Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 19.12.2024, 01:49
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Авăн » 22 » ЙЫТĂ ÇИМЕН АПАТ
    ЙЫТĂ ÇИМЕН АПАТ
    00:04
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Табак туртнин сиенлĕхĕ çинчен шкул саккинченех илтнĕ пулсан та‚ ăна урамра‚ килте‚ ĕçре‚обществăлла вырăнсенче‚ вĕрентÿ учрежденийĕсенче‚ больницăсемпе спорт сооруженийĕсенче мăкăрлантараççĕ: арçынĕ те‚ хĕрарăмĕ те. Çак сăлтава пула çĕршывра çуллен 350-400 пин çын пурнăçран уйрăлать.

    Йытă çимен апата тутанма тытăнасси хăçан пуçланать-ха? Ачаранах. Çак наркăмăша аслисем ĕмнине пĕчĕкренех курса ÿсекен пепкешĕн вăл ырă тĕслĕх вырăннех. Çакна пурнăçри пулăмсемпе те çирĕплетме пулать. 
    Пĕлĕшĕме тĕл пултăм. Уни-куни пирки калаçнă хыççăн сăмах çăмхи ачасем çине куçрĕ. 
    - Ача садне çÿренĕ чухнех ывăл пируспа кăсăкланма пуçларĕ. Çĕр çинчен çĕклетчĕ те мăкăрлантарамши тăватчĕ. Паллах‚ хăйне мăн çын пек туясшăнччĕ. Çак начар хăнăхуран пистерес тесе тăтăшах “ĕçлеме” тиврĕ. Шкул çулĕсем çитсен татах пирус туртасси пуçланчĕ. Хальхинче - ушкăнпа. Тавах‚ пуçламăш классен вĕрентекенне‚ çак ыйтăва çийĕнчех çĕклерĕ. Туртакан ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене чĕнтерсе калаçрĕ‚ вĕренекенсене намăслантарчĕ. Çакăн хыççăн лăпланнăччĕ‚ анчах аслă классенче çак ыйту патне тепре таврăнтăмăр. Мĕн тумалла? Халĕ вăл пĕчĕк ача мар-çке‚ - пăшăрханса пĕлтерчĕ хĕрарăм.
    Хула çурчĕсен картишĕнче каç енне 12-15 çулти ачасем пухăнса уççăнах мăкăрлантарнине пĕрре мар асăрханă. Вăл кăна та мар: çуммăнах сăра кĕленчисем. Вĕсен хушшинче 7-8 çултисем те пур. Мĕн тетĕр? Ыттисенчен пĕвĕпе лутра‚ хавшак ÿтлĕ арçын ача сывлăша тĕтĕмлет кăна мар‚ хăйне паттăр пек тытать. Çак ÿкерчĕк чуна ыраттарать. Ялан : “Сывлăхлă‚ лайăх çи-пуçлă‚ ĕçпе хуçăлса ÿсмен ачасене мĕн çитмест-ши?” - текен ыйту пуçра çуралать. Пĕррехинче тÿсеймерĕм‚ вĕсем патне çывхарса мĕн пултарнă таран лăпкăрах калаçма тăрăшса: “Аван-и‚ мĕншĕн эсир туртатăр? Пирус сывлăхăрсене хавшатакан наркăмăш пулнине пĕлетĕр-и?” - тесе пуçларăм калаçăва. Паллах‚ малтан: “Сире мĕн ĕç?” - текен кăнттам хурава илтме тÿр килчĕ. Çапах пĕр чĕлхе тупрăмах. Акă мĕн пĕлтерчĕç вĕсем: 
    - Малтан интереслĕччĕ. Пирус туртса хамăра пысăк çынсем пек туяттăмăрччĕ. Каярах вара килте ăнланманлăх пулсан та‚ вăрçсан та... ăна ĕмсе лăпланма пуçларăмăр. Пирĕн хушăри Настьăн (халĕ кунта çук) ашшĕпе амăшĕ уйрăлаççĕ. Çак хуйха вăл пирус туртса‚ сăра ĕçсе пусарать‚ - пĕлтерчĕç çула çитменскерсем. 
    - Ăçтан укçа тупатăр-ха?
    - Эпĕ шкула кайнă чухне иртен арçынсенчен ыйтатăп‚ - терĕ вун виççĕри арçын ача.
    Çак сиенлĕ йăлана нихăçта та мар‚ урамрах хăнăхаççĕ. Тĕрĕсрех‚ урам саккунне пăхăнаççĕ. Иртен-çÿренсем‚ сутуçăсем ăна шăпăрлансене тăсса пани‚ вĕсен сывлăхĕ çине алă сулни тем тесен те тарăхтарать. Пирĕн пуласлăх - çамрăк ăру. Çапла туса общественность сывлăхне хавшатнипе пĕр килет çакă. “Ан турт‚ сывлăхна упра” тесе каланипе кăна мар‚ ашшĕ-амăшĕ хăй тĕслĕх кăтартсан аван пулмалла. Шыв янă стаканра хура тăпрана пăтратсан: “Туртакансен ÿпкинче те çакăн пек тĕтĕм”‚ - тесе ăнлантарни ахаль пулмĕ. Çав вăхăтрах вĕренÿ заведенийĕсенче‚ ĕç коллективĕсенче‚ халăх пурăнакан вырăнсенче пируса конфетпа е хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчессипе улăштарни‚ тĕрлĕ чĕнÿсем çакни‚ тестсем ирттерни пăсмĕччĕ. Пысăк стажлă туртакансем пируса пулах вăхăтсăр вилнине те асра тытасчĕ.
    Н. САВИНОВА. 

     




    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 726 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.0/11 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)