Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Вырсарникун, 19.05.2024, 04:29
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2015 » Утă » 22 » Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртесшӗн
    Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртесшӗн
    19:44
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    2003 ҫулта вӑя кӗнӗ «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна ҫӗнӗ улшӑнусем кӗртесшӗн. Официаллӑ влаҫ органӗсен порталӗнче ку тӗлӗшпеулшӑнусен проектне вырнаҫтарнӑ.

    Саккуна чӑваш чӗлхин нормисене кам ҫирӗплетме пултарассине кӗртнӗ — ку ӗҫе Министрсен Кабинечӗ тӑвӗ. Унсӑр пуҫне референдум таврашне ирттернӗ чухне мӗнле чӗлхесемпе усӑ курассине палӑртнӑ. Малтанхи пекех — вырӑс тата чӑваш чӗлхисемпе усӑ курӗҫ, анчах та пӗр вырӑнта ытти халӑх ҫыннисем ҫӑттӑн пурӑнакан вырӑнта вӗсен чӗлхипе те усӑ курма пултарӗҫ. Анчах, хальхинче палӑртса хӑварнӑ — Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхи кӑна пулма пултарать тесе.

    Ҫӗнӗ улшӑнусенче референдум таврашӗн хучӗсене мӗнле чӗлхепе туса пырассине кӗртнӗ — ӑна валли вырӑс чӗлхине уйӑрнӑ. Чӑвашла е ытти чӗлхесемпе май пулсан кӑна усӑ курӗҫ. Суйлав пӗтӗмлетӗвӗсен протоколӗсене те вырӑсла ҫырма шухӑшлаҫҫӗ (май тупӑнсан ҫеҫ — чӑвашла та).

    Патшалӑх органне янӑ ҫырусем ҫине мӗнле чӗлхепе хуравламалли ҫинчен калакан статьяра та улшӑнусем пур. Кунта вара май ҫук пулсан мӗншӗн хурав вырӑсла пулнине ӑнлантаракан сӑмахсем хушнӑ — «Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсем тӑрӑх» тесе палӑртнӑ.

    Ҫӗнӗ улшӑнусенче чӑвашла ҫырса хатӗрлессинчен тӗрлӗ хутсене кӑларасшӑн — енчен те малтан пӗлӳ илни ҫинчен е ӗҫ кӗнекине чӑвашла та ҫырма май панӑ пулсан хальхинче ҫурални, мӑшӑрланни тата вилни пирки пӗлтерекен хутсене (юридици чӗлхинче: граждансен тӑрӑмӗн акчӗсем) кӑна чӑваш чӗлхипе хатӗрлеме майсем хӑварасшӑн.

    Ытти улшӑнусем вак-тӗвек сӑмахсене тӗрлӗрен ҫавӑрттарса калассипе ҫыхӑннӑ.

    Хальхи «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна 2003 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ун хыҫҫӑн 2008, 2011, 2014 ҫулсенче улшӑнусем кӗртнӗ. Хальхи улшӑнусене вара Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Патшалӑхпа право тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Семёнова Ирина Вениаминовна пире пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал пӑхса тухса кӗртесшӗн. Саккунсене коррупци тӗлӗшӗнчен хаклакан комисси проекта тӑратмалли сӗнӳсене ҫӗртмен 30-мӗшӗччен йышӑннӑ. Ирина Вениаминовна ӑнлантарса панӑ тӑрӑх ҫавах та камӑн та пулин ҫивӗч сӗнӳ пур пулсан вӗсем ӑна Патшалӑх канашне халь те ярса пама пултараҫҫӗ.

    Улшӑнусем хыҫҫӑн саккун мӗнлерех ҫӗнелнипе ҫак документра паллашма май пур.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 2278 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)