Виҫӗ ҫул каялла ҫеҫ шкул пӗтернӗ те ҫак сериалпа кӑсӑклансах кайрӑм. "Мӗнлерех сӑнлаҫҫӗ паянхи вӗренекенсен пурнӑҫне экран ҫинче? Мӗнле сывлать XXI ӗмӗрӗн ывӑлӗ-хӗрӗ?"
Темӗнле шанчӑкпа, хаваслӑ кӑмӑлпа ҫутрӑм ҫав кун телевизора. Ҫутрӑм, кайран хытах ӳкӗнтӗм. "Килпетсӗр! Несӗпсӗр!" - теес килчӗ пуҫламӑшӗнчех.
Тӑххӑрмӗшпе вуннӑмӗш классенче вӗренекенсем - тӗп геройсем. Вӗрентекенсем - таҫти хыҫалти планра. Ним вырӑнне те хумаҫҫӗ-ҫке вӗсене ачасем: кулаҫҫӗ, итлемеҫҫӗ. Урокпа тӑхтав хушшинче уйрӑмлӑх та ҫук тейӗн...
Шкул умӗнче пирус тӗтӗмӗпе чыхӑнаҫҫӗ "маттурсем", шалта та йӑсӑрлантармалли кӗтес пур вӗсен. Ҫӳлти хута чӑхсем кашта ҫине пуҫтарӑннӑ пек пухӑнаҫҫӗ. Пуҫланать вара канашлу!.. Кам ӗнер ӑҫта "бухал", кама "предки достали", камӑн ҫӗнӗ джинс шӑлавар : илме укҫа ҫук, кам кампа тӗл пулать. Кашни предложенирех килпетсӗр сӑмахсем. Ҫитӗннисем хисепре мар. Ашшӗ-амӑшӗ те, аслашшӗ-асламӑшӗ те ним ӑнланмаҫҫӗ, пурнӑҫран юлнӑ иккен ачасен шучӗпе. Уроксене хатӗрленес вырӑнне пӗлӳ ҫуртӗнчех тӗрлӗ намӑс ӗҫпе аппаланма именмеҫҫӗ, пёр-пӗринпе "ҫуллашса" тӑраҫҫӗ. Хирӗҫленине итлесшӗн мар. "Сирӗн ӗҫ ҫук, ан чӑрмантарӑр!" - теҫҫӗ.
Мӗнле пурнӑҫ пулса кайрӗ? Нивушл
...
Малалла вула »