Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Б. Н. Ельцинăн 1994 çулхи августăн 20-мĕшĕнчи “Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунĕ çинчен” Указĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунĕ уяв çирĕплетнĕ. Ăна çулленех августăн 22-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ — хальхи тата пулас ăрăва патшалăх паллисене хисеплеме вĕрентесси. 2000 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче “Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕ çинчен” калакан саккун йышăннă. Раççейĕн Патшалăх ялавĕ — тÿрĕ кĕтеслĕ, виçĕ пĕр пек горизонтальлĕ ярăмсен анĕ: çÿлте — шурă, варринче — кăвак тата аялта хĕрлĕ тĕс. Патшалăх ялавне куллен РФ Президенчĕн Администрацийĕн, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин тата Федераци Канашĕн, çĕр-шыв Правительствин, Конституци Сучĕ, Аслă Судăн, Аслă арбитраж Сучĕн, Тĕп прокуратурăн, Тĕп банкăн, Шутлав палатин, çын прависем енĕпе ĕçлекен Уполномоченнăйăн резиденцийĕн, Тĕп суйлав комиссийĕн, çавăн пекех влаçăн Федераллă органĕсен çурчĕсем, РФ Президенчĕн федераллă округĕсенчи полномочиллĕ представителĕсен резиденцийĕсен, РФ патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çурчĕсе
...
Малалла вула »