Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 21:04
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Çурла » 28 » Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ - Пĕлÿ кунĕ
    Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ - Пĕлÿ кунĕ
    20:47
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Çурла уйăхĕн юлашки кунĕсем. Апла тăк кĕç-вĕç - Пĕлÿ кунĕ. Шкулсем, ытти вĕренÿ заведенийĕ ачасен, çамрăксен хаваслă сассипе тулĕç. Çĕнĕ тапхăра пуçличчен вĕрентÿ тытăмĕнчи ĕçченсен канашламалли пайтах. Яланхиллех тĕрлĕ çивĕч ыйтăва сÿтсе явма вĕсем конференцие пухăнĕç. “Чăваш Республикинче “Пирĕн çĕнĕ шкул” наци вĕрентÿ пуçарăвне пурнăçа кĕртесси” - çавăн пек ятпа çурла уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче иртет вăл.

    Мĕнле ыйтусене хускатĕç-ха пĕлÿ парас тытăмра вăй хуракансем? Вĕрентÿ стандарчĕсене çĕнетесси, пултаруллă ачасене аталанма пулăшу кÿресси, хальхи шкул инфратытăмне туса хурасси, шкул ачисен сывлăхне пиçĕхтерме условисемпе тивĕçтересси - акă тĕп ыйтусен кăшкарĕ.

    Паян республикăра пуçламăш классен вĕрентекенĕсен форумĕ иртет. Вĕрентÿ институчĕн пуçламăш тата шкул ÿсĕмĕчченхи вĕрентĕвĕн кафедрин пуçлăхĕ Алевтина Кульева каланă тăрăх педагогсем валли пултарулăх лапамĕсем, автор лабораторийĕсем ĕçлĕç, хăш-пĕр вĕренÿ заведенийĕ инноваци опычĕн презентацине йĕркелĕ. Пĕтĕмĕшле пуçламăш пĕлĕвĕн федерацин патшалăх стандартне пурнăçа кĕртессин ыйтăвĕсене тишкересси вара паянхи форумăн шăнăрĕ пулĕ. Ку темăпа калаçăва асăннă документа хатĕрлекенсенчен пĕри, Мускаври “Просвещение” издательствăн ăслăлăх-вĕрентÿ центрĕн ертÿçин çумĕ О.Логинова, Вĕрентÿ ĕçченĕсене хатĕрлекен тата квалификацие ÿстерекен академин пуçламăш тата шкул ÿсĕмĕчченхи вĕрентĕвĕн кафедрин доценчĕ Е.Юдина /Мускав хули/ хутшăнаççĕ.

    Мĕн парĕ çĕнĕ стандарт? Хальхи хăш енчен тивĕçтермест-ши? Çĕнĕ нормăсем çине куçни вĕрентÿ тытăмĕнче мĕн улăштарма хистĕ? 

    Паянччен Раççейри шкулсем 2004 çулта вăя кĕнĕ патшалăх стандарчĕпе ĕçлесе пынă. Унпа килĕшÿллĕн уроксенче пĕлÿ илмелли материал, информаци çителĕклĕ çеç мар, ытлашшипех пулнă темелле. Правилăсем, задачăсем кăткăс пулнăран ачашăн вĕсене ас туса юласси ансат мар. Тата çакна та шута илмен: кирлĕ-и çавăн чухлĕ информаци, калăпăр, пĕрремĕш класс ачине? Пурнăçра усă параççĕ-и вĕсем? Çĕнĕрен хатĕрленĕ стандарт вара урока пачах урăхла йĕркелеме хистет: тĕрлĕ ĕç, хăнăхтару хыççăн ача хăйех пĕтĕмлетÿ тума /е правилăна çавăрттарса кăларма/ пултартăр. Чи кирли - патшалăхăн пулас нормисем информаци ытлашшилĕхĕнчен хăтарĕç.

    Çакă та кăсăклă: федерацин патшалăх пулас стандарчĕ икĕ пайран тăрĕ: 65 проценчĕ - никĕс /инвариатив/, 35 проценчĕ - суйлама пулакан /вариатив/ пай. Иккĕмĕшĕнче - наци-регион компоненчĕсем. Çакна та асăнмалла: вариатив пая йышăнас ĕçе шкул та, ашшĕ-амăшĕ те хутшăнаççĕ. Калăпăр, саккунпа килĕшÿллĕн малашне вĕренекенсем валли вĕренÿ-методика комплектне /ВМК/ суйланă чух учителĕн ашшĕ-амăшĕпе канашламалла, йышăнăва педканашăн çирĕплетмелле. Сăмах май, хальхи вăхăтра Чăваш Енре ВМК тĕсĕ йышлă - 10 таранах. Çĕнĕ стандарт вара комплектсен шутне чакарма /5-рен иртмелле мар/ хистет.

    Хальлĕхе Раççейре те, республикăра та çĕнĕ стандарт пуçламăш классем валли çеç хатĕр. 2010-2011 вĕренÿ çулĕнче вара аслăрах классен те хальхи йĕркерен пăрăнма тивĕ.

    Патшалăхăн тĕрлĕ проектне вăя кĕртессипе Чăваш Ен пилот регион шутланать. Вĕрентÿ тытăмĕнчи черетлĕ çĕнĕ картлашка çине пусассипе те пирĕн регион малтанхи ушкăна кĕрĕ. Çĕнĕлĕхе хăвăрт ăша хывма пултаракан, маттур педагог сахал мар республикăра. Ĕçе сăнав шайĕнче вĕсем пуçăнĕç те.

    Сăмахăма чăрмав-йывăрлăх çинелле куçарма вăхăт çитрĕ. Чи пысăк кăткăслăх - вĕренÿ кĕнекисене, методика пособийĕсене çĕнĕрен хатĕрлесси. Экспертсен шучĕпе, кĕнекесен вăтамран 40 проценчĕ çĕнĕ стандарта тивĕçтермĕ. Паллах, калăпăшлă çакăн пек ĕçе çулталăкра-икĕ çулта вĕçлеме май килмĕ. Çивĕч тепĕр ыйту - мĕн пур вĕрентекенĕн квалификацине ÿстересси. Тĕрлĕ майпа ĕçлеме тивĕ: курссене куçăн та, дистанци мелĕпе те йĕркелĕç. Хăнăхнă йăлапа икĕ эрнелĕх-уйăхлăх вĕренÿпе çеç мар, икĕ-виçĕ кунлăх семинарсемпе те кăткăс лару-тăруран тухма лекĕ. Уйрăмах пĕрремĕш класс учителĕсемпе тимлĕ ĕçлемелли куç кĕрет. Мĕншĕнни паллă: ачана пĕлÿ илмешкĕн вĕрентес тиев шăпах пĕрремĕш вĕрентекен çине ÿкет. Çакна та палăртмалла: федерацин патшалăх çĕнĕ стандартĕнче шкул ÿсĕмĕчченхи вĕрентĕве те тимлĕх уйăрнă. Пепкен шкул сакки çине лариччен пĕлÿлĕх пуçламăш никĕсĕ пулмаллах - акă мĕн çинчен пырать калаçу. Ача садĕнче аталанать-и вăл, килĕнче-и - ку пĕлтерĕшлех мар.

    Вĕренÿ тытăмĕнчи пулас улшăнусем тавра шухăшăма палăртатăп. Пĕрремĕшĕнчен, вĕренекен пĕлÿ параканăн чĕлхинчен тухнине тепĕр хут калама пĕлнипех, ас туса юлнипех унăн ăс-тăн аталанăвĕ çинчен калаçни тĕрĕсех мар. Хăй шухăшлама, тĕнчери-пурнăçри ĕç-пуçа, япалана хак пама-тишкерме пултарни вара уçăмлă кăтарту патне çитеретех. Иккĕмĕшĕнчен, уроксенче илнĕ пĕлÿ шкул сакки çинчен тăрсан та юрăхлă пултăрччĕ. “Компентентлăх” терминпа, ман шухăшпа, вырăнлах усă курма пуçларĕç çĕнĕ утăмсем тăвакан шкулсенче. Çакна çĕнĕ стандарт ĕçлесе кайни çирĕплетсе парĕ-и тен.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1214 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.1/10 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 mixaj_58   (30.08.2009 21:39) [Материал]
    Путин поставил «неуд» системе образования РФ 17
    НОВО-ОГАРЕВО (Рейтер) – Премьер-министр РФ Владимир Путин поставил «неуд» бюджетополучателям в образовательной сфере, растранжирившим в 2008 году пятую часть выделенных им ассигнований.

    По словам Путина, проверка, которую проводило Минобразования, показала, что 19 процентов прошлогодних трат на образование оказались неэффективны. Но это – общая цифра по стране. Есть регионы, где эта доля выше, сказал премьер и привел в качестве примера Иркутскую область, где впустую было потрачено больше половины расходов на образование – 52,6 процента.

    «Все это повод для властей всех уровней серьезно задуматься», – призвал Путин участников совещания, посвященного подготовке к новому учебному году.

    В 2008 году РФ увеличила расходы на образование на 120 миллиардов рублей до 738 миллиардов рублей. Однако бюджетополучатели умудрились растранжирить 140 миллиардов рублей, посетовал глава кабинета.

    «На эти деньги мы могли бы повысить зарплаты учителям на 25 процентов или можно было построить 300 школ», – сказал он.

    Большая часть средств, потраченных впустую, пошла на содержание пухнущего госаппарата.

    «В 2008 году и даже в кризисном 2009 году продолжался рост расходов на госуправление в регионах. По данным за 2008 год, доля неэффективных расходов, связанных с содержанием аппаратов управления, достигла 34 процентов, неоправданно выросла численность чиновников, слабо идет реструктуризация бюджетной сети. Граждан в большинстве регионов не удовлетворяет качество предоставляемых публичных услуг», – сказал премьер.

    По его словам, больше 30 процентов респондентов, опрошенных в ходе проверки, оценили работу сферы образования на «неудовлетворительно».

    Путин выразил неудовольствие и степенью подготовки учебных заведений к новому учебному году. В список «двоечников» попали Свердловская область, Бурятия и Коми, Камчатка и Прибайкальский край.

    Завершив критику, премьер сообщил о хорошем – он подписал решения, касающиеся идущего сейчас эксперимента по развитию системы господдержки учащихся вузов.

    «Учащиеся при условии хорошей успеваемости смогут теперь рассчитывать на целый ряд льгот. Речь, в том числе, идет об отсрочке платежей по основной сумме кредита на весь срок обучения в вузе», – объявил Путин о первом из принятых решений.

    «Государство также будет субсидировать процентную ставку по образовательным кредитам в размере 3/4 ставки рефинансирования Центробанка. Кроме того, не будет таких требований к заемщику, как залог или поручительство. За счет федерального бюджета мы будем возмещать банкам-участникам эксперимента возможные потери в случае невозврата этих кредитов», – сказал премьер.

    (Дарья Корсунская, текст Власты Демьяненко. Редактор Дмитрий Антонов)



    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)