Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ йӗркеленипе Геннадий Волковэтнопедагога асӑнса «Ылтӑн cӑпкa» ятлӑ пӗтӗм Раҫҫейри пӗрремӗш этнокультура форумӗ иртнӗ.
Унта Калмӑк патшалӑх университечӗн кафедра пуҫлӑхӗ Аркадий Панькин, унти профессор, педагогика наукисен докторӗ Светлана Белова, Воронежри архитектурӑпа строительство университечӗн дизайн кафедрин профессорӗ Елена Губанова, Раҫҫейри тата хамӑр патри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе вӗрентекенсем тӗрлӗ семинарпа ӑсталӑх ypoкӗ йӗркеленӗ.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти 62-мӗш шкулта Раҫҫейри ӑсчахсемпе вӗрентекенсем ӑсталӑх ypoкӗceмne семинарсем ирттернӗ. Унта «Хавхалану» ятпа Раҫҫейри пӗрремӗш фестиваль-конкурс иртнӗ.
Teпӗp кунне форум культурӑпа ӳнер институчӗнче тӑсӑлнӑ. Унта «Хальхи вӑхӑтра этнопедагогика мелӗпе халӑх культурине сыхласа хӑварасси» темӑпа пӗрремӗш наукӑпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Конференцие хутшӑннӑ ЧНК президенчӗ Николай Угаслов Геннадий Волковӑн эткерлӗхне упранӑшӑн тав тунӑ.
— Чӑвашӑн мухтавлӑ ывӑлӗн Геннадий Никандрович Волковӑн эткерлӗхӗ пире чунпа пуян пулма, ытти халӑхпа туслӑ пурӑнма пулӑшать. Унӑн ӗҫӗсене тӗпчени, ӑна пурнӑҫра ycӑ курни пире малалла аталанма, xaмӑp культурӑна пуянлатма май парать, — тенӗ вӑл. Çыпăçтарнисем: |