Хура слива (чернослив) вар-хырăм чирĕсемпе аптракансене çеç мар‚ кариесран тата шăл туни шыçнă чух та пулăшма пултарать. Тĕпчев ирттернĕ хыççăн хура сливăра бактерисене хирĕç кĕрешекен хими компоненчĕ пуррине асăрханă.
Хура слива (чернослив) вар-хырăм чирĕсемпе аптракансене çеç мар‚ кариесран тата шăл туни шыçнă чух та пулăшма пултарать. Тĕпчев ирттернĕ хыççăн хура сливăра бактерисене хирĕç кĕрешекен хими компоненчĕ пуррине асăрханă. Çакăн пек пĕтĕмлетÿсем патне Мексикăн Наци автономи университечĕн ăсчахĕ Хосе Фаусо Риверо килсе тухнă. Вăл чылай çынна канăçсăрлантаракан çăвар ăш-чикки чирĕсен бактерийĕсене хура слива тĕп тунине асăрханă. Риверо пĕлтернĕ тăрăх‚ асăннă веществосем шăл чулĕ тăвакан бактерисене хирĕç те усăллă. Çавă кăсăк‚ ăсчаха тĕпчевсем ирттерме ĕлĕкхи кулинари рецепчĕсем хистенĕ. Вĕсенче хура сливăпа усă курса аш-какая нÿхрепе хумасăр усрама вĕрентнĕ. Çавăн пекех ăсчах асăннă çырлан шывĕпе (настой) хывăнакан шăл протезĕсене бактерисенчен тасатнă чухне те усă курма пулнине çирĕплетет. И. ВАСИЛЬЕВА хатĕрленĕ.
Çыпăçтарнисем:
Категори: |
Миçе çын пăхнă: 763 |
Кам хушнă: mixaj_58
| Тегисем: Хура слива
| Рейтинг: 1.5/17 |
Чернослив - это сушеная черная слива. Для сушки выбирают сочные, сладкие, спелые плоды. Плоды предварительно бланшируют, охлаждают в проточной воде и сушат в паровых сушилках.
Рост популярности чернослива в последние годы обусловлен его полезными свойствами. Научные исследования свидетельствуют, что сушеная ягода сливы значительно эффективнее, чем любые другие природные средства на ранних стадиях сердечно-сосудистых заболеваний. Гипертоникам рекомендуют «черносливовую диету», способствующую нормализации давления. Обилие балластных веществ помогает регулировать обмен веществ и работу желудочно-кишечного тракта.