Паян пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, пысăкран та пысăк уяв - Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ. Ăна эпир 2004 çултанпа паллă тăватпăр. «Кирек мĕнле символ та чăн пурнăçа, унăн культура пĕлтерĕшлĕ палăрăмне сăнарлать. Патшалăх символĕ вара пачах расна шайра. Вăл ахаль сăнартан паллăрах, пĕлтерĕшлĕрех. Вăл пĕтĕм гражданшăн çывăх, кашни çын тĕнчинчи тăван кĕтес, Тăван çĕршыв, патриот, истори, граждан тивĕçлĕхĕ, тăван чĕлхе евĕрлĕ ăнлавпа çыхăннă», - палăртнăччĕ республика ертÿçи Николай Федоров.
Мĕншĕн-ха уяв валли ака уйăхĕн 29-мĕшне суйласа илнĕ? Шăпах çав кун 1992 çулта ЧР Аслă Канашĕ Чăваш Республикин патшалăх символĕсем - Гимн, Герб, Ялав - пирки постановленисем йышăннă. Унччен кăшт маларах вара ятарлă комисси конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Унта патшалăх символĕсен вун-вун вариантне тăратнă. Вĕсенчен чи вырăнлă та килĕшÿллĕ Герба тата Ялава - Чăваш халăх художникĕ, чăваш геральдикин никĕслевçи Элли Юрьев сĕннĕ версисене - суйласа илнĕ. Çак ĕçсем чăнласах та пысăк пĕлтерĕшлĕ, чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕхне тата кăмăл çирĕплĕхне кăтартаççĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ - тăватă кĕтеслĕ пусма, сарă тата йĕпкĕн хĕрлĕ тĕслĕскер. Сарă - чăвашсемшĕн хĕ
...
Малалла вула »