Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
232425262728
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 19:51
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2015 » Нарăс » 5 » Геннадий Архипов вилсе кайнă
    Геннадий Архипов вилсе кайнă
    22:43
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, пирӗнтен Чӑваш наци конгресӗн иккӗмӗш президенчӗ, ҫак обществӑлла организацие 15 ҫул ертсе пынӑ Архипов Геннадий Николаевич уйрӑлса кайнӑ.

    Архипов Геннадий Николаевич 1956 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче Етӗрне районне кӗрекен Анат Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литературин (1982) тата истори (1989) уйрӑмне пӗтернӗ. 1984 ҫултанпа 8 ҫул «Хыпар» хаҫатӑн ятарлӑ корреспонденчӗ пулнӑ. 1990 ҫулта Аслӑ Канаш депутатне суйланнӑ. 1994–1998 ҫулсенче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн культура, вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата МИХсен комитечӗн председатель вырӑнне йышӑннӑ.

    1997 ҫулта Чӑваш наци конгресӗн Президентне суйланӑ, 15 ҫул ытла ертсе пынӑ.

    Йывăр тăпри çăмăл пултăр!

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1488 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 1.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 2
    0  
    1 mixaj_58   (05.02.2015 22:55) [Материал]
    Чăваш наци интеллигенцийĕшĕн çеç мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пысăк çухату: 2015 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче патшалăх тата общество ĕçченĕ, чăваш наци юхăмĕн чи хастар ертÿçисенчен пĕри Геннадий Николаевич АРХИПОВ пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.Г.Н.Архипов 1956 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Етĕрне районĕнчи Анат Явăш ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Совет Çарĕнчи хĕсмет хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, çавăнтах 1989 çулта истори уйрăмне пĕтернĕ. 1982-1984 çулсенче ВЛКСМ Етĕрне райкомĕн пай пуçлăхĕнче ĕçленĕ. 1984-1992 çулсенче - республикăн «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçачĕн ятарлă корреспонденчĕ. Тĕрлĕ жанрлă вун-вун материалта вăл чăваш ялĕсен кăткăс та çивĕч ыйтăвĕсене хускатнă, вулакансен умĕнче чăннипех те ырă ят-сумпа палăрса тăнă. Çакна курах ăна 1990 çулта Чăваш АССР Аслă Канашĕн халăх депутатне суйланă. Культура тата нацисен хутшăнăвĕсен комиссийĕнче ĕçленĕ май вăл чăваш наци чĕрĕлĕвĕпе çыхăннă саккунсемпе ытти йышăнăва хатĕрлеме тÿрремĕнех хутшăннă, вĕсене пурнăçа кĕртме пысăк витĕм кÿнĕ.Г.Н.Архипов - Чăваш наци конгресĕн пуçаруçи-йĕркелÿçисенчен пĕри. Малтанхи кунсенченех вăл унăн ĕçне хастаррăн хутшăнса нумай-нумай ыйтăва татса пама пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывнă.Чăваш Республикин пĕрремĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Культура, вĕрентÿ, ăслăлăх тата массăллă информаци хатĕрĕсен комитечĕн председателĕнче ĕçленĕ тапхăрта (1994-1998) Г.Н.Архиповăн йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ уйрăмах курăмлă пулнă. Ахальтен мар ăна депутат тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтрах 1997 çулта Чăваш наци конгресĕн президентне суйланă. Халăхăмăрăн чи сумлă общество организацине шăпах Г.Н.Архипов ертсе пынă тахăрта (2013 çулччен) Чăваш наци конгресĕ пур енлĕн пулăшса пынипе Раççей Федерацийĕн мĕн пур регионĕнче тата ытти çĕр-шывра чăваш наци культура пĕрлĕхĕсем тата наци культура автономийĕсем йĕркеленнĕ. Тăван халăхшăн чунне пама хатĕр тăнă вăхăтрах вăл чăн-чăн интернационалист тата патриот пулнине те туллин çирĕплетнĕ. Патшалăхпа общество умĕнчи ĕç-хĕлне тивĕçлипе хакласа Г.Н.Архипова «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă, Раççей Федерацийĕн Халăхĕсен ассамблейин Ылтăн медалĕпе тата ытти нумай наградăпа чысланă.Геннадий Николаевич Архипов тăван халахăмăршăн мĕн-мĕн туса хăварнине нимĕнпе те виçеймĕн, унăн пархатарлă ĕçĕсен чăн-чăн та тĕрĕс хаклавçи эпир пулăпăр тата пулас ăрусем пулĕç. Унăн çутă сăнарĕ пирĕн чĕремĕрсенче яланах упранĕ.
     
    Ю.Е.Васильев, В.П.Ефимов, А.С.Иванов, В.А.Иванов, В.Н.Иванов, П.В.Ивантаев, В.Л.Клементьев, В.Н.Кузьмин, В.К.Кузьмина, П.С.Краснов, А.П.Леонтьев, Н.Е.Лукиянов, О.В.Мешков, Н.Е.Наумов, Д.Ф.Семенов, В.П.Никитин (Станьял), Н.Ф.Угаслов, А.П.Хусанкай, К.Г.Яковлев.

    0  
    2 mixaj_58   (05.02.2015 22:56) [Материал]
    Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче чăваш наци интеллигенцийĕ, патшалăх тытăмĕн ертÿçисем, конгресс хастарĕсем патшалăх тата общество ĕçченĕ, чăваш наци юхăмĕн чи хастар ертÿçисенчен пĕринпе Геннадий Николаевич АРХИПОВпа яланлăхах сывпуллашрĕç.Чăваш наци конгресĕн çурчĕ умĕнче ирхине тăхăр сехет çурăра хурлăхлă митинг пуçланчĕ. Ăна ЧНК президенчĕ Николай Угаслов уçса ертсе пычĕ. Вăл Геннадий Николаевич Архипов пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайни чăваш наци интеллигенцийĕшĕн çеç мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пысăк çухату пулнине каларĕ. Чăваш наци конгресĕн пуçаруçи-йĕркелÿçисенчен пĕри пулнă май унăн ĕçне хастаррăн хутшăнса нумай-нумай ыйтăва татса пама пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывнине аса илчĕ.Чăваш Республикин Вĕрентÿ министрĕ Владимир Иванов, Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Анатолий Кипеч çыравçă, Владимир Иванов профессор, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Сваев , Самар чăвашĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçисенчен пĕри Николай Давыдов тата ытти сумлă çынсем Геннадий Николаевичăн тупăкĕ умĕнче унăн ырă ĕçĕсене аса илчĕç, сывă чухне упрайманшăн каçару ыйтрĕç.Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне юлашки
    çула ăсатма пухăннисем хурлăхлă митинга хупса Етĕрне районне çул тытрĕç. Тăванĕсем килĕшсе татăлнипе Г.Н.Архипова тăван ялĕнчи масара пытарĕç.Йывăр тăпрăр çăмăл пултăр, Геннадий Николаевич.Сирĕн çутă сăнарăр конгресс хастарĕсен асĕнче ĕмĕр упранĕ

    ЧНК пресс-служби.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)