Тăван çĕр-шыври садпа пахча ăстисем çĕнĕ сезона пуçăннă ĕнтĕ. Ывăнма пĕлмен дачниксем, хăйсен кризиса хирĕçле программине ĕçе кĕртсе, тăрăшсах вăрăсем, парниксем тата удобренисем туянаççĕ, калча çитĕнтерме вăрăсем акаççĕ. Чи пултаруллисем вара çĕр улми акма пуçланă.
Темиçе çул каялла селекционерсем çеç вăрă акса çĕр улми çитĕнтернĕ. Паян вара кун пек технологипе кашни çынах усă курма пултарать. Çĕр улмин гибридлă F1 сорчĕн вăррисене ахаль сад центрĕнчех сутаççĕ. Питĕ вĕтĕ вăрăсенчен калчасем пулăшнипе пĕр вегетаци сезонĕнче сывă та тутлă çĕр улми çитĕнтерме пулать — 100—200 грамм таяканнисене апат валли, унран вĕтĕрĕххисене вара килес çул лартма вăрлăхлăх усă курма пулать.
Асăннă ноу-хаун (çĕнĕлĕ-хĕн) лайăх енĕсем чылай. Ку меслетпе туса илнĕ çĕр улми тĕмисем тĕрĕссипе чирлемеççĕ. Вĕсем вирусран тата кăмпаран ирĕк, сиенçĕсене парăнмаççĕ. Тухăçĕ те чылай пысăкрах, апла тăк юратнă газонсене çĕр улми лаптăкĕ валли сухалама тивмĕ. Кун пек сывă çĕр улми чылай лайăхрах упранать. Анчах та калча çитĕнтерме вăхăт ирттерме тивет. Çапах маларах пуçăнсан тата мĕн пур ĕçсене тĕрĕс пурнăçласан, пĕчĕк йăран çинче питĕ лайăх элитăллă тухăç çитĕнтеретĕр.
Çапла, калча ç
...
Малалла вула »