Республикăра авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 11-мĕшĕччен «Нарспи сăнарне эпĕ мĕнле ăнланатăп» («Образ Нарспи – глазами современного школьника») ятлă сочинени конкурсĕ иртрĕ. Сочинени конкурсне К.В. Иванов çулталăкне ирттермелли планпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Конкурсăн тĕллевĕсем – ачасен шухăшлавне, вулав туйăмне аталантарасси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси.
Вуннăмĕш класра вĕренекенсем сочинени конкурсне малтан шкул, кайран район (хула) шайĕнче хутшăнчĕç. Республика тапхăрне 14 районтан тата 7 хуларан 55 сочинени тăратнă. Вĕренекенсем сочиненисене чăвашла та, вырăсла та çырма пултарнă. Ĕçсене жюри çак критерисене тĕпе хурса хакларĕ: сочинени панă темăпа шайлашса тăни, ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕ, ача хăйĕн шухăшне çыпăçуллă тата ĕнентерÿллĕ çырса пани, пуплев культури. Тарăн шухăшлă, тĕрлĕ стильпе çырнă сочиненисем пулни жюри членĕсене уйрăмах савăнтарчĕ. Ĕçсене жюри члĕнĕсем уйрăммăн пăхса вун икĕ ĕçе уйăрса илчĕç, пĕрле сÿтсе явса çĕнтерÿçĕсене икĕ номинацире палăртрĕç.
Чăваш шкулĕсем хушшинче 1-мĕш вырăн Евдокимов Роман Николаевич Йĕпреç районĕн Чăваш Тимеш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ çĕнсе илчĕ.
2-мĕш вырăна Катыкова Кристина Ивановна Патăрел районĕн Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн тата Леонтьева Ксения Михайловна Çĕрпÿ районĕн Опытлă поселок вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем тухрĕç.
3-мĕш вырăна Борисова Юлия Ильсуровна Шăмăршă районĕн Палтиел вăтам шкулĕн, Данилова Анастасия Юрьевна Красноармейски районĕн Красноармейски вăтам шкулĕн тата Белякова Анна Алексеевна Етĕрне районĕн Тури Ачак вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем тивĕçрĕç.
Вырăс шкулĕсенче вĕренекенсенчен чи маттурри Улатăр хулин 11-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Колосова Юлия Сергеевна пулчĕ, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ.
2-мĕш вырăна Çĕнĕ Шупашкарсем тухрĕç - Иванич Дарья Игоревна 16-мĕш вăтам шкулăн тата Никифорова Анастасия Сергеевна 4-мĕш вăтам шкулăн вĕренекенĕсем.
Щеглова Юлия Евгеньевна Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей,
Ахметова Люция Рамисовна Шăмăршă районĕн Шăмăршă вăтам шкулĕн,
Синёва Елизавета Валерьевна Çĕмĕрле хулин 8-мĕш гимнази вĕренекĕнĕсем 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.
Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр!
Çăлкуç: http://gov.cap.ru/Declarations.aspx?gov_id=121&id=3120748 Çыпăçтарнисем: |