Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 19.12.2024, 01:38
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Авăн » 22 » СЫВЛĂХ ХАКЛĂРАХ!
    СЫВЛĂХ ХАКЛĂРАХ!
    00:05
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Çут тĕнчере пĕрре те чирлемесĕр пурăнса ирттерекенсем пур-ши? “Ак тăхăр вунна çитрĕм‚ йĕп куçне хамах çип витĕретĕп‚ хăлха та чипер илтет‚ шăлсем те кашта çинчи шурă чăхсем пек шăкăрттин лараççĕ. Ачалăхра урамран выляса кĕрсен: “Анне‚ хырăм выçрĕ‚ чĕчĕ çитер-ха!” - тесе ун арки çине хăпарса ларнине паянхи пек астăватăп!” - текен çынна чăнах та ăмсанатăн. Çĕр çултан иртнĕ пĕр карчăкăн кивĕ шăлĕсем вырăнне çĕнĕ шăлсем тухнине хăçан-тăр вуланăччĕ. Кун пекки чĕр чунсен те пулать-ха. Калăпăр‚ слон хăй пурнăçĕнче ултă хутчен шăлĕсене улăштарать. Шăши‚ йĕкехÿре таврашĕсен ĕмĕр тăршшĕ ÿсеççĕ‚ ытлашши вăрăмланасран вĕсен мĕн те пулин кăшламалла. Çапла туса шăлсем çийĕнсе кĕскелеççĕ-çке. Тепĕр тесен‚ çак чĕр чунсен кăшламан япала та çук пуль. Чипер кĕлет-хуралта‚ нÿхрепе шăтарса кĕреççĕ. Паллах‚ унта йĕр хăвармасăр çÿремеççĕ. Ял халăхĕ çакна чухлать-ха. Хăйсен пурнăçне шăши‚ йĕкехÿрепе юнашар ирттерсен те сивчирпе аптăрамаççĕ‚ чирлесен те - питĕ сайра. Çут çанталăка тухнă хула çынни çумĕнче шăши апчху тутăр кăна - перет те ÿкет - сивчир! Тухтăрсăр ниепле те пулмасть‚ пульницăна каймах тÿр килет. 

    Хăш чух сунасласанах шур халатлисем патне вĕçтеретпĕр. Ара‚ грипп пулма пултарать. Унта вара - черет‚ килнĕшĕн ÿкĕнни те пулать: пĕри платнăй пулса кĕрет‚ тепри блатной... Сан черетÿ вырăнĕнчен те хускалмасть. Хуть те çурăл ларнă çĕрте. Çакнашкал лару-тăрăва пĕлнĕрен куçа шурă пăнчă тухсан та тухтăра кайма васкамарăм‚ хăех иртĕ тесе шутларăм. Арăм хистенине чăтаймасăр кăна куç тухтăрĕ патне çитрĕм. Унта ларакан чиперук: “Мĕн шалăпĕ пур? - тесе ыйтрĕ. “Куç умĕнче - шурă пăнчă! Хăй тĕллĕн иртме пĕртте шутламасть”‚ - тетĕп. Хайхискер мана унталла-кунталла пăхтарчĕ‚ куç шăрçине выляттарма хушрĕ‚ тĕттĕм пÿлĕме кĕртсе куçри шурă пăнча шырарĕ. Нимĕн шарламасăр тару туянма çур листа çырса пачĕ. “Ман хăрах куçа анчах эмеллемелле‚ им-çам вара мĕнпур организма чир-чĕртен сиплеме çитет”‚ - тетĕп. Чиперук: “Çапла кирлĕ‚ унсăрăн час сывалса пулмасть. Ак çак эмеле пĕр вăхăтра‚ кăна тепринче‚ сывă мар куçăра икшер тумлам кунне виççĕ-тăваттă тумлатăр. Тарусене çав-çав вăхăтра ĕçĕр: пĕрне апат умĕн‚ теприне хыççăн‚ лешне çывăрас умĕн‚ тăваттăмĕшне çывăрса вăраннă хыççăн‚ ан пăтраштарăр! Пурне те эп каланă аптекăна кайса туянăр. Уйăх çурăран килĕр. Черетсĕрех кĕме пултаратăр”‚ - тесе сывпуллашса‚ умĕнчи кĕнеки çине тата темскер çырса юлчĕ.
    Тÿлев укçи ĕнсене хыçтарчĕ пулсан та‚ каланă аптекăран эмелсене туянтăм. Сывлăх хаклăрах! Пуçларăм сипленме. Юратнă мăшăрăм хăйĕн писев-сĕревĕсем тăракан çÿлĕке пушатса туяннă эмелсене вырнаçтарчĕ. Им-çамсемпе эмелленмелли вăхăта палăртнă хут листине‚ пысăк сас паллисемпе çырнă хăйне евĕр графика‚ стена çине пăталаса хучĕ. Вăхăт çитсенех шĕвĕр пÿрнипе унта тĕллесе кăтартать те пĕрер таблетка çăтма‚ куçа эмел тумлатма чĕнет. Уйăх çурă сисмесĕрех иртсе кайрĕ. Каллех чиперук умне пырса тăтăм. “Ну‚ пирĕн пациент хăйне мĕнле туять? Лайăх еннелле улшăнусем пур-и‚ çук-и?” - тет. “Лайăх еннелле улшăнусем пулмалла та‚ анчах темшĕн асăрхамастăп”‚ - тетĕп. Вăл мана каллех унталла-кунталла пăхтарчĕ‚ куç шăрçине вылятма хушрĕ‚ тĕттĕм пÿлĕме кĕртсе куçри шурă пăнча шырарĕ. Ним шарламасăрах тепĕр çур листа им-çам туянмалли список çырса пачĕ. Пĕр тапхăр эмелленнĕ хыççăн вăл пулăшмасан тата эмелленмелле. Пуçа тытса тăракан мышцăсене массаж тумалла. Вăл пуç капташкинчи юн пусăмне йĕркелет‚ куç патне çителĕклĕ витамин çитерет имĕш. Массаж тăвакан пĕлĕшĕ те пур-мĕн‚ чиперук ятĕнчен пырсан тÿлевне сăмаях чакарать иккен. Кирлĕ-тĕк - кирлĕ‚ мĕн тăвăн? Сывлăх хаклăрах! Графика пăхăнасси çумне тата массажпа укол хушăнчĕç. Кăлтăрмач пек çаврăнатăп мар-и? Ăна тусан кăна тумалла‚ пĕри вĕçленсен тепри пуçланать. Çапла тепĕр уйăх çурă сисĕнмесĕрех иртрĕ. Каллех чиперук умне пырса тăтăм. Вăл мана яланхи пекех сăнарĕ: каллех унталла-кунталла пăхтарчĕ‚ куç шăрçине выляттарма хушрĕ‚ тĕттĕм пÿлĕме кĕртсе куçри шурă пăнча шырарĕ. Каллех нимĕн те шарламарĕ. Юлашкинчен пуç капташкине томографи тумаллине пĕлтерчĕ. Куç таврашĕнче пĕр-пĕр нерва хĕсĕнме пултарнă имĕш. Томографи тÿлевлĕ. Ун пĕлĕшĕ‚ чиперук ячĕпе килсен‚ йÿн хакпа тăвать.
    Кирлĕ-тĕк - кирлĕ‚ мĕн тăвăн? Сывлăх хаклăрах! Çĕнĕ хыпарпа савнă мăшăрăм патне çитрĕм: “Томографи ирттерме укçа кирлĕ‚ ак направлени пачĕ甂 - тетĕп. Мăшăрăм хайхи направление илчĕ те вулама пуçларĕ. Куçне хут çинчен çĕклерĕ те ман çине кăнн пăхса: “Эс мана ухмах вырăнне хуратăн-и? Ăçтан тупса килтĕн ку хут татăкне?” - ыйтрĕ тĕлĕнсе. “Ара‚ çав тухтăрах пачĕ‚ - тетĕп аптранă енне‚ - ав‚ виç кĕтеслĕ пичет те пур‚ çавраки те”. “Ан ултала‚ - тет мăшăрăм сассине хăпартса‚ - кунта пĕр сăмахра виçĕ йăнăш тунă‚ ак вула!” Вулатăп‚ чăнах та‚ направлени сăмаха “нопровленее”‚ тесе çырнă. Пĕр хушă карчăкпа шухăшланă хыççăн ку чăн-чăн тухтăр мар иккенне тавçăрса илтĕмĕр. Урăххи патне кайма шутларăмăр. Вăл чăн пулчĕ пулас‚ пĕр вăхăт сăнанă хыççăн çийĕнчех операцие вырттарчĕ. Куçăн хытă витĕмĕ (роговица) исленет иккен‚ кăшт тăхтанă пулсан куçсăр тăрса юлма пултарнă. Юрать‚ операци чиперех иртрĕ. Чĕрĕлсе те çитрĕм‚ анчах халь тем шăл сурма пуçларĕ. Пĕр тапхăр ыратать те лăпланнă пек‚ кайран каллех канăç памасть. Тухтăра каясах пуль ĕнтĕ. Татах тăкакланма тивет‚ мĕн тăвăн? Сывлăх хаклăрах!
    Геннадий ЧЕЛПИР.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 705 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.5/19 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)