Пушăн (мартăн) 25-26-мĕшĕсенче Ĕпхÿре Пушкăртстан Республикин вĕрентекенĕсен 10-мĕш съезчĕ иртрĕ. Унта пурĕ 599 делегат хутшăнчĕ. Вĕсен хушшинче республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 12 чăваш пулчĕ. Съезд ячĕпе Мускавран‚ Раççейĕн хăш-пĕр регионĕнчен‚ çав шутра Чăваш Республикин Вĕрентÿ‚ çамрăксен политикин министерствинчен те‚ салам телеграммисем çитнĕ. Кашни делегата "Народное образование в Республике Башкортостан. История и люди”‚ "Лучшие учителя Республики Башкортостан. От съезда к съезду” кĕнекесем тыттарнă. Унта Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Кирилл Андреевпа Николай Ириков‚ Николай Павловпа Константин Степанов чăвашсем çинчен те кĕске информаци вырнаçтарнă. Вĕсем пурте хăй вăхăтĕнче вĕрентекенсем пулнă. Çаплах педагогика наукисен кандидачĕн Анатолий Яковлевăн ятне палăртма та кăмăллă. Ун сăн ÿкерчĕкĕпе биографийĕ – "Çулталăк вĕрентекенĕ” республика конкурсĕн çĕнтерÿçисен йышĕнче.
Пĕрремĕш кунра делегатсем М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн тата ПР Вĕрентÿ аталанăвĕн институчĕн никĕсĕнче йĕркеленнĕ секцисенче ĕçлерĕç. "Пушкăртстан халăхĕсен чĕлхисем – обществăн наци пуянлăхĕ” секцийĕн ларăвĕнче ПР вĕрен
...
Малалла вула »