Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 25.12.2024, 04:15
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Ака » 1 » Ытти çĕр-шывра пирус туртассипе епле кĕрешеççĕ?
    Ытти çĕр-шывра пирус туртассипе епле кĕрешеççĕ?
    23:20
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Европа ҫӗр-шывӗсенче Раҫҫейрипе танлаштарсан пирус ҫав тери хаклӑ. Пирӗн - чи йӳнӗ акциз (эрех-сӑра, пирус налукӗ), вӑл 2-3,5 тенкӗпе танлашать, Евросоюзри чухӑн ҫӗр-шывсенче те чи пӗчӗкки 55 тенкӗ. Калӑпӑр, Польшӑра акцизсене ӳстернӗренпе ҫулсеренех туртакансен йышӗ 10% чакать. Ҫав вӑхӑтрах халӑх йышӗ сахалрах пулин те, пирус сутнинчен бюджета пирӗн-нинчен ытларах укҫа кӗрет. Хупӑ территорисенче (кафере, ресторансенче) чӗлӗм мӑкӑрлантарма чарнӑ ҫӗр-шывсенче пӗрремӗш ҫулхине инфарктсен йышӗ 20% чакнӑ, икӗ ҫултан 30.
    Бутан. Унта пачах та пирус сутма чарнӑ, саккуна хирӗҫ кайсан 225 доллар штраф тӳлеме тивет. Вӑтам ӗҫ укҫи 16 доллар пулнине шута илсен ҫав тери нумай. Ҫакӑн пек ҫирӗп мера йышӑннӑ пӗрремӗш ҫӗр-шыв ку.
    Канада. Халӑхӑн 1/5 пайӗ ҫеҫ чӗлӗм серепинче пурӑнать, чи сахал туртакан ҫӗр-шывсенчен пӗри. Унта ҫын сӳрекен ҫӗрте тата ӗҫ вырӑнӗнче мӑкӑрлантарма юрамасть. Унсӑр пуҫне пирус коробки ҫине шалти органсене мӗнле витӗм кӳни пирки хӑрушӑ ӳкерчӗ ксем вырнаҫтараҫҫӗ.
    АПШ. Ҫак ыйтӑва кашни штат хӑй тӗллӗн татса парать. Калӑпӑр, Нью-Йоркра хупӑ территорисенче тата ӗҫри автомобильте пачах туртма юрамасть, саккуна пӑснӑшӑн 1000 доллар кӑларса хума тивет.
    Швецире "Туртман ӑру" кампани пурнӑҫа кӗрет. Унпа килӗшӳллӗн Норвегири Ослора тата Данири Копенгагенра вӗренекен студентсем чӗлӗм туртсан стипенди илеймеҫҫӗ.
    Германи. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансемшӗн сывлӑха страхласси 40 процент йӳнӗрех ларать. Ҫакна вӗсем сайра чирленипе, тухтӑр пу-лӑшӑвӗпе сахалрах усӑ курнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Унтӑ ӗҫ вӑхӑтӗнче пирус туртма вӑхӑт уйӑрасҫӗ. Усал йӑлапа туслӑ маррисен ҫак вӑхӑт хушӑнса пырать, кайран ӑна отпускпа пӗр-ле канма пулать.
    Малайзи. Туртман ҫынсене ҫӑмӑллӑхлӑ кредит параҫҫӗ.
    Туриири пӗр ялта ҫамрӑк ӑрӑва усал тӗслӗх кӑтартас мар тесе аслисен те туртма юрамасть. Ял саккунне пӑсакансем чухӑнсене валли пӗрер михӗ ҫӑнӑх е сахӑр параҫҫӗ. Ҫак ҫӗр-шывра туртма пӑрахнӑ ҫынсен рецепчӗсен музейӗ пур.
    Сингапур. Ҫул ҫитмен ачана пӗрре пирус сутсанах лицензине туртса илеҫҫӗ.
    Рассей. Вӗренӳ тата сиплев учрежденийӗсенче, общество транспортӗнче тата стадионсенче туртма юрамасть. Реклама валли туртакан ҫынна ӳкерме тата телевизорпа пирус рекламӑлама чарнӑ. Ҫул ҫитмен ачасене чӗлӗм сутма юрамасть.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 636 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.5/18 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 mixaj_58   (01.04.2010 23:27) [Материал]
    Пирус туса кӑларакансен тӗллевӗ - хӑйсен таварне сутасси. Ҫакна валли ытларах ҫынна туртма хистемелле. Паллах, никам та ҫӑвартан пырса хыптармасть, анчах пиртен чылайӑшӗ, уйрӑмах ачасем, ку е вӑл чӗлӗме тутанса пӑхма хистенине сисмест те. Чи анлӑ сарӑлнӑ мел - реклама. Ку е вӑл пируса суйласан телейлӗ те ӑнӑҫуллӑ пулассине систерет вӑл. Ҫав вӑ-хӑтрах ӳпке шыҫҫи тупнисен 90 проценчӗн, бронхитпа чирлисен 75 проценчӗн, чӗрепе аптӑракансен 25 проценчӗн чир пирус мӑкӑрлан-тарнине пула аталаннине, туртакансем вӑтам-ран 10-15 ҫул сахалрах пурӑннине пӗр реклама та каламасть.
    Пирӗнтен чылайӑшӗ экран ҫинчи геройсем пек пулма ӗмӗтленет. Илемлӗ те телейлӗскерсем пур йывӑрлӑха та ҫӑмӑллӑн парӑнтараҫҫӗ... Ҫакӑнпа тавар туса кӑларакансем усӑ кураҫҫӗ те. Телегеройсене хӑйсен тумне.тӑхӑнтартаҫҫӗ, ку е вӑл фирма кӑларнӑ машинӑпа ҫӳретеҫҫӗ ...тата пӗр-пӗр пируса мӑкӑрлантартараҫҫӗ.
    Вӑрттӑн реклама лире те ҫав тавара суйлама хистет. Калӑпӑр, 1988 ҫулта РНШр Могпз компани хӑйсен чӗлӗмне Джеймс Бондӑн "Лицензия на убийство" ҫӗнӗ серинче кӑтартчӑр тесе 350 пин доллар тӳленӗ. Ҫак фирмах 1979 ҫулта "Мальборо" "Супермен-И" картинӑна лектӗр тесе 42,5 пин доллар кӑларса хунӑ, "Супер-герл" фильм геройӗсене хӑйсен пирусне турттарас тесе 30 пин доллар тӳленӗ. Сӑмах май, ҫак фильмсене ачасем те пӑхаҫҫӗ. Статистика та ҫул ҫитменнисем ытларах рекламӑри пируса суйланине ҫирӗплетет.
    Эсӗ те Джеймс Бонд пек мӑкӑрлантарма юрататӑн-и? Эппин, саламлатпӑр, эсӗ - реклама тарҫи. Ҫакӑ хӑв тӗллӗн йышӑну тума пӗлменнине, тепӗр ҫын витӗмӗпе пурӑннине ҫирӗплетет. Чӑнласах хӑв вӑйлине кӑтартас килет-и? Эппин, юлташусем пурте тенӗ пекех мӑкӑрлантарнине пӑхмасӑр тепрехинче пирус тӑсса парсан; "Ҫук, эпӗ туртмастӑп", - теме хӑюлӑх ҫитер.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)