Кирлĕ: 3 кг купăста, 5 шăл ыхра, 3-4 кишĕр; маринад валли 2 л шыв, 1 стакан сахăр песокĕ, 3 кашăк тăвар, 1,5 стакан панулми уксусĕ, 0,5 стакан тип çу.
Кастрюль тĕпне ыхра шăлĕ хумалла, купăстана турамалла, кишĕре теркăпа хырмалла. Лайăх хутăштарса кастрюле вырнаçтармалла. Çиелтен вĕри маринад ямалла та йывăр япала хурса пусарса лартмалла. Икĕ кунтан купăстана çиме те юрать.
* * *
Кирлĕ: купăста, 1 л шыв пуçне 1 кашăк тăвар тата 1 кашăк сахăр песокĕ.
Купăстана турамалла е тӳмелле, кишĕре теркăпа хырмалла. Тăвар хушмасăр лайăх хутăштармалла. Виçĕ литрлă банкăна пуса-пуса тултармалла, вĕри рассол ямалла. Банкăна çиелтен витмелле те таз çине лартмалла (купăста йӳçнĕçем рассол тулса тăкăнать). Купăстана тăрсан-тăрсан пĕр шĕвĕр вĕçлĕ йывăç патакпа тиркелесе илмелле – газĕ тухтăр. Виçĕ кунтан купăстана çиме те юрать. Холодильникре е путвалта упрамалла.
* * *
Кирлĕ: 5 кг туранă купăста, 4 кишĕр; рассол валли 4 стакан шыв, 2 стакан тип çу, 1 стакан сахăр песокĕ, 1 стакан 9 процентлă уксус, 2 кашăк тăвар.
Туранă купăстап
...
Малалла вула »