Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 19.12.2024, 02:11
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Авăн » 7 » Ачи хамăн та - ăсĕ хăйĕн (Ваттисен сăмахĕ).
    Ачи хамăн та - ăсĕ хăйĕн (Ваттисен сăмахĕ).
    18:38
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    ...Вăхăт сисĕнмесĕрех шăвать. Ют çĕршывран килекен йăла-йĕрке çамрăксен хушшинче ытларах та ытларах сарăлма пуçларĕ. Ку та кирлĕ пулăм. Анчах та хăйне евĕрлĕ самана пурнăçри чылай ырă ене аяла турĕ. Кăмăла каякан йăла-йĕркене, çынсем пĕр-пĕрне хисеплессине манма пуçларăмăр. Çамрăксем хут çине çырма юраман усал сăмахсемпе калаçнине пурте илтетпĕр. Хăшĕ-пĕри путсĕр сăмахсемпе пĕчĕк ачасен умĕнче перкелешме те вăтанмасть. Çавăнпах чылай шкул ачи виçĕ сăмах хушшине “усаллине” кĕртсе хуратех. Хĕрачасен ушкăнĕнче те намăс сăмах каланине пайтах илтетĕн. Хăйăр çинче вылякан е тăвайккинче ярăнакан “шĕшлĕ аврисем” те мăннисенчен юлмаççĕ.

    Сăнаса пăхнă тăрăх çакă палăрать: ачасен пысăк пайĕ усал сăмахсене ÿсĕр ашшĕ-амăшĕнчен, килти харкашу вăхăтĕнче илтнĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура калаçу культури чи малтан çемьере, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ уçăлса çÿрекен, вылякан урамра, тăван шкулта йĕркеленнине палăртнă. Ачасен чĕлхинче йĕркесĕр сăмахсем анлăн сарăлни “урам” воспитанийĕнчен килнине те палăртмалла. Çамрăксем ушкăнăн-ушкăнăн ăçта пухăннă - çавăнта чĕлĕм мăкăрлантараççĕ, çавăнтах сураççĕ, пирус тĕпĕсене пăрахаççĕ. Хĕрĕнкĕреххисем те пур. Вĕсен калаçăвĕнче намăс сăмах хутлă-хутлă илтĕнет. Пит хĕрелет, хăлха йĕрĕнет. “Чипертерех пулăр-ха, намăс мар-и сире капла калаçма?” - тесе асăрхаттарсан хăвна тивĕçсĕр сăмахсемпе кÿрентереççĕ. Ыттисем те чĕнмеççĕ. “Мĕн усси?” - теççĕ пуль.

    Пĕррехинче çакна асăрхама тиврĕ: вокзалта шкул çулĕнчи çамрăксем ашкăнаççĕ, путсĕр сăмахсемпе перкелешеççĕ, сигарет мăкăрлантараççĕ, аллисенче - сăра кĕленчисем.

    - Мĕне вĕрентеççĕ-ши вĕсене шкулта? - вĕчĕрхенÿллĕн сăмах хушрĕ вăтам çулсенчи хĕрарăм. Тата тем те пĕр ятлаçса куçран çухалчĕ.

    Эпĕ шухăш авăрне путрăм. Вĕсем пирĕн çеç мар, сирĕн ачăрсем те вĕт. Воспитани ыйтăвĕсемпе шкулăн, педагогсен кăна ĕçлемелле тесе шухăшлакансем йăнăшаççĕ. Учительсем темĕн чухлĕ вăй хурсан та çемье витĕмĕсĕр воспитани енĕпе ăнăçу тума йывăр.

    Ашшĕ-амăшĕ вăхăт çукки çине ярать. Анчах пепкисене ĕçе пĕчĕкрен хăнăхтарман, пурнăçра тĕрĕс вырăн йышăнма вĕрентмен, мал ĕмĕтлĕ пулма ăнтăлас туйăма вăратман пулсан ăнăçу ăçтан пултăр? Кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕ те ачисемпе калаçма, вĕсен тыткаларăшне хаклама вăхăт тупатех.

    Воспитани парас ĕçре вулав пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ача кĕнеке-журнал вулама юратмасть пулсан ашшĕ-амăшĕн çакна асăрхамасăр хăвармалла марах. Паллă: вулама юратакан вĕренекенсем нумай пĕлеççĕ, пурне те хăвăрт тавçăраççĕ. Апла пулсан ачана кĕнекепе паллаштарма çуралсанах тытăнмалла. Малтан илемлĕ ÿкерчĕксенчен пуçламалла. Унтан ăна ăнланмалла вуласа памалла. Ун хыççăн мĕн асра юлнине ыйтмалла. Каярахпа кĕнеке суйлама хăнăхтармалла. Пĕчĕккисем ачасем çинчен вулама килĕштереççĕ. Кĕнекери сăнар пек пулма ĕмĕтленеççĕ. Усăллă çын пулас тесен мĕн тумаллине, халăх хушшинче хăйсене йĕркеллĕ тытмаллине тавçăрса илеççĕ.

    Куллен тухса тăракан хаçат-журналти тарăн шухăшлă статьясем, пурнăç чăнлăхне анлăн çутатакан кино, музыка, сăрă ÿнерĕн хайлавĕсем ачасене ашшĕ-амăшĕн, пиччĕшĕ-аппăшĕн ĕçĕсене малалла тăсма, Тăван çĕршывшăн çирĕп тăма, ĕçре те паттăр пулма хăнăхтараççĕ. Хамăрăн шкулта “Тантăш” хаçата, “Çамрăксен хаçатне”, “Самант” журнала ушкăнпа вулатпăр, килĕшекен материалсене сÿтсе яватпăр, тавлашатпăр. Çак ĕçе килте те туса пымалла. Кĕнекене юратма вĕрентес тĕллевпе тĕрлĕ меслетпе усă куратпăр. Çыравçăсемпе хăйсемпе тĕл пулусем йĕркелетпĕр. Литература, юмах каçĕсене ачасем кăмăллаççĕ. Асăннă мероприятисем пушă вăхăта савăнăçлă ирттерме, сиенлĕ хăнăхусенчен пăрăнма, ăс-тăнне аталантарма, пĕлĕве ÿстерме пулăшаççĕ.

    Çамрăкла вĕренни - чул çинче, ватăлсан вĕренни - юр çинче. Шкулсенче хальхи вăхăтра вĕренме пур услови те пур. Ан ÿркен çеç. Вĕреннĕ çын яланах çĕнĕлĕх шырать, лава малалла туртма тăрăшать, халăхшăн пурăнать. Çакна та палăртса хăварас килет: калăпăр, теприн 2-3 диплом, анчах хăйне çын хушшинче пач та тытма пĕлмест. Пурнăçра чи кирлине - сăпайлăха, тивĕçлĕхе, тÿрĕлĕхе вĕренеймен. 

    Харпăр хăйне епле тытассинче халăхăн ăшă кăмăлĕ, евĕклĕхĕ аван палăрса тăрать те ĕнтĕ. Чăвашсен, ытти халăхăнни пекех, хутшăнура кăмăллăх, хисеплĕх пысăк вырăнта. Вăл пĕр-пĕрне сывлăх суннинче те аван палăрса тăрать. Арçынсем тĕл пулсан пĕр-пĕрне хисепленине палăртса алă параççĕ. “Сывлăх сунатăп”, “Салам”, “Аван-и?” тата ытти сăмах çаврăнăшĕсемпе усă кураççĕ. Анчах та чылай чухне вĕсене калама манса каятпăр. Вăтанатпăр-ши е мăн кăмăлланса кайрăмăр-ши?

    Пĕр тĕслĕх çеç илсе парам. Кÿршĕ ялти шкула час-часах çуран çÿреме тивет. Чăваш Ишек ялĕ витĕр тухса тутар ялне, Ыхра Çырмине, çитиччен кама çеç курмастăн. Шкул ачисем, паллах /те эпĕ учитель пулнăран/, сывлăх сунаççĕ. Хăш-пĕри шыв сыпнă евĕр чĕнмесĕрех иртсе каять: те вăранса çитеймен? Акă тата çул çинче палланă çынна, аслă пĕлÿ илнĕскере, тĕл пултăм, сывлăх сунтăм. Суккăр, хăлхасăр тейĕн: вашлаттарса çеç иртсе кайрĕ. Ыхра Çырми ялне кĕтĕм, урамра ватă çынсем ытларах. Хапха умĕнчех тăраççĕ пулин те хăйсен тăван чĕлхипе мана сывлăх сунаççĕ: мĕнле çитрĕн, ăçта каятăн? Ыйту çине ыйту. Акă мана хирĕç ÿсĕр çын пĕр урам саркаланса килет. Ман тĕле çитсен тÿрленсе тăчĕ: “Исенмесез”, - терĕ. Шухăша путрăм: нивушлĕ çав паçăрхи интеллигентăн çак ÿсĕр тутарăнни чухлĕ те ăсĕ çук?

    Эпĕ пурне те пĕр виçепе виçесшĕн мар. Анчах та ачасен йышĕнче те, мăннисен хушшинче те çак пĕчĕк çитменлĕхсем тĕл пулаççĕ. Кирек мĕнле вăрăм çула утса тухас тесен те чи малтан пĕрремĕш утăма ярса пусмалла, унсăрăн çитес çĕре çитеймĕн. Кирек мĕнле ĕç тăвас тесен те çынпа калаçмалла, унпа хутшăнмалла. Çынна сывлăх сунни - унпа калаçас умĕнхи пĕрремĕш сăмах. Вăл кирек кам, кирек епле çи-пуçлă пултăр - ачасене çынна хисеплеме хăнăхтармалла пирĕн.

    Пепкесен пуласлăхĕ пирĕнтен, ашшĕ-амăшĕнчен, килет. Куллен улшăнса, аталанса пырать, ача çапла пĕчĕккĕн çын пулать. Çавăнпа та ăна йĕркеллĕ пăхса ÿстерес тесен ашшĕ-амăшĕн шкулпа, учительсемпе пĕр шухăшлă пулни кирлĕ. Лава пĕрле туртсан çеç ĕç кал-кал пырĕ.
    СВЕТЛАНА КУЛАКОВА

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1226 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.5/19 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)