Çакăн çинчен Атнер Хусанкайпа /вăл хастаррăн хутшăннă май «Чăваш Республикин патшалăх суверенитечĕ çинчен деклараци», «Чăваш Республикин чĕлхисем çинчен» саккун /1990/, «Чăваш чĕлхи кунĕ çинчен» йышăну /1992/, Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем çинчен /ялавĕ, гербĕ, гимнĕ/ саккун акчĕсем, çавăн пекех «Чăваш Республикин Президенчĕ çинчен», «Чăваш Республикин Президентне суйласси çинчен» саккунсем тата ытти те йышăннă/ калаçрăмăр. Атнер Хусанкай витĕмĕпе Уралпа Атăлçи регионĕнче общество майĕпе ĕçленĕ темиçе организаци чăмăртаннă. 90-мĕшсен пуçламăшĕнче - ЧР Аслă Канашĕн депутачĕ, Культура, чĕлхе, вĕрентÿ тата нацисен хушшинчи çыхăнусем енĕпе ĕçлекен яланхи комисси председателĕ. 1992-1997 çулсенче - Чăваш наци конгресĕн президенчĕ. 1997-2002 çулсенче - Тĕнчене тухайман нацисемпе халăхсен организацийĕн Генеральнăй Ассамблейин пĕрремĕш вице-президенчĕ.
- Атнер Петрович, эсир «Чăваш Республикин чĕлхисем çинчен» саккунне тума хутшăннă çынсенчен пĕри. Ĕç-пуç еплерех пурнăçа кĕрсе пычĕ?
- Эпĕ ЧР Аслă Канашне 1990 çулхи çуркунне суйланнă. Пĕрремĕш ĕç «Чăваш Республикин патшалăх суверенитечĕ çинчен деклараци» пулчĕ. Унпа ĕçлеме пĕрремĕш сесси хыççăнах пуçăнтăмăр. Унта чĕлхепе çыхăннă пункт та пурччĕ. Шăпах çав вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсенче Борис Чиндыков пуçарса янипе икчĕлхелĕх, чăваш чĕлхи лару-тăрăвĕ пирки тавлашу, хĕрÿ калаçусем пыратчĕç. «Советская Чувашия» хаçатра Матвей Михайлова, Иван Павлова, мана, Анатолий Горшкова, ыттисене сăмах пачĕç. Çав тавлашу çимĕçĕпе эпир, депутатсем, «ЧР чĕлхисем çинчен» саккун проектне хатĕрлерĕмĕр. Раççей шайĕнче ун пек саккун çукчĕ-ха. Ман алăра Союзлă Республикăсен /Эстони, Грузи, Таджик, Молдави, ыттисен/ докуменчĕсем пурччĕ. Мана вĕсене юлташсем ярса панăччĕ. Эпĕ чĕлхе политикипе питĕ интересленеттĕм, ХХ ĕмĕрĕн 20-30- мĕш çулĕсенчи тапхăра тишкереттĕм. Ун чухне Чĕлхе саккунĕ пулман, положени кăна йышăннă. Унпа вĕренÿ, культура, суд ĕçĕсенче усă курнă, документсене чăвашла çырма хытарса ыйтнă. Кашни районта ятарлă ушкăнсем пулнă. Вĕсем йышăну мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕслесе тăнă, республикăна отчет парса тăнă. Ман шухăшпа, пире халĕ çакă çитмест: хут çинче саккун пур, анчах ăна никам та пурнăçламасть. Никам та нимĕн те ыйтмасть.
- Эсир вара иртнĕ ĕмĕрти пекех яваплăха шаннă пулас?
- Ун чухне эпĕ хăйне майлă идеалист пулнă. Çапла шухăшланă: саккун йышăнтăмăр - ĕç каять. Йĕркеллĕ патшалăхра çапла пулмалла та: саккун пур - ăна пурнăçламалла. «ЧР патшалăх суверенитечĕ çинчен декларацири» «Чĕлхесем çинчен» пункт пирки уйрăм сасăланă. Унта республикăра чăваш чĕлхи - пĕртен-пĕр патшалăх чĕлхи, вырăс чĕлхи официаллă чĕлхе тенĕччĕ. Вырăс депутачĕсем хирĕç пулчĕç, вара икĕ чĕлхе - патшалăх чĕлхи тесе сасăлама тиврĕ. Чĕлхе саккунĕнче профессисен списокне хатĕрлерĕмĕр.
- Мĕн вăл?
- Чăваш чĕлхипе хăш тытăмра усă курма май пуррине палăртни. Сывлăх сыхлавĕ, культура, вĕренÿ... кĕртсе ятăмăр. Шел те, кайран пăрахăçланă. Саккун мĕнле пурнăçланнине ЧР Министрсен Канашĕн Председателĕн çумĕ Раиса Ерусланова ЧР Аслă Канашăн Президиумĕн ларăвĕсенче виçĕ уйăхра пĕрре итленĕ. Ун чухне чылай ĕç тума пултартăмăр. Акă пирĕн комиссире «Чăвашавтодор» пуçлăхĕ Александр Лепилин пурччĕ. Вăл вырăс, анчах чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи тесе сасăлакансен йышĕнчеччĕ. /Ун пек депутатсем 12 пулнă - 12 апостол темелле/. Хăй ĕçĕнче те ырă пуçарусемпе палăрчĕ. Сăмахран, çул çинчи чарăнусене ял, кăтарту ячĕсене чăвашла çыртарттарчĕ. Кайран каллех илсе пăрахрĕç вĕсене.
- Тĕллевĕрсем те, ĕçĕрсем те сулмаклă пулнă.
- 1991 çулта «Раççей Федерацийĕнчи чĕлхесем çинчен» саккун тухрĕ. Вырăнти саккуна Раççейĕннипе пĕрпеклетме пуçларĕç. Çавна пула чылай саманта тĕрлĕ çулта якатнă, кăларса пăрахнă, «çемçетнĕ».
- Чăваш чĕлхи кунне йышăнни йăхташсене пĕр шухăшлăх патне илсе пыма пулăшайрĕ-ши?
- Чăваш чĕлхи кунне йышăнни - ытларах символ, паллă. Тĕрлĕ уяв пур. Ку - хамăрăн чăваш нацине тытса тăракан тĕп шăнăр, тăван чĕлхемĕр çинчен тепĕр хут аса илтерни.
- ООНра тăман нацисемпе халăхсен пĕрлешĕвне кĕни тăван чĕлхе сумне çĕклеме пулăшнă-ши?
- Унта чĕлхепе çыхăннă ыйтусем пулман, ытларах - политика, çын прависем. Çапах халăх тенĕ чухне чĕлхе те тĕп вырăнта тăрать. 1998 çулта «Регион чĕлхисем тата пĕчĕк йышлă халăхсен чĕлхисем çинчен» Европа хартийĕ тухрĕ. Нумай патшалăх йышăннă ăна. Шел те, РФ Патшалăх Думи ăна çирĕплетмен. Унта вĕренÿ енĕпе çирĕп ыйтаççĕ: тăван чĕлхепе тулли вăтам пĕлÿ илме пултарни çын прависен шутне кĕрет тенĕ.
- ЮНЕСКО чĕлхесем çинчен хатĕрленĕ атласра чăваш чĕлхи пирки те хăрушлăхра тесе пĕлтернĕ. Эсир, чĕлхеçĕ пулнă май, мĕн каланă пулăттăр?
- ЮНЕСКО эксперчĕсем чĕлхесен пурăнас пултарулăхне сакăр енпе хакланă, çав шутра унпа калаçакансен йышне, чĕлхе ăруран ăрăва куçса пынине, вĕрентÿ хатĕрĕсем çителĕклине, обществăра чĕлхене мĕнле вырăн панине. Çаксене пирĕн пурнăçпа танлаштаратăн та çапла пĕтĕмлетÿ тума тивет: чăвашсем чăваш пуласшăн мар.
- Мĕншĕн?
- Чĕлхе çĕнĕ уçлăхсене ярса илеймест. Информацин çĕнĕ технологийĕсенче чăваш сĕмĕ çук. Уйрăм сайтсем пур-ха, çакă çеç çителĕксĕр. Çак тытăм питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхине урăхла методикăпа вĕрентмелле. Хальхи пистерет кăна ачана чĕлхерен. Чăваш чĕлхин уçлăхĕ пулмасан чĕлхене хăй тĕллĕн вĕренме питĕ йывăр. Чăваш пурнăçĕн хăшпĕр моделĕ кивелнĕ, çамрăксемшĕн кăсăклă мар. Пирĕн ку енĕпе литература та кивĕ çулпа аталанать. Çĕнĕ йышши текстсем, хайлавсем, произведенисем кирлĕ. Çыравçăсен, чĕлхе тытса пыракансен малта пулмалла. Поэзи чĕлхи - наци чĕлхин чи çÿллĕ шайри палăрăмĕ-çке.
- Çапах та чĕлхе пурăнтăр тесен мĕн тумалла?
- Çынсен психологине улăштармалла. Чĕлхе саккунне йышăннă вăхăтра урăхла самана пулнă, çĕнĕ сывлăш вĕрнĕ, малашлăх пирки шухăшланă, ыррине кĕтнĕ, хамăрăн пуласлăх хамăрăн алăра пулнине шаннă. Вăхăта туйни кирлĕ. Халĕ ун пек тапхăр мар. Пирĕн паян наци шкулĕ çук. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Геннадий Волков «Яковлев патне малалла» чĕнÿпе усă куратчĕ. Халĕ шăпах çавăнта çитрĕмĕр те. Яковлев ачасене шкулта тăван чĕлхепе пуçламăш классенче вĕрентмелле тенĕ. Хăй вăхăтĕнче вара чăвашла тулли вăтам шкул пулнă.
- Тĕнчешĕн чăваш халăхĕ хăйĕн чĕлхипе паллă...
- Унпа тĕпчевçĕсем XVIII ĕмĕртех кăсăкланма пуçланă. Пĕр енчен - тĕрĕк чĕлхисен йышне кĕрет, тепĕр енчен - вĕсенчен пач уйрăлса тăрать. Хăйĕн аваллăхĕпе те. Чăваш чĕлхипе ĕçлекен çын тĕнчере 50 яхăн. Вĕсем Норвегире, АПШра, Канадăра, Данире, Швецире, Японире пуррине пĕлетĕп. Чĕлхемĕр - пирĕн тĕп ăс-хакăл тупри, интеллектуал пурлăхĕ. Эпĕ шкулта чăваш чĕлхи вĕренмен, ун чухне хулара чăваш шкулĕсем те пулман. Çемьере калаçса ÿснĕ, уйрăмах асаннепе. Ленинград университечĕн Хĕвелтухăç чĕлхисен институтĕнче тĕрлĕ халăх çамрăкĕ пĕлÿ илетчĕ. Шăпах çавăнта наци туйăмĕ вăранчĕ, хам тĕллĕн чăвашла çырма, вулама вĕрентĕм. Чĕлхене юратма, хисеплеме наци мăнкăмăллăхĕ кирлĕ.
Надежда СМИРНОВА калаçнă Çыпăçтарнисем: |