Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 19.12.2024, 02:10
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Авăн » 10 » Илĕртÿллĕ хими, е Пирус туртакан мĕнпе сиенленет?
    Илĕртÿллĕ хими, е Пирус туртакан мĕнпе сиенленет?
    21:16
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Пирус тĕтĕмĕпе этем организмне мĕн кĕрет-ха? Кун пирки туртма пăрахас тĕллевлĕ çынсем ытларах шухăшлама пуçлаççĕ. Тавар пуйăсĕн пăравусĕ пек мăкăрлантаракансене вара çакă пачах канăçсăрлантармасть.

    Табак тĕтĕмĕнче химин виçĕ пин ытла пĕрлешĕвĕ пур. Вĕсенчен чылайăшĕ - фармакологи тĕлĕшĕнчен пуçаруллă, сиенлĕ, мутагенлă. Аллăшĕ канцероген шутне кĕрет, урăхла каласан усал шыççа яракан вещество пулса тăрать.

    Вĕсемсĕр пуçне сиенлĕ япаласем - никотин, синиль кислоти, мышьяк, углерод окиçĕ /сĕрĕм газĕ/, формальдегид, сероводород, азотăн двуокиçĕ, аммиак тата ытти те пур. Хăш наркăмăш мĕнле виçепе организма лекесси табак сортĕнчен, ăна хатĕрленинчен, сигарет класĕнчен, епле туртнинчен килет. Вăтам статистикăри сигарет пачкине илес тĕк /20 г табак/ ăна туртсан ăша 0,2 г никотин, 0,001 синиль кислоти, çавăн чухлех сероводород, 0,5 г аммиак, 1 г сĕрĕм газĕ лекет.

    Йăсăрланакан табак витĕр тухакан сывлăш ăна çунма пулăшать. Çапла вара табак типĕлле “хăваланать”: хими япалисем йытă çимен апатран сывлăша куçаççĕ те ÿпкене лараççĕ. Сигарет тĕтĕмĕ - кăткăс тытăм, вăл çуннă хыççăн шĕвек, газ, хытă япала пулса кĕнĕ продуктсенчен тăрать.

    Хытă фаза - чи пĕчĕк тĕпренчĕксем. Пĕр сигарет туртсан вĕсен шучĕ вун-вун млрд шутланать, пурте ÿпкере юлать.

    Газ хутăшĕ углерод оксидне, аммоние, диметилнитрозамина, формальдегида, уран водородне, акролеина тата ыттине пĕрлештерет. Вĕсем канцероген пулнă май лăймака сийне витĕм кÿреççĕ.

    Сăмала

    Табак çуннă чух сăмала йĕркеленет - пĕтĕм виçен 10% яхăн. Вăл - чи сиенли. Çынсем никотина ăша ярас тесе туртаççĕ. Анчах унпа пĕрле сăмала дози лекнипе пурнăçран вăхăтсăр уйрăлаççĕ.

    Сăмала - продукт çуннă хыççăнхи хутăш табака вĕрилле “хăваланин” çимĕçĕ. Тĕтĕм аэрозоль концентрацийĕ пулса çăвара кĕрет, сивĕнсе конденсациленет те сăмалана çаврăнса сывлав çулĕнче тĕпленет, ÿпке эпителийĕн хăрпанкине аркатать тата хăйне хăй тасатма пултараслăха сиенлет, усал шыççа ярать, иммун тытăмĕн ĕçне хавшатать.

    Сăмала - канцероген хутăшĕ. Унăн тытăмĕнче мышьяк, ароматлă сиенлĕ йÿçĕксем, радиоактивлă полони, кали изотопĕ тата ытти те пур. Медицина опычĕсем ĕнентернĕ тăрăх, сăмалапа ÿтне сĕрнĕ выльăхсен 90% усал шыçă пуçланнă.

    Тĕрĕссипе, туртакан çыннăн ÿпкине çулталăкра 1 кг яхăн сăмала лекет. Çапла вара чире каясси куç умĕнчех.

    Белок

    Табак виçин 10% - белок. Вăл çуннă хыççăн лайăх мар шăршă тата йÿçеклĕх юлать. Тин туртма тытăннисенчен хăшне-пĕрне сигаретран шăпах çакă пистерет. Çапах та халĕ çемçе сортлă табакпа ытларах усă кураççĕ, унта белок сахал - пĕрре-иккĕ туртнипе çынна йĕрĕнтермест. Кун пек чух пирус серепине сисмесĕрех çакланас теветкеллĕх татах пысăкрах.

    Радиоактивлă элементсем

    Радиоактивлă пайăрка çынна кÿрекен сиен çинчен Чернобыль аварийĕ хыççăн тата ытларах пĕлтĕмĕр. Сигарет тĕтĕмĕнче тăхлан, полони, висмут пурри пирки хăшĕ-пĕри чухламасть те. Тĕтĕмри полони-210 изотоп 138 кунра кăна çурмалла арканать, кали - 40, ради - 228, тори - 228. Изотопсем çын организмĕнче сиен кÿнĕ хыççăн ÿт витĕр тухса пÿлĕмре пухăнаççĕ, радиоактивлă пайăркан пулса сапаланаççĕ, сывлăша варалаççĕ.

    Кунне пĕр пачка сигарет туртакан çулталăкра 500-е яхăн рентген илет.

    Температура

    Пирус тĕтĕмĕ чи малтанах çăварăн тата сăмсапа пырăн лăймака сийне витĕм кÿрет. Йăсăрланакан табак температури - 300 градуса яхăн: тĕтĕм табак витĕр тухнă май, паллах, сивĕнет, çапах унăн температури этем кĕлеткиннинчен 1,5-2 хут пысăкрах. Çăварти тĕтĕме ÿпкене ярас тесе çын сывласа илет. Сывлăш тĕтĕмрен сивĕрех. Апла тăк температура пĕр пек пулманнипе шăл эмалĕ сиенленет - çурăксене бактери пухăнать, аркатма тытăнать. Шăл çинче сăмала пухăннипе вăл сарăхать. Çапла вара çăвартан ырă мар шăршă кĕме пуçлать. Ку çеç-и? Çăварăн тата сăмсапа пырăн лăймака сийĕ шыçнипе сĕлеке ытларах тухать. Ăна çăтнă май апат хуранне сероводород, анилин тата ытти наркăмăш куçать, унăн лăймака сийне “çиме” пуçлать - гастрит, шыçă чирĕ пуçланать.

    Сĕрĕм газĕ

    Тĕтĕмри пысăк концентрациллĕ икĕ валентлă углерод окиçĕ сĕрĕм газĕ шутланать. Унăн гемоглобинпа пĕрлешме пултараслăхĕ кислородпа танлаштарсан 200 хут пысăкрах. Ÿпкерен вăл юна куçать, гемоглобинпа хутăшса карбоксигемоглобин пĕрлешĕвне йĕркелет. Ку форма вара кислорода куçараймасть тата сывлав çулĕсене илсе çитереймест. Çавăнпа туртакансен юнĕнче кислород сахалрах. Вăл çитменнипе ÿт тĕртемĕ, пуç мими нушаланать, чĕрен тата ÿпкен хăвăртрах ĕçлеме тивет - çакă чир-чĕре аталантарать. Унсăр пуçне сĕрĕм газĕ артери стенкисене сиенлет.

    Циани водорочĕ

    Вăл ÿпке эпителийĕн хăрпăкне сиенлет. Çавна пула унта сиенлĕ япала пухăнса каять, чир-чĕре - рака каяс хăрушлăх ÿсет.

    Синиль йÿçекĕ

    Вăл вăрттăн “çыртать” - клеткăсене юнран кислород илме кансĕрлет те нерв тытăмне уйрăмах нушалантарать. Вăтам туртакан çын куллен синиль йÿçекĕн вилĕм кÿрекен виçин 1/40 пайне çăтать. Унăн пĕр пайĕ организмран тĕрлĕ майпа тухать тейĕпĕр. Анчах çакă паллă: пĕрре ларсах тулли пачка сигарет туртса янă çыннăн сывлав параличĕ пуçланнипе чĕре чарăнса ларни те пулнă.

    Аммиак

    Нашатырь спирчĕпе эпир, час-часах мар пулин те, çапах усă куратпăр. Куçа çиекенскере ĕçес шухăш никам пуçне те пырса кĕрес çук.

    Нашатырь - шывра ирĕлтернĕ аммиак. Çын кĕлеткин 70% вара шывран тăрать. Тĕтĕмри аммиак юна сăрхăнса нашатырь хутăшне куçать те сывлав çулĕн лăймака сийне сиенлет, вăраха кайнă бронхит парнелет тата туберкулез ерес хăрушлăха ÿстерет.

    Никотин

    Ку - вăйлă наркăмăш. Ял хуçалăхĕнче унпа инсектицид пек усă кураççĕ. Тин туртма тытăннă çын харăсах темиçе сигарет мăкăрлантарнă хыççăнах йывăр аптраса ÿкме, вилме пултарать.

    Вăл нерв, апат ирĕлтерекен, чĕрепе юн тымарĕн, сывлав тытăмĕсене сиенлет. Малтан организма хăпартлантарса ярать, кайран пусăрăнтарать. Шăпах çак пахалăх тыткăнлать те ĕнтĕ туртакана. Никотинăн пĕр тумламĕ лашана вĕлерме пултарать текен каларăшăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Чăн та, этемпе танлаштарсан выльăха пысăк доза кирлĕ мар. Шăшине вĕлерме фильтр çине пуçтарăнни те çителĕклĕ. Таса никотинăн пĕр тумламĕ вара пĕрине кăна мар, лашасенчен виççĕшне те /чĕрĕ виçи - 1,5 тонна/ вĕлерме пултарать. Вăтам сигаретра 0,8 г никотин, пачкăра - 16 г. Енчен те çул çитмен ача 40 кг таять пулсан вилĕме яракан доза уншăн - 20 г. Куратпăр: пĕр пачкăринчен кăшт кăна нумайрах. Тĕрекленсе çитмен çамрăк организм никотина сисĕмлĕ, вăл харăсах 10 сигарет мăкăрлантарсанах пурнăçпа сыв пуллашма пултарать.

    Никотинпа сиенленнин паллисем - вăй-хал пĕтни, пуç çаврăнни, ыратни, чĕре хытă тапни, сĕлеке ытлашши тухни, сăн шурса кайни. Хăлха шавлама пултарать, канăçсăрлану тыткăна илет. Организм хăй те çак сиене хирĕç кĕрешет - ăш пăтранма пуçлать, табак тĕтĕмĕ лĕклентерет. Никотин организмран хăвăрт тухма пултарни кăна çăлса хăварать. Анчах пÿре сиенленсе юлать.

    Валентина Смирнова ("Хыпар")


    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 908 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.5/13 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)