Ăсчахсем пыл ытти нумай сиплĕхлĕ пахалăхĕсемсĕр пуçне куç сетчаткине йĕркеллĕ ĕçлеттерекен веществосен çăлкуçĕ пулнине пĕлтереççĕ. Çав хушăрах куç вăйĕшĕн чи лайăххи - çăка пылĕ.
Ăсчахсем пыл ытти нумай сиплĕхлĕ пахалăхĕсемсĕр пуçне куç сетчаткине йĕркеллĕ ĕçлеттерекен веществосен çăлкуçĕ пулнине пĕлтереççĕ. Çав хушăрах куç вăйĕшĕн чи лайăххи - çăка пылĕ. Ăна ирхине выçăлла‚ çăварта чăн микрофлора хуçаланнă чух çимелле. Ун пек тусан организм пылăн сиплĕ япалисене çăмăл йышăнать. Çавăнпа та куç çивĕчрех куртăр тата ытти органсен ĕçне пулăштăр тесен ирхине ыйхăран вăраннă хыççăн‚ шăл тасатиччен 10-15 минут маларах‚ 1 апат кашăкĕ пыл ĕмсе ярăр. Çак ĕçе каçпа çывăрас умĕн те тăвăр. Катаракта чирĕ тата куçсем хĕрелнĕ чух сиплекен эмеле килте те хатĕрлесе пулать. Пыл куçăн йăлмака витĕмне (слизистая оболочка) хÿтĕлекен çÿхе сийпе карса илет. Вăл хĕрелнине пĕтерет‚ куç мышцисене кантарать‚ тавралăх сиенлĕхĕнчен сыхлать. Куç эмелĕн рецепчĕ çăмăл: пĕр тумлам шĕвĕ пыла вунă тумлам пăслантарса тасатнă (дистиллированная) е тăрă çăлкуç шывĕпе шĕветĕр. Ирхине çак хутăшăн 1-2 тумламне куçсене ярăр. Икĕ эрне тăршшĕ сипленмелле.