Чăваш чĕлхине Çĕр çинче çăлса хăварас тесен нумаях та тумалла мар. Ăна тĕнчери ытти çĕршывсенчи пек тăван чĕлхене хӳтелес ĕçсене çеç туса пымалла. Вĕсенчен чи кирлисем:
1. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче (çĕршывĕнче) тепĕр 5 çултан тĕп чĕлхе пулать текен саккуна йышăнса çирĕплетмелле. Çав 5 çул хушшинче Патшалăх çурчĕсенче, шкулта, суту-илӳре ĕçлекенсен кам чăвашла пĕлмест чăваш чĕлхине вĕренмелле те экзамен памалла. Çавăнта ĕçлекенсен чăваш чĕлхине çителĕклĕ шайра пĕлет текен хут пулмалла. Кам чăваш чĕлхине пĕлмест вĕсем çав вырăнта ĕçлеме пултараймаççĕ
2. Ун хыççăн чăваш чĕлхине сыхлакан (тĕрĕслекен) инспекци тумалла. Çав çуртсенче ĕçлекенсем чăваш чĕлхипе усă курмаççĕ пулсан вĕсене малтан штраф памалла тата тепре тытсан ĕçрен кăларса ямалла. Штрафĕ пĕчĕк пулмалла мар.
3. Чăвашсен Аслă Канашĕнче, судра, шкулта тата ытти Патшалăх çурчĕсенче халех ырана хăвармасăр чăваш чĕлхипе усă курма тытăнмалла.
4. Шкул программине улăштармалла. Унта чи кирли чăваш чĕлхи тесе палăртмалла. Кам чăваш чĕлхине вĕренмест е япăх вĕренет тепĕр класа куçармалла мар. Чăваш республикинчи Аслă шкула, техникума вĕренме кĕрес экзамен чăваш чĕлхипе пулмалла.
5. Чăвашсен инçекуравне (television), радиова аталантармалла. Инçекуравĕ 10 сехетрен кая мар, радио чăвашла çĕрĕн-кунĕн (24 сехет) ĕçлемелле.
6. Рекламăсем пысăк саспаллипе чăвашла, ют чĕлхепе пĕчĕк саспаллипе пулмалла.
Эпĕ ĕçре час-часах Швеци, Анатри çĕршыв (Kingdom of the Netherlands) çыннисемпе тĕл пулса калаçатăп. Вĕсем хăйсем нумай чĕлхепе калаçаççĕ, анчах та чи мала вĕсем тăван чĕлхене хураççĕ. Вĕсем тăван чĕлхене пĕлменскерсене çын вырăнне хурса шутламаççĕ. Тăван чĕлхене пĕлменни вĕсемшĕн чи пысăк çылăх шутланать.