Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 25.12.2024, 04:24
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Ака » 1 » Хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан "Шкул" кинофильм...
    Хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан "Шкул" кинофильм...
    23:15
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Виҫӗ ҫул каялла ҫеҫ шкул пӗтернӗ те ҫак сериалпа кӑсӑклансах кайрӑм. "Мӗнлерех сӑнлаҫҫӗ паянхи вӗренекенсен пурнӑҫне экран ҫинче? Мӗнле сывлать XXI ӗмӗрӗн ывӑлӗ-хӗрӗ?"
    Темӗнле шанчӑкпа, хаваслӑ кӑмӑлпа ҫутрӑм ҫав кун телевизора. Ҫутрӑм, кайран хытах ӳкӗнтӗм. "Килпетсӗр! Несӗпсӗр!" - теес килчӗ пуҫламӑшӗнчех.
    Тӑххӑрмӗшпе вуннӑмӗш классенче вӗренекенсем - тӗп геройсем. Вӗрентекенсем - таҫти хыҫалти планра. Ним вырӑнне те хумаҫҫӗ-ҫке вӗсене ачасем: кулаҫҫӗ, итлемеҫҫӗ. Урокпа тӑхтав хушшинче уйрӑмлӑх та ҫук тейӗн...
    Шкул умӗнче пирус тӗтӗмӗпе чыхӑнаҫҫӗ "маттурсем", шалта та йӑсӑрлантармалли кӗтес пур вӗсен. Ҫӳлти хута чӑхсем кашта ҫине пуҫтарӑннӑ пек пухӑнаҫҫӗ. Пуҫланать вара канашлу!.. Кам ӗнер ӑҫта "бухал", кама "предки достали", камӑн ҫӗнӗ джинс шӑлавар : илме укҫа ҫук, кам кампа тӗл пулать. Кашни предложенирех килпетсӗр сӑмахсем. Ҫитӗннисем хисепре мар. Ашшӗ-амӑшӗ те, аслашшӗ-асламӑшӗ те ним ӑнланмаҫҫӗ,  пурнӑҫран юлнӑ иккен ачасен шучӗпе. Уроксене хатӗрленес вырӑнне пӗлӳ ҫуртӗнчех тӗрлӗ намӑс ӗҫпе аппаланма именмеҫҫӗ, пёр-пӗринпе "ҫуллашса" тӑраҫҫӗ. Хирӗҫленине  итлесшӗн мар. "Сирӗн ӗҫ ҫук, ан чӑрмантарӑр!" - теҫҫӗ.
    Мӗнле пурнӑҫ пулса кайрӗ? Нивушлӗ ыррипе таси аса илӳре ҫеҫ юлӗ? Ҫапла, кӑмӑл-сипет ҫинчен манса пыратпӑр. Ку юхӑм тата вӑйланса, сарӑлса пытӑр тесе тӑрӑшакансем : те пур авӑ! Намӑссӑр киносем ӳкерсе ҫавна ҫӗр-шывӗпех кӑтартаҫҫӗ. Ҫитменнине, кунне иккӗ ҫавӑрттараҫҫӗ.
    Нумай шӑв-шав ҫӗклерӗ аслӑрах ҫултисем валли йӗркеленӗ "Дом-2" проект (ТНТ). "Школа" та ҫавӑн евӗрлӗ япалах мар-ши? Анчах шкул ачисем валли хатӗрленӗскер. Мӗн пытармалли, чӑнах та, ҫакӑн пек кӑларӑмсем курса пушшех пӑсӑлать ҫамрӑк ӑру. Тӗслӗх илеҫҫех унти геройсенчен.
    Ним ыррине те вӗрентмест "Школа" телесериал. Мӗншӗн ӑна хирӗҫ тӑмастпӑр-ха эпир? Унта та кунта - капкӑн. Йӑнӑш пусатӑн - ҫакланатӑн. Мӗн чӑрмантарать пире танатаран хӑтӑлма? Хӳтӗлесе хӑварасчӗ ешӗл калчана пӑрпа сивӗ ҫумӑртан.

    Ольга АВСТРИЙСКАЯ
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 714 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.9/16 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)