăрçине хутшăннă. Службăра тăнă чух вăл Самар çыннипе туслă пурăннă. Вăл ăна çанталăка сăнаса пыма вĕрентнĕ. Атте мĕн виличченех кашни кун çанталăк мĕнле пулнине дневник çине çырса п
...
Малалла вула »