1. Элли Юрьев ăçта тата хăçан çуралнă? Ашшĕ-амăшĕ кам пулнă? Элли ят мĕне пĕлтерет?
2. Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Кам пулма ĕмĕтленнĕ? Эллин пĕрремĕш учительници кам пулнă?
3. Элли Юрьевăн çамрăклăхĕ епле иртнĕ? Тĕплĕнрех каласа парăр.
4. Унăн официаллă диплом ĕçĕ мĕнле темăпа пулнă, ăна вăл кама халалланă?
5. Шупашкара таврăнсан ăçта-ăçта ĕçленĕ, мĕнпе палăрнă?
6. Кашни пултаруллă çыннăн çичĕ тĕрлĕ талант пур теççĕ. Элли Юрьевăн нумай енлĕ таланчĕ искусствăн хăш тĕсĕсенче йĕр хăварнă?
7. Элли Юрьевăн Чăваш тата Раççей культурине ĕмĕрсем валли çырăнса юлнă искусство палăкĕсене каласа тухăр.
8. Художникăн çемйи çинчен мĕн пĕлетĕр? Тĕплĕнрех çырса парăр.
9. Çак ÿкерчĕкпе автор кама сăнарланă? Темине ăçтан илнĕ?
10. Çак сăн ÿкерчĕкре Э.М.Юрьев кампа ларать? Вĕсене пултарулăх ĕçĕнче мĕн çыхăнтарнă?