Юпа уйӑхӗн 28-31-мӗшӗсенче Мускавра тӑван чӗлхене вӗрентекен учительсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Ӑна федерацин тӗллевлӗ программине тӗпе хурса ирттернӗ.
Конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Куҫӑн мар майпа иртнӗ тапхӑрта 43 регионти 182 заявкӑна суйланӑ та икӗ ӗҫе хакланӑ: «Мои методические находки» эссене тата уроксен планӗсене.
Иккӗмӗш тапхӑр витӗр тухнӑ 75 ҫӗнтерӳҫе — 40 финалиста тата 35 хутшӑнакана — куҫӑн майпа иртекен тапхӑра чӗннӗ.
Икӗ куна тӑсӑлнӑ конкурсра Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан, Макшӑ, Удмурт, Коми республикисен, Тверь, Мускав, Питӗр хулисен, Ханты-Манси автономи округӗн, Кабардин-Балкар, Карели республикисен, Байкал тӑрӑхӗнчи, Ставрополь крайӗнчи, Калуга, Кемӗр, Орел, Омск, Новосибирск, Ӗренпур, Воронеж тата ытти облаҫри педагогсем ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Чӑваш Республикинчен Шупашкарти 43-мӗш шкулти Светлана Тяхмусова, Куславккари 3-мӗш шкулти Валентина Ефимова, Канаш районӗнчи Сухайкасси шкулӗнчи Валентина Иванова кайнӑ. Вӗсем чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентеҫҫӗ. Светлана Тяхмусова тата Валентина Ефимова конкурсри пур тапхӑр витӗр те ӑнӑҫлӑ тухнӑ. Вӗсем наци тата вырӑс чӗлхине вӗрентес ыйтӑва халалланӑ ҫавра сӗтеле те хутшӑннӑ.
Ҫапла майпа Светлана Тяхмусова 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Валентина Ефимовӑн урок тата методика материалӗсене чи лайӑххи тесе йышӑннӑ. Ӑна жюри ятарлӑ дипломпа чысланӑ. Çыпăçтарнисем: |