Иисус Христос Турра халалланă çуллахи уявсене халăхра Сăпас теççĕ. Вĕсем виççĕ. Пĕрремĕшĕ – пыл Сăпасĕ – типĕ тиркенин малтанхи кунĕнче августăн 14-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Уяв кĕллине вуланă хыççăн чиркÿре çĕнĕ пыла светить тăваççĕ. Иккĕмĕш Сăпас – Преображени. Августăн 19-мĕшĕнче – пурте пĕлекен панулми Сăпасĕ. Çак кун çамрăк çимĕçе (пахча çимĕçпе улма-çырлана) светить тăваççĕ. Унсăр пуçне мăйăр Сăпасĕ те пур. Ăна августăн 29-мĕшĕнче, Успени уявĕ хыççăн, палăртаççĕ. Халăхра ăна пир çинчи Сăпас е Пир Сăпасĕ теççĕ.
Пыл Сăпасĕнче вырăнти пĕвесемпе юхан шывсене те светить тунă. Çавăнпа çак куна йĕпе Сăпас та тенĕ. Хресчене таса, сиплĕ шывсăр мĕнле-ха? Икĕ эрне Успенин типĕ тиркевĕнче пылпа вăй-хала çирĕплетнĕ. Преображени уявне кĕтнĕ. Анчах уявччен пиçсе, сĕткенпе тулса çитнĕ панулмие татса çиме юраман. Кĕтнĕ кун Турă хăйĕн вĕренекенĕсемпе Фавор ту çине хăпарса çĕнелет. Çутă та сăваплă кун чиркÿре пиçсе çитнĕ панулмие çветтуй шывпа пĕрĕхсе светить тăваççĕ. Чиркÿре пулнă хыççăн уяв кил-йышра тăсăлать. Чи малтан чиркÿре светить тунă çимĕçе çиеççĕ. Турă сĕтел ç
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 815 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 14.08.2009
| Рейтинг: