Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 14.05.2024, 18:04
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Республика Президенчĕ темиçе кун каялла кăна йыхрава йышăнса Чăваш Енри коммунистсен активĕпе курнăçма хатĕрри çинчен пĕлтернĕччĕ. Сăмахне тытрĕ: çак тĕл пулу ĕнер Шупашкарти Союзсен çуртĕнче иртрĕ. Президиумра - Николай Федоровпа Чăваш Енĕн “тĕп коммунисчĕ”, Патшалăх Думин депутачĕ Валентин Шурчанов, вĕсен хыçĕнчи стена çинче - РФКП рескомĕн эмблеми... Килĕшетĕр пуль, чăннипех хăйне евĕрлĕ ÿкерчĕк. Çавна май хăшĕ-пĕри тĕл пулу питех те хивре иртессе кĕтнĕччĕ-тĕр те - çук, йĕркеллĕ, конструктивлă калаçу пулчĕ. Çураçайми пек туйăннă икĕ ене пĕтĕçтерекенни ытларах иккен. Çак шухăша Николай Васильевич сехет ытлалăх планланă, чăннипе вара икĕ сехет ытла тăсăлнă калаçура темиçе те асăнчĕ.

    Калаçăва пуçланă май В.Шурчанов хăйне, вырăнти коммунистсене пăшăрхантаракан, республика ертÿçинчен хурав кĕтекен ыйтусемпе темăсене палăртрĕ. Федераци Пухăвĕ çитес çулхи бюджета хатĕрлеме тытăннă май Мускав ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 675 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 25.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Пĕр паллă юрăра: «Губит людей не пиво, губит людей вода», – текен сăмахсем пур. Тен, çапах та çынсене шыв мар, сăра пĕтерет? Атьăр-ха çак ыйтăва пĕрле тĕпчер. Чăн та, сăра рекламине ытларах çамрăксемшĕн хатĕрлеççĕ. Хăшне-пĕрне итлесен «эс чăнкă çын-тăк, сан сăра ĕçмеллех» пулса тухать. Çакнашкал рекламăсен результачĕ акă: Мускаври шкулсенче вĕренекенсенчен 59 проценчĕ 13 çултах сăра ĕçме пуçланă, 39 проценчĕ кашни кун ĕçет. 
    Сăра эпидемийĕ
    Статистика тăрăх, Раççейри кашни çын пуçне çулталăкра 30 литр сăра тивет. Рекламăсене шансан, сăра – алкогольсĕр, сиенлĕ мар напиток, компотпа сок пекех. Раççейри медицинăпа санитари нормисемпе килĕшӳллĕн, алкогольсĕр ĕçме шутне спирт шайĕ 1,2 процентран иртменнисем кăна кĕреççĕ. Сăра алкогольсĕр ĕçмесен шутне кĕрет текен саккун та пур. Ку вара тавар кăларакансене сăрана телевиденипе рекламăлама, нумай налогсенчен, акциз пуххисенчен хăтăлма май парать. Юлашки çулсенче сăра революцийĕ пулса иртрĕ тесен те йăнăш мар-тăр: çамрăксем пĕр-пĕринпе тĕл пулсан сăрасăр сайра чухне лараççĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсем те тиркемеççĕ çак ĕçмене. 
    Сăлтавĕ ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 757 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 25.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтан хăйĕн çи-пуçне пысăк тимлĕх уйăрнă. Унăн çын çине тухма та, килте çӳреме те, уява кайма та ятарлă тумтир пулнă. Качча кайман хĕрсен вара арча тулли тĕрлĕ кĕпе-йĕм пулнă. Ăна вĕсем ыттисенчен уйрăлса тăрас тесе хăйсен тĕррисене шутласа кăларса капăрлатнă. Паллă тĕпчевçĕ Александра Фукс та чăваш хĕрарăмĕн пуян тупринчен тĕлĕннĕ. «Ытти халăх хĕрарăмĕсем чăваш хĕрарăмĕпе танлашаяс çук. Унăнни пек арча тулли пуянлăх эпĕ урăх курман. Çемьере хĕр çуралсанах качча памашкăн тупра пуçтарма пуçлаççĕ. Вăл ăна ĕмĕр тăршшĕпех çитме тивĕçлĕ», – тесе çырнă Александра Фукс. 
    Чăнах та авалхи тумтир капăрлăхпа, гармонилĕхпе тĕлĕнтерет. Унра хăйне евĕр стиль пур. Авалхи аксессуарсем – мăй çыххисем, суллисем, тухья-сурпан тумтирпе килĕшсе тăраççĕ. Арçынсен тумтирĕ пирки те çавнах калас килет. Вĕсен уяв кĕписене, сăхманĕсене ăмсанма пулать. Чăваш тумтирĕ – пирĕн пуян истори, культура. Анчах ăна паянхи кун çĕнĕлле, йăнăш тенĕ пулăттăм, вулани пăшăрхантарать. Чăваш тумне паян политика деятелĕсем те, обществăлла организацисен членĕсем те, паллах, эстрада çăлтăрĕсем те тăхăнаççĕ. Нумай чухне вĕсен ку енĕпе сисĕм çукки палăрать. Чăвашла тăхăнас килет-тĕк, ст ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 919 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 25.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Виталий Михайловăн чăвашла сайтĕнче регистрациленнисен шучĕ 30 çынна çитрĕ! Апла пулсан сайт ĕçлет, сайт пурăнать. Сайт унта кĕрекенсене усă патăр тесе тăрăшни харама каймарĕ пулас - унти материалсем çынсене кăсăклантараççĕ, усă та параççĕ  иккен. Сайт малашне те лайăх ĕçлетĕр тесен, сайт усăçĕсен ушкăнне кĕнисене сайт тытăмĕпе содержанине улăштарса тăмашкăн пулăшу ыйтатăп! Кам та кам юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 1-мĕшĕччен чи нумай материал хушать, манран  ăна приз кĕтет: чăвашла сочиненисен пилĕк томне парнелетĕп. Ăнăçу, телей сунатăп Сире!
    Миçе çын пăхнă: 745 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    300 г кавăн‚ çарăк‚ 2-3 пан улми‚ 120 г пыл илмелле.
    Чĕрĕ кавăна вĕтĕ тăваткалсене турамалла та пылпа пăтратса 30-40 минут лартмалла. Варрисенчен тасатнă пан улмисене‚ çарăка тăваткалсем туса вакламалла‚ кавăнпа хутăштармалла.

    Миçе çын пăхнă: 746 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 22.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Çут тĕнчере пĕрре те чирлемесĕр пурăнса ирттерекенсем пур-ши? “Ак тăхăр вунна çитрĕм‚ йĕп куçне хамах çип витĕретĕп‚ хăлха та чипер илтет‚ шăлсем те кашта çинчи шурă чăхсем пек шăкăрттин лараççĕ. Ачалăхра урамран выляса кĕрсен: “Анне‚ хырăм выçрĕ‚ чĕчĕ çитер-ха!” - тесе ун арки çине хăпарса ларнине паянхи пек астăватăп!” - текен çынна чăнах та ăмсанатăн. Çĕр çултан иртнĕ пĕр карчăкăн кивĕ шăлĕсем вырăнне çĕнĕ шăлсем тухнине хăçан-тăр вуланăччĕ. Кун пекки чĕр чунсен те пулать-ха. Калăпăр‚ слон хăй пурнăçĕнче ултă хутчен шăлĕсене улăштарать. Шăши‚ йĕкехÿре таврашĕсен ĕмĕр тăршшĕ ÿсеççĕ‚ ытлашши вăрăмланасран вĕсен мĕн те пулин кăшламалла. Çапла туса шăлсем çийĕнсе кĕскелеççĕ-çке. Тепĕр тесен‚ çак чĕр чунсен кăшламан япала та çук пуль. Чипер кĕлет-хуралта‚ нÿхрепе шăтарса кĕреççĕ. Паллах‚ унта йĕр хăвармасăр çÿремеççĕ. Ял халăхĕ çакна чухлать-ха. Хăйсен пурнăçне шăши‚ йĕкехÿрепе юнашар ирттерсен те сивчирпе аптăрамаççĕ‚ чирлесен те - питĕ сайра. Çут çанталăка тухнă хула çынни çумĕнче шăши апчху тутăр кăна - перет те ÿкет - сивчир! Тухтăрсăр ниепле те пулмасть‚ пульницăна каймах тÿр килет. 

    Хăш чух сунасласанах шур халатлисем патне вĕçтеретпĕр. Ара‚ грипп пу ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 666 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 22.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Табак туртнин сиенлĕхĕ çинчен шкул саккинченех илтнĕ пулсан та‚ ăна урамра‚ килте‚ ĕçре‚обществăлла вырăнсенче‚ вĕрентÿ учрежденийĕсенче‚ больницăсемпе спорт сооруженийĕсенче мăкăрлантараççĕ: арçынĕ те‚ хĕрарăмĕ те. Çак сăлтава пула çĕршывра çуллен 350-400 пин çын пурнăçран уйрăлать.

    Йытă çимен апата тутанма тытăнасси хăçан пуçланать-ха? Ачаранах. Çак наркăмăша аслисем ĕмнине пĕчĕкренех курса ÿсекен пепкешĕн вăл ырă тĕслĕх вырăннех. Çакна пурнăçри пулăмсемпе те çирĕплетме пулать. 
    Пĕлĕшĕме тĕл пултăм. Уни-куни пирки калаçнă хыççăн сăмах çăмхи ачасем çине куçрĕ. 
    - Ача садне çÿренĕ чухнех ывăл пируспа кăсăкланма пуçларĕ. Çĕр çинчен çĕклетчĕ те мăкăрлантарамши тăватчĕ. Паллах‚ хăйне мăн çын пек туясшăнччĕ. Çак начар хăнăхуран пистерес тесе тăтăшах “ĕçлеме” тиврĕ. Шкул çулĕсем çитсен татах пирус туртасси пуçланчĕ. Хальхинче - ушкăнпа. Тавах‚ пуçламăш классен вĕрентекенне‚ çак ыйтăва çийĕнчех çĕклерĕ. Туртакан ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене чĕнтерсе калаçрĕ‚ вĕренекенсене намăслантарчĕ. Çакăн хыççăн лăпланнăччĕ‚ анчах аслă классенче çак ыйту патне тепре таврăнтăмăр. Мĕн тумалла? Халĕ вăл пĕчĕк ача мар-çке‚ - пăшăрханса пĕлтерчĕ хĕрарăм.
    Хула çурчĕсен ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 689 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 22.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Ăсчахсем пыл ытти нумай сиплĕхлĕ пахалăхĕсемсĕр пуçне куç сетчаткине йĕркеллĕ ĕçлеттерекен веществосен çăлкуçĕ пулнине пĕлтереççĕ. Çав хушăрах куç вăйĕшĕн чи лайăххи - çăка пылĕ.

    Ăсчахсем пыл ытти нумай сиплĕхлĕ пахалăхĕсемсĕр пуçне куç сетчаткине йĕркеллĕ ĕçлеттерекен веществосен çăлкуçĕ пулнине пĕлтереççĕ. Çав хушăрах куç вăйĕшĕн чи лайăххи - çăка пылĕ. Ăна ирхине выçăлла‚ çăварта чăн микрофлора хуçаланнă чух çимелле. Ун пек тусан организм пылăн сиплĕ япалисене çăмăл йышăнать. Çавăнпа та куç çивĕчрех куртăр тата ытти органсен ĕçне пулăштăр тесен ирхине ыйхăран вăраннă хыççăн‚ шăл тасатиччен 10-15 минут маларах‚ 1 апат кашăкĕ пыл ĕмсе ярăр. Çак ĕçе каçпа çывăрас умĕн те тăвăр.
    Катаракта чирĕ тата куçсем хĕрелнĕ чух сиплекен эмеле килте те хатĕрлесе пулать. Пыл куçăн йăлмака витĕмне (слизистая оболочка) хÿтĕлекен çÿхе сийпе карса илет. Вăл хĕрелнине пĕтерет‚ куç мышцисене кантарать‚ тавралăх сиенлĕхĕнчен сыхлать. Куç эмелĕн рецепчĕ çăмăл: пĕр тумлам шĕвĕ пыла вунă тумлам пăслантарса тасатнă (дистиллированная) е тăрă çăлкуç шывĕпе шĕветĕр. Ирхине çак хутăшăн 1-2 тумламне куçсене ярăр. Икĕ эрне тăршшĕ сипленмелле.

    Миçе çын пăхнă: 771 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 21.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Хура слива (чернослив) вар-хырăм чирĕсемпе аптракансене çеç мар‚ кариесран тата шăл туни шыçнă чух та пулăшма пултарать. Тĕпчев ирттернĕ хыççăн хура сливăра бактерисене хирĕç кĕрешекен хими компоненчĕ пуррине асăрханă. 

    Хура слива (чернослив) вар-хырăм чирĕсемпе аптракансене çеç мар‚ кариесран тата шăл туни шыçнă чух та пулăшма пултарать. Тĕпчев ирттернĕ хыççăн хура сливăра бактерисене хирĕç кĕрешекен хими компоненчĕ пуррине асăрханă. Çакăн пек пĕтĕмлетÿсем патне Мексикăн Наци автономи университечĕн ăсчахĕ Хосе Фаусо Риверо килсе тухнă. Вăл чылай çынна канăçсăрлантаракан çăвар ăш-чикки чирĕсен бактерийĕсене хура слива тĕп тунине асăрханă.
    Риверо пĕлтернĕ тăрăх‚ асăннă веществосем шăл чулĕ тăвакан бактерисене хирĕç те усăллă. 
    Çавă кăсăк‚ ăсчаха тĕпчевсем ирттерме ĕлĕкхи кулинари рецепчĕсем хистенĕ. Вĕсенче хура сливăпа усă курса аш-какая нÿхрепе хумасăр усрама вĕрентнĕ. Çавăн пекех ăсчах асăннă çырлан шывĕпе (настой) хывăнакан шăл протезĕсене бактерисенчен тасатнă чухне те усă курма пулнине çирĕплетет.
    И. ВАСИЛЬЕВА хатĕрленĕ.

    Миçе çын пăхнă: 727 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 21.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Анатольевич Медведев хăйĕн указĕпе килĕшÿллĕн профессилле çĕнĕ уяв палăртнă — Программистсен кунĕ. Ăна малашне авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче (çулталăкăн 256-мĕш кунĕнче) уявлĕç е авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче (çулталăкĕ йывăр çуллă - 366 кунлă килет пулсан). Çакăн çинчен Кремльти пресс-служба шăматкун пĕлтернĕ.

    Нумай çул хушши ĕнтĕ çак уява пĕтĕм тĕчипех çулталăкăн 256-мĕш кунĕнче официаллă мар майпа уявлаççĕ. Мĕншĕн 256-мĕш кун-ха тата? Çак тулли  числона сакăр разрядлă байтпа палăртма пулать иккен, тата вăл 365 числоран пĕчĕкрех 2 числон  чи пысăк степенĕ пулать тесе пĕлтерет ИТАР-ТАСС.
    Миçе çын пăхнă: 707 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 12.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Самым полезным среди всех известных питьевых грибов является индийский гриб. Иначе его называют «индийский морской рис» – он похож на полупрозрачные зернышки риса или на льдинки. Морской рис (гриб) был завезен в Россию в 19 веке из Индии, отчего его и прозвали индийским. Это не только более древняя культура, чем чайный или молочный грибы, но и более полезная. 

    Выращивают его так же, как чайный гриб – в банке. По вкусу он напоминает слегка газированный квас, но в зависимости от того, чем его «кормят» он приобретет определенный оттенок вкуса. Некоторым удается делать гриб, придавая ему вкус пива (напоминает пиво, разбавленное квасом). 

    Вот так выглядит морской рис

    Так же как и чайный, индийский гриб не требует особого ухода, хотя сначала кажется, что его выращивать долго и сложно. Для приготовления этого живительного напитка необходима чистая (фильтрованная) вода, сахар, и немного любых сухофруктов (изюм, инжир, чернослив, курага, яблоки…). На 2-х литровую банку достаточно 7-8 ст. ложек индийского риса, две щепотки сухофруктов (например, штук 30 изюминок) и примерно 4 ст. ложки сахара (на любителя) полностью растворенного в некипяченой воде. ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 793 | | Комментарисем (4)| Хăш кун хушнă: 11.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Пирус тĕтĕмĕпе этем организмне мĕн кĕрет-ха? Кун пирки туртма пăрахас тĕллевлĕ çынсем ытларах шухăшлама пуçлаççĕ. Тавар пуйăсĕн пăравусĕ пек мăкăрлантаракансене вара çакă пачах канăçсăрлантармасть.

    Табак тĕтĕмĕнче химин виçĕ пин ытла пĕрлешĕвĕ пур. Вĕсенчен чылайăшĕ - фармакологи тĕлĕшĕнчен пуçаруллă, сиенлĕ, мутагенлă. Аллăшĕ канцероген шутне кĕрет, урăхла каласан усал шыççа яракан вещество пулса тăрать.

    Вĕсемсĕр пуçне сиенлĕ япаласем - никотин, синиль кислоти, мышьяк, углерод окиçĕ /сĕрĕм газĕ/, формальдегид, сероводород, азотăн двуокиçĕ, аммиак тата ытти те пур. Хăш наркăмăш мĕнле виçепе организма лекесси табак сортĕнчен, ăна хатĕрленинчен, сигарет класĕнчен, епле туртнинчен килет. Вăтам статистикăри сигарет пачкине илес тĕк /20 г табак/ ăна туртсан ăша 0,2 г никотин, 0,001 синиль кислоти, çавăн чухлех сероводород, 0,5 г аммиак, 1 г сĕрĕм газĕ лекет.

    Йăсăрланакан табак витĕр тухакан сывлăш ăна çунма пулăшать. Çапла вара табак типĕлле “хăваланать”: хими япалисем йытă çимен апатран сывлăша куçаççĕ те ÿпкене лараççĕ. Сигарет тĕтĕмĕ - кăткăс тытăм, вăл çуннă хыççăн шĕвек, газ, хытă япала пулса кĕнĕ продуктсенчен тăрать.

    Хытă фаза - чи ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 849 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 10.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Радостная весть пришла из Москвы: названы лауреаты конкурса сайтов VII Международного детского экологического форума «Зеленая планета – 2009» Одним из лауреатов этого конкурса стал ученик 9-б класса МОУ «Красноармейская средняя общеобразовательная школа №2» Михайлов Алексей, который своим сайтом «Все про защиту леса» (http://green-planet.3dn.ru/) успешно прошел региональный и всероссийский этапы конкурса и стал лауреатом в номинации «Современные технологии на службе природы» (конкурс сайтов и web-страниц в Internet по экологической и природоохранной тематике). Научный руководитель проекта - учитель обществознания данной школы Михайлов В.М.
      Лауреатами Всероссийского форума «Зеленая планета 2009» в номинации «Жизнь леса и судьбы людей» (литературный конкурс) стали Жукова Анастасия (Траковская чувашско-немецкая гимназия), Михайлова Татьяна (Шивбосинская общеобразовательная школа).
      В адрес оргкомитета форума поступили творческие работы школьников из 73 регионов РФ и стран СНГ для участия в 9 конкурсах. Странами-участниками Международного детского экологического форума «Зелёная планет ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 1060 | | Комментарисем (3)| Хăш кун хушнă: 10.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Картофельные галушки с брынзой.
    Отварной картофель пропустить через мясорубку, соединить с мукой и раскатать тесто в жгут диаметром примерно 3 см, затем разрезать его на небольшие кусочки и отварить их в подсоленной воде. При подаче посыпать тертой брынзой и полить горячими сливками.
    500 г. - картофеля, 100 г. - сливок или 40 г. - сала, 200 г. - брынзы, 250 г. - муки грубого помола, соль.

    Картофельные клецки с брынзой.
    Из отварного картофеля, муки и яйца приготовить картофельное тесто, разделять его на ромбики толщиной 1-1,5см и отварить их в подсоленной воде. Подавать горячими как самостоятельное блюдо с поджаренным луком и шпиком, тертой брынзой. К таким клецкам хороши салаты из свеклы и помидоров.
    800 г. - картофеля, 100 г. - муки, 80-100 г. - брынзы, 1 луковица, 1 яйцо, 100 г. - шпика, соль.

    Тĕрлĕ тĕслĕ çĕр улмиГалушки с картофелем по-польски. ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 778 | | Комментарисем (6)| Хăш кун хушнă: 09.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    ÇĂМХА евĕр илĕртÿллĕ çимĕçе - çут çанталăк парнине - нумай чиртен хăтăлмалли чи тухăçлă та витĕмлĕ “эмелсен” йышне пĕр иккĕленмесĕр кĕртме пулать иккен. Мĕнле чирсенчен шăпах пан улмипе сипленме меллĕрех-ха?

    Шăнса пăсăлсан пан улми шĕвекĕ е пан улми хушнă чей ĕçмелле - ку ÿслĕке çемçетĕ. Е пан улми сиропĕ хатĕрлĕр: теркăпа хырнă пан улмине сахăрпа хутăштармалла та сĕткенĕ сăрхăнса тухма 2-3 сехет лартмалла. Сĕткенне пăчăртаса илмелле те вăйсăр çулăм çинче 20 минут вĕрилентермелле. Ÿслĕк тертлентерсен, карланкă, пыр ыратсан кунне 3-4 хут апатчен 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

    Ларингитран. 1 апат кашăкĕ йĕтĕн /лен/ вăрри, 1 пан улми хуппи тата 2 чей кашăкĕ пыл хатĕрлĕр. Пĕрле хутăштарăр та 1 стакан шыв хушăр, 10 минут вĕретĕр. Ăшăлла кунне 3 хут апатчен 5-10 минут маларах ĕçмелле.

    Шăк чараксăрлăхĕнчен. Пан улмин типĕтнĕ хуппине кофе авăртмалли хатĕрте çăнăх пек пуличчен вĕтетĕр. 1 апат кашăкĕ çăнăха 1 стакан вĕренĕ шывпа хутăштарăр та хупă савăтра 15 минут пĕçерĕр. Кунне 3-4-шар стакан ĕçĕр.

    Диабет чухне пан улмипе пĕрле харăсах лимон çийĕр - ку юнри сахăр шайне самай чакарма пулăшĕ.

    Ыйхă “вĕçни” тертлентерсен пан улмине темиçе пая к ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 687 | | Комментарисем (4)| Хăш кун хушнă: 07.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    ...Вăхăт сисĕнмесĕрех шăвать. Ют çĕршывран килекен йăла-йĕрке çамрăксен хушшинче ытларах та ытларах сарăлма пуçларĕ. Ку та кирлĕ пулăм. Анчах та хăйне евĕрлĕ самана пурнăçри чылай ырă ене аяла турĕ. Кăмăла каякан йăла-йĕркене, çынсем пĕр-пĕрне хисеплессине манма пуçларăмăр. Çамрăксем хут çине çырма юраман усал сăмахсемпе калаçнине пурте илтетпĕр. Хăшĕ-пĕри путсĕр сăмахсемпе пĕчĕк ачасен умĕнче перкелешме те вăтанмасть. Çавăнпах чылай шкул ачи виçĕ сăмах хушшине “усаллине” кĕртсе хуратех. Хĕрачасен ушкăнĕнче те намăс сăмах каланине пайтах илтетĕн. Хăйăр çинче вылякан е тăвайккинче ярăнакан “шĕшлĕ аврисем” те мăннисенчен юлмаççĕ.

    Сăнаса пăхнă тăрăх çакă палăрать: ачасен пысăк пайĕ усал сăмахсене ÿсĕр ашшĕ-амăшĕнчен, килти харкашу вăхăтĕнче илтнĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура калаçу культури чи малтан çемьере, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ уçăлса çÿрекен, вылякан урамра, тăван шкулта йĕркеленнине палăртнă. Ачасен чĕлхинче йĕркесĕр сăмахсем анлăн сарăлни “урам” воспитанийĕнчен килнине те палăртмалла. Çамрăксем ушкăнăн-ушкăнăн ăçта пухăннă - çавăнта чĕлĕм мăкăрлантараççĕ, çавăнтах сураççĕ, пирус тĕпĕсене пăрахаççĕ. Хĕрĕнкĕреххис ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 1182 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 07.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Паян, авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче,  паллă ентешĕмĕрсенчен пĕри – Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, СССР космонавт-летчикĕ Андриян Григорьевич Николаев – çуралнăранпа 80 çул çитрĕ.

    А.Г.Николаев 1929 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне пĕтернĕ, 1950 çулччен Карелире вăрман хатĕрлес ĕçре мастерта тăрăшнă. 1950 çултанпа Андриян Григорьевич Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. 1954 çулта Фрунзери çар авиаци училищине пĕтерсен Мускав çар округĕн сывлăшран тапăнасран хÿтĕлекен чаçĕнче истребитель-летчик пулнă. 1960 çулта Ю.А.Гагаринпа, Г.С.Титовпа тата ыттисемпе пĕрле А.Г.Николаева космонавтсен ушкăнне илнĕ. 

    1962 çулхи çурла уйăхĕнче А.Г.Николаевпа П.Р.Попович ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 1871 | | Комментарисем (3)| Хăш кун хушнă: 06.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Хисеплĕ Виталий Михайлович!

    Сире çуралнă кун ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр. Творчествăлла çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, ырă ĕмĕт-шухăш, тулли пурнăç, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунатпăр. Сирĕн пархатарлă та пуçаруллă ĕçĕр-хĕлĕр пире яланах хавхалантарса та савăнтарса тăтăр. Сирĕн ăс-хакăлпа пултарулăх лаççи эсир вĕрентекен ачасен ăсталăхне кулленех туптаса тăтăр. Сирĕн чун-чĕре хавалĕ нихăçан та ан иксĕлтĕр, ăраскалăр тăкăнса тăтăр, хăвăр ĕмĕтленни пурнăçа кĕрсе пытăр. Çапла пултăр!

                                                     Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем

    Саламлă открытка

    С Днем рождения! ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1861 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.09.2009 | Рейтинг:

    « 1 2 ... 37 38 39 40 41 ... 43 44 »

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)